Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăхăр хутлă кивĕ çурт умĕнчи хĕвел питĕнче икĕ çамрăк кушак ларать. Урамра пурăнаççĕ пулин те хăйсем таса та илемлĕ. Çывăхрах—вир кĕрпи пăттипе мĕнле-тĕр пулă хутăштарнă алюмини чашăк. Кӳршĕ подьездра пурăнакан ырă чĕреллĕ Натюк аппа хуçасăр чĕр чунсене шеллесе куллен апат илсе тухать. «Çийĕр, çийĕр, чиперккесем», - тет вăл кашнине ачашланă май. Кайран вĕсем çинине темĕнччен ăшă куçпа пăхса тăрать.
Икĕ çăмламас кушак çисе тăранчĕ те хĕвел ăшшинче хăйсемпе хăйсем киленсе-çуланма тытăнчĕ. Вĕсен пурнăçĕ телейпе тулчĕ тейĕн. Пĕри шурă юр çине çăмах пек йăванса кайрĕ. Сылтăм лаппипе теприне: «Атя вылятпăр», - тенĕн темиçе хут перĕнсе илчĕ. Çав самантра вĕсен умĕнчи шурă хурăнăн аялти турачĕ çине ула курак вĕçсе пырса ларчĕ. Пуçне пăркала-пăркала çӳлтен аялалла тинкерчĕ. Ахăртнех, ăна йăлтăркка чашăкри пăтăпа пулă хутăшĕн юлашки илĕртрĕ. Хусканăвĕсем тăрăх, курак питĕ выçă. Умри апата çиес кăмăлĕ унра ӳснĕçем ӳссе пычĕ. Апат çывăхнерех пырас шутпа вăл турат çинчен турат çине куçкаларĕ, куçне чашăк çинчен илмерĕ. «Эх, çак икĕ кушак пулминччĕ, - шутларĕ вăл. – Нивушлĕ эпĕ, мăнаçлă та вăйлă кайăк, çак икĕ мĕскĕн чĕр чунран хăраса тăратăп-ха/ Акă çĕкленетĕп те мĕнпур вăйпа вĕçсе анса иккĕшне те хăваласа яратăп».
Ула курак пĕр çĕрте тăпăртатса илчĕ те çуначĕсене сарса сывлăша вĕçсе улăхрĕ. Пĕр çаврăм вĕсен çийĕн çаврăнчĕ, çĕр çине анма хăяймарĕ. Хăй вырăннех таврăнчĕ. Куракăн кăмăлĕ пăсăлнăçем пăсăлчĕ, ахăртнех, юн пусăмĕ те, температури те ӳссе кайрĕ. Тепре вĕçсе улăхрĕ вăл. Ку хутĕнче юр çине анса ларчĕ. Кушаксем выляççĕ, хăнк та тумаççĕ. Курак унталла- кунталла талт-талт! уткалать. Тăватă ураллă чĕр чунсем патне пыма хăрать. Ним тума аптăранипе вăл каллех çав турат çинех вĕçсе улăхрĕ. Унăн пуçĕнче ăслă план çуралчĕ. Сăмсине хăйĕн кăкăрĕ çине сăтăта-сăтăра тасатрĕ те кушаксем енне çаврăнса кутĕнчен тем пĕрĕхтерсе кăларчĕ. «Акă сире!» тенĕн каллех çăмламассене тинкерчĕ. Пĕр кушакĕ, ула куракăн намăссăрлăхне кĕтменскер, кăмăлсăр пулса: «Эй, ухмах кайăк, халĕ пулă мар, хӳрине те кураймастăн акă!-тенĕн çӳлелле пăхса илчĕ. Кушаксем çав-çавах вырăнтан та тапранмарĕç. Ула курак та парăнасшăн пулмарĕ. «Çак мĕскĕнсене парăнсан эпĕ ула курак та мар»,- тенĕн çине тăрсах штурмларĕ. Ман шутпа, вăл кунта унччен те нумай хутчен килсе тарăхтарнă. Лешĕсем –курака. Ула курак лайăх пĕлет: «Апат шăршине туйса кĕçех путвалсенчен ытти кушаксем тухмалла. Мана вара тирĕк тĕпĕ çеç кĕтет».
Тӳсĕмлĕхĕ пĕтрĕ куракăн. Вăл мĕнпур тĕкне вирелле тăратса пĕтĕм вăйне пухрĕ те: «Ка-а-рр! Ка-а-рр!» – кăшкăрса ячĕ. Кушаксем малтанласа ула курак кăшкăрнине асăрхмарĕç те. Вĕсен куçĕнче вĕçен кайăкăн вăйсăрлăхĕнчен савăнни палăрчĕ. Курак кашни кăшкăрмассерен вĕсен еннелле хăмсарнă пек тайăлса илчĕ. Йăлăхтарчĕ пулас кушаксене курак. Вĕсен куçĕсем тинех курайманлăхпа çиçме тытăнчĕç. Ула курак та ухмах мар иккен. Меслетне улăштарма шутларĕ. Турат çинчен ваш кăна вĕçсе улăхрĕ те çывăхра ларакан тирек çинче çакăнса тăракан хăрăк турата сăмсипе туртса татрĕ. Турачĕ хăйĕнчен икĕ хут вăрăмрах. Унтан сывлăшра çар самолечĕ пек çаврăнкаларĕ, кушаксен тĕлне çитсен турата бомба пăрахнă пек çăварĕнчен вĕçертрĕ. Тĕлĕнмелле ăста пурнăçларĕ вăл хăй планне. Сарлака турат пĕр харăс икĕ кушакĕ çине те лаплатса ӳкрĕ. Сехри хăпнă кушаксем кенгуру евĕр икĕ еннелле тапса сикрĕç те пуля пек куçран çухалчĕç.
Çак сцена мана питĕ кулăшла пек туйăнчĕ, эпĕ сасăпах кулса ятăм. Унччен эпĕ шутлама та пултарман ула курак çапла ăслă кайăк пуласса...
Тăшмансем хăраса тарнă хыççăн ула курак унчченхи вырăна мăнаçлăн вĕçсе пырса ларчĕ. Вăл халь патша! Ăмарткайăк пек унталла-кунталла пăхса илчĕ те тепре кк-а-ар! кăшкăрса ячĕ. Хальлĕхе сасси пачах урăхла янăрарĕ. Унăн чĕлхине çунатлă «тăванĕсем» çеç ăнланса илчĕç пулĕ. Темиçе çеккунтран юнашар хурăн çине икĕ ула курак пырса та ларчĕ. Пирĕн «герой» тинех апат патне вĕçсе анчĕ. Сăмсипе чашăка хытă çыртрĕ те вĕçсе улăхса çак вырăнтан 15 метра кайса сарлака тирексен хыçĕнчи юр çине вырнаçса ларчĕ. Каллех темиçе хут ка-а-ар, ка-а-ар! кăшкăрса илчĕ. Хайхи икĕ тăванне чĕнчĕ пулас. Лешĕсем туххăмрах вĕçсе килчĕç. Вĕсем «авторитет» (те тетĕшĕ, те ашшĕ е аслашшĕ) мĕн хушасса кĕтсе хускалмасăр, çăварĕнчен пăхса ларчĕç.
Ăслă ула курак темиçе пулă татăкне хыпса çăтрĕ те ыттисене хăй чĕлхипе тем хушса кирлĕрех ĕçĕсемпе васкаса вĕçсе кайрĕ. Çакна курнă хыççăн эпĕ кайăксем питĕ ăслă пулнине, вĕсен хăйсен чĕлхи пуррине ăнлантăм.
 
 
Ульяновск хули.
 
: 756, Хаçат: 9 (1307), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: