Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕрарăмсен кунĕ умĕн УОЧНКА ларăвĕ иртрĕ. Ĕçтăвком ертӳçи Владимир Сваев чи малтан хĕрарăмсене уяв ячĕпе саламларĕ. Унтан кун йĕрки çине куçрĕ.
Пĕрремĕш ыйту – Акатуйсем ирттересси. Хулари Акатуя çĕртмен (июнь)12-мĕшĕнче Винновка ращинчех ирттерме палăртрĕç. Облаçри Акатуя – çĕртмен 20-мĕшĕнче Çĕнтерӳ паркĕнче. Ĕç комитетне суйласа хăварчĕç.
Тепĕр ыйту – Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăвасси. Ĕçтăвком ертӳçи çу (май) уйăхĕнче вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн тăван çĕршывне экскурси йĕркелеме сĕнӳ пачĕ. Унсăр пуçне Шупашкартан патшалăх академи драма театрне спектакльпе чĕнсе илесси пирки каларĕ. Ку çеç те мар, облаçри вулавăшра Константин Иванова халалласа конференци ирттерме, унта вырăнти тата Шупашкарти паллă поэтсене чĕнсе илме палăртрĕç.
«Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ Олег Мустаев кăларăм тухма тытăннăранпа 25 çул çитнине Иван Яковлев çуралнă кунĕпе çыхăнтарса акан 24-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнче ирттересси пирки пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен çак ыйтăва хускатрĕç: 17-мĕш наци вулавăшĕнче ĕçлеме чăвашла çырма, вулама пĕлекен çын тупасси.
 
: 706, Хаçат: 9 (1307), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: