Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Хĕл ури хуçăлсан тĕрлĕ пахча çимĕç калчи çитĕнтермелли вăхăт çитет. Манăн помидорăн ир пулакан сорчĕсем çинчен пĕлес килет.
З.КИРИЛЛОВА.
Ульяновск хули.
 
Чи ир пулакан сортсенчен пĕри – «Лабрадор». Вăл çӳллĕ ӳссе авăра каймасть, 30-40 сантиметр çеç пулать. Çимĕçĕ 50-60 грамм таять, питĕ тутлă. Пĕчĕк тĕмри помидор тухăçĕ 2 килограма çитет.
Помидор çĕртме (июнь) уйăхĕнче тĕм çинчех хĕрелет. Ăна калчаран мар, тӳрех çĕр çине акса çитĕнтерме пулать. Парникре те ӳстерме май пур.
«Низкорослый сверхранний» - утă (июль) уйăхĕнче тухăç пама пуçлать. Томат 50-60 сантиметр çӳллĕш ӳсет, çимĕçĕ 100 грама çити таять.
«Низкорослый ранний-1» сорт. Кашни тĕм 5 килограма çити тухăç парать.
«Дана» сорт консервлама та, ахаль çиме те юрăхлă. Питĕ ир пулакан сорт.
 
: 651, Хаçат: 9 (1307), Категори: пeлсе тaма

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: