Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял вулавăшĕсемшĕн кăçал питĕ хĕрӳ вăхăт. Раççей Литература çулталăкне халалланă мероприятисем Кĕçĕн Нагаткин ял вулавăшĕнче те нумай ирттерме палăртаççĕ. Кун пирки ун ĕçченĕ Надежда Калля хĕрӳленсех каласа пачĕ:
– 2015 çула Константин Иванов çулĕ тесе пĕлтерсен чун хĕпĕртерĕ. Пирĕншĕн, чăваш халăхĕшĕн, «Нарспи» поэма пурри – хăй телей. Ун авторĕ çуралнăранпа кăçал 125 çул çитнине эпир те пĕчĕк чăваш ял вулавăшĕнче сумлăн палăртасшăн. К.Ивановпа унăн вилĕмсĕр хайлавĕсене халалланă стенд хатĕрлесшĕн. Ялти пултаруллă çынсен, çивĕч перо ăстисен ĕçĕсен хăтлавне йĕркелесшĕн. Кăрлач уйăхĕнче Николай Благов поэтпа çыхăнтарса поэзи каçĕсем ирттертĕмĕр, нарăсра – Дмитрий Ознобишин фольклористпа, куçаруçăпа çыхăнтарса шкул ачисемпе мероприятисем хатĕрлерĕмĕр. Пуш уйăхне – Николай Языков поэт-лирика халаллатпăр. Чăвашсен литература календарĕпе те таччăн çыхăнса ĕçлетпĕр. Çамрăк ăру тăван литература апостолĕсене (элчисене) те ан мантăр. Пире, вулавăш ĕçченĕсене, ентешсем кĕнеке вулама манманни, тĕрлĕ авторсен хайлавĕсене ыйтни, кăсăкланни савăнтарать.
Библиотекăра район хаçачĕ-пе юнашар «Канаш» хаçат пуххи пурри чуна çĕклентерчĕ.
- Пире облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçатне районти культура пайĕ çырăнтарса парать,-терĕ Надежда Алексеевна. – Ку çул патшалăх бюджетĕнчен укçа сахал уйăрсан та Чăнлă районĕ-нче «Канаш» хаçата тимлĕхсĕр хăвармаççĕ.
 
: 824, Хаçат: 9 (1307), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: