Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Республикинчи Елчĕк тата Патăрьел районĕсенчи сунарçăсем Аслă Таяпа ялĕ хĕррине сунар тапхăрне хупма пуçтарăннă. Анчах вĕсем хальхинче тискер кайăксене персе тытма мар, пĕр-пĕринпе чупса ăмăртма шутланă. Кӳршĕсем туслăха çирĕплетес, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшас тата уçă сывлăшра канас тĕллевпе биатлон ăмăртăвĕ ирттернĕ. Йĕркелекенĕ – Чăваш Енри патшалăх сунар служби. Мероприятие Елчĕк район прокурорĕ В.Николаев та хутшăннă.
23 çын сунар йĕлтĕрĕпе (12 сантиметр сарлакăшĕнчен кая мар) малтан пĕр çухрăм чупнă, унтан 30 метртан мишене лектерес тесе пенĕ, ун хыççăн тата пĕр çухрăм чупса тухнă. Мишене лектереймесен – биатлонри пекех – штраф. Çĕнтерӳçĕсене хаклă парнесем --така тата бинокль парса чысланă.
Аслисем хыççăн йĕлтĕр йĕрĕ çине ачасем тухнă. Вĕсене те парнесем парса савăнтарнă.
Кун пек ăмăрту пĕрремĕш хут йĕркеленĕ, пурин кăмăлне те кайнипе ăнă йăлана кĕртме шутланă. Малашне уйрăм çынсем çеç мар, командăсемпе те тупăшĕç.
 
: 678, Хаçат: 9 (1307), Категори: Кyршeсем патeнче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: