Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Иван Семенович Полбин 1905 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Чĕмпĕр уесне кĕрекен Ртищево-Каменка ялĕнче (халĕ Майна районĕ-нчи Полбино ялĕ) çуралнă.
Ăремпурти летчиксен çар шкулне пĕтернĕ хыççăн вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнчи авиачаçсенче службăра тăнă, эскадрилья командирĕ пулнă. Аслă вăрçă пуçлансан вăл 1941 çулхи утă уйăхĕнчен тытăнса 1945 çулхи нарăс уйăхĕччен 157 вĕçев туса çапăçăва кĕнĕ. Пĕрремĕш хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне 1942 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче тивĕçнĕ, иккĕмĕш хут – вилнĕ хыççăн – 1945 çулхи акан 6-мĕшĕнче. 1945 çулхи нарăсăн 6-мĕшĕнче Польшăра сывлăшри çапăçура авиаци генералĕн пурнăçĕ татăлнă. Ульяновскра унăн ячĕпе урам хисепленсе тăрать, ăна палăк лартнă. Нарăсăн 9-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 110 çул çитрĕ.
 
: 582, Хаçат: 9 (1307), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: