Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш (март) уйăхĕн 28-мĕшĕнче И.А. Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центрĕнче пĕрремĕш хут Таврапĕлӳçĕ кунĕ иртет.
Паллă кунсем хушшинче Пулăç кунĕ, Вăрманçă кунĕ, Медицина ĕçченĕн кунĕ пур,Таврапĕлӳçĕ кунĕ çук. Таврапĕлӳçĕсенчен чылайăшĕ çак ĕçе тӳлевсĕр туса пырать. Уншăн вăйне те, вăхăтне те шеллемеççĕ хастарсем. Шырав ĕçĕсем ирттерсе авалхи документсем тупаççĕ, таврапĕлӳ музейĕсене çĕнĕ экспонатсемпе пуянлатаççĕ. Вĕсем шкул ачисене тăван тавралăх, историпе культура çинчен нумайрах пĕлме пулăшаççĕ, ача-пăчана таврапĕлӳ тĕнчине явăçтараççĕ. Облаçра таврапĕлӳпе çыхăннă нумай мероприяти иртет. Анчах вĕсем мĕнпур йыша пĕр чăмăра пуçтараймаççĕ. Таврапĕлӳ кунĕ – уйрăм кун, уйрăм уяв. Çак кун таврапĕлӳçĕсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштарма, кĕнекесен тата ăслăлăх ĕçĕсен куравĕсене йĕркелеме, ĕç опычĕсемпе паллаштарма пултараççĕ. Шкул ачисемпе, вăрçă, тыл тата ĕç ветеранĕсемпе, шырав отрячĕсемпе тĕлпулусем ирттерме пулать. Çапла майпа патриотла воситани парас ĕç те пынă пулĕччĕ. Шел, анчах паянччен те Таврапĕлӳçĕ кунĕ çук. Çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе эпир Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тата Ульяновск хули пуçлăхĕ Марина Беспалова патне çыру çыртăмăр.
Кăрлачăн 27-мĕшĕнче иртнĕ облаçри музейсен канашĕн ларăвĕнче Таврапĕлӳçĕ кунне ирттерме сĕннĕ шухăша ырланă. «Итоги краеведческого года» ятпа çулсерен иртекен регионсем хушшинчи конференципе çыхăнтарса 2015 çулта Таврапĕлӳçĕсен кунне палăртнă. Кăçал вăл март уйăхĕн 28-мĕшĕнче И.А. Гончаров ячĕллĕ историпе мемориал центрĕнче иртет. Пурне те хутшăнма сĕнетĕп.
 
: 631, Хаçат: 9 (1307), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: