Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шкул ял пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнать. Шкул пулмасан ялăн пуласлăхĕ çук. Унта ĕç вĕресе тăни, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелени çамрăксене тĕрĕс çулпа ертсе пыма пулăшать.
Облаçри тата çĕршыври ял шкулĕсенчи пекех Чăнлă районĕнчи Кĕçĕн Нагаткин шкулĕ-нче вĕренекенсен шучĕ çулсерен сахалланса пырать. Анчах шкулăн ят-сумĕпе чысĕ кунпа пĕртте чакмасть. Вăл районти чи лайăх вунă шкул шутне кĕрет. Çак ята ахаль памаççĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсене шута илеççĕ, хăтлăхне пăхаççĕ.
Хăй те çак шкула вĕренсе пĕтернĕ, виççĕмĕш çул директор лавне туртакан Татьяна Викторовна Савинова ачасен çитĕнĕвĕсем пирки мăнаçланса каласа парать:
-Паян шкулта 79 вĕренекен. Вĕсем виçĕ ялтан – Кĕçĕн Нагаткинтан, Çĕнĕ Вольăпа Орловкăран. Пĕрремĕш класра 6 ача, 11-мĕшĕнче – 4. Çитес çул пĕрремĕшне иккĕн кăна килеççĕ. Эппин, ача шучĕ чакать. Шкулта чăваш кружокĕ иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенче уçăлнă хыççăн пĕртте хупăнман. Эрнере пĕр сехет иртекен чăваш кружокне 15-20 ача çӳрет. Эп хам та кунта вĕреннĕ чухне çав кружока çӳренĕ, - тет вăл.
Кăçал 11-мĕш класс хĕрачи Анастасия Мерлушкина литературăпа иртнĕ район олимпиадинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Олимпиадăн облаçри тапхăрне хутшăнса 40 çынран 15-мĕш вырăн йышăннă. Çаплах район олимпиадинче кăçал Ульяна Чебакова биологипе 2-мĕш, Алексей Эндюськин географипе 2-мĕш, историпе 3-мĕш, Юля Костина вырăс чĕлхипе 2-мĕш, акăлчан чĕлхипе 3-мĕш вырăнсем çĕнсе илнĕ.
Саккăрмĕш класри Юля Костина Раççейри «Русский медвежонок» вăйă конкурсĕнче регионта 6-мĕш вырăн илнĕ. Вăл кунти мĕнпур ыйтăвăн 99,32 процентне тĕрĕс хуравланă.
- Пирĕн ачасем тĕрлĕ олимпиадăсене кăна мар, ӳкерчĕ-ксемпе сăвăсен конкурсĕсенче малти вырăнсем илеççĕ. Тĕслĕ-хрен, «Мир налогов», «Скажи жизни «Да», «Коррупция» ӳкерчĕксен конкурсĕнче Юля Костина палăрчĕ, «Школа без наркотиков» сăвăсен конкурсĕ-нче тăххăрмĕш класра пĕлӳ пухакан Илья Нагорнов çĕнтерчĕ. Иртнĕ çулхи «Зарницăра» пирĕн шкул команди виççĕмĕш вырăн илчĕ, Юля Костина вара чи лайăх командир ятне тивĕçрĕ.
Шкул команди районти КВНа хутшăнса 2013 çулта пĕрремĕш, 2014 çулта иккĕмĕш пулчĕ. Облаçри КВНта та пулса куртăмăр.
Шкул команди Димитровградри «Юность» лагерьте иртнĕ «Село, в котором мы живем» тĕпчев ĕçĕсен конференцине хутшăнчĕ. Унтан Юля Костинапа Елена Вражкина сертификатсемпе таврăнчĕç, - тăсатпăр калаçăва директорпа.
Спорт енĕпе те шкул палăрса тăрать. Кĕрешӳпе иртнĕ районти спорт ăмăртăвĕнче Илья Нагорнов 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Баскетболла выляссипе те кĕçĕнагаткинсен команди пултаруллисенчен пĕри. Кашни çул çак тăрăхри «КЭС-баскет» ăмăртăва хутшăнать. Кăçал команда виççĕмĕш пулнă. Унта çĕнтерекенсене çулсерен виçшер баскетбол мечĕкĕ парнелеççĕ. Халĕ шкулти кашни ача валли кун пек мечĕк пур.
Патриотсен ятарлă клубĕ те ĕçлет кунта. Вĕсем Çĕнтерӳ 70 çул тултарнине халалланă «Этих дней не смолкнет слава» область слетне хутшăннă. Çавăн чухнех вырăнти автор, шкул директорĕ пулнă А.И. Бруслин кăларнă «Вăрçă ачисем» кĕнекене область архивне парнеленĕ.
Кĕçĕн Нагаткинти кашни вĕренекен кунне пĕрре вĕри апат çиет. Ашшĕ-амăшĕ çакăншăн уйăхне 350 - 400 тенкĕ тӳлет. Шкулти 79 вĕренекенрен 26-шĕ нумай ачаллă, 12-шĕ сахал тупăшлă çемьесенчен. Вĕсемшĕн район бюджетĕнчен 350 тенкĕ куçарса параççĕ. Улма-çырлипе пахча çимĕçне ачасем хăйсем шкул участокĕнче ӳстерсе çитĕ-нтереççĕ.
Кĕçĕн Нагаткин шкулĕнче йывăрлăхсем те пайтах. Шкул çурчĕ кивĕ. Чи малта тăракан тĕллев – хутса ăшăтмалли батарейăсене улăштарасси. Унсăрăн шкулта сивĕ, кивĕ пăрăхсем тăрăх ăшă туллин çитеймест. Çаплах столовăй шкул çуртĕнче пулманни пысăк чăрмав кӳрет. Халĕ хуть те мĕнле çанталăкра та ачасен апат çиме çул урлă вырнаçнă çурта чупма тивет. Çак ĕçсене пурнăçласси – директорăн пĕрремĕш тĕллевĕ.
 
: 785, Хаçат: 9 (1307), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: