Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă Çĕнтерӳ 70 çул тултарнă тĕле вĕренӳ заведенисенче паттăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Вăрçă ветеранĕ-сем, тылра вăй хунисем тата вăрçă ачисем çамрăк ăрăва вăрçă çулĕсем çинчен, йывăрлăхсемпе терт-нуша курни пирки каласа параççĕ. Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче пурăнакан Петр Константинович Портнов та пĕрре кăна мар тĕл пулнă шкул ачисемпе. Унăн каласа памалли темĕн чухлех.
 
«Эпĕ тăватă класс çеç пĕтернĕ. Малалла вĕренме май пулман. Вăрçă çулĕсене питĕ лайăх астăватăп. Вăл пирĕн ачалăхăмăра туртса илчĕ. Атте колхозра бригадирччĕ. Çемйипех колхоз ĕçне илсе тухатчĕ, ыттисене тĕслĕх пултăр тесе пулĕ ĕнтĕ. Эпир, пĕчĕккисем, ытларах çумлама çӳреттĕмĕр. Колхоза нумайăшне ирĕксĕр кĕртнипе хăшĕ-пĕри ĕçе тухасшăн марччĕ. Финн вăрçи тытăнсан аттене унта илсе кайрĕç. «Ĕнене усрăр, унсăрăн йывăр пулĕ»,- терĕ вăл пирĕнпе сывпуллашнă чух. 1940 çулта чиперех таврăнчĕ. Шăпах çав вăхăталла пирĕн çурт çунса кайрĕ. Ахаль те чухăн пурăнаттăмăр. Кĕл çинче тăрса юлтăмăр. Атте çар тумĕпех çӳретчĕ, ăна та пулин тавăрса пама ыйтрĕç.
1941 çулта (вăрçă пуçланиччен) аттен шăллĕне виçĕ çула тесе çара илсе кайрĕç. Вăл связистчĕ. Ун урлă эпир вăрçă тухас хăрушлăх пурри пирки пĕлтĕмĕр. Чăнах та çак хăрушă вăхăт çитрĕ. Ялти арçынсемпе пĕрле атте те тухса кайрĕ. Вăл таврăнаймарĕ. 1942 çулта Ржевра пуçне хунă. Ăна çавăнтах тăванла вил тăприне пытарнă. 1976 çулта çемйипех кайса куртăмăр. Ку тĕле эпир çăмăл машина туяннăччĕ. Машинана шăнăçайманнисем пуйăспа çитрĕç, - хаш сывласа илчĕ Петр Константинович . -1943 çул уйрăмах асăмра юлчĕ. Ял лашисем вилсе пĕтрĕç. Килти ĕнесене кӳлеттĕмĕр. Ĕне вăл лаша мар çав, хушнă çĕрте тăмасть. Пĕррехинче ĕне кӳлсе кĕлте тиеме кайрăмăр, тытса тăма пилĕк çулхи шăллăма Витьăна лартса кайрăм. Йĕркеллех тиерĕмĕр. Кĕпер тĕлне çитсен пирĕн ĕне çырманалла анчĕ те кайрĕ. Урапа ӳпĕнчĕ. Витьăна аран-аран туртса кăлартăм. Хам та пĕчĕк вĕт-ха... Пӳрте хутса ăшăтма вутă çукчĕ, хĕлле шăнса вилмелле сивĕччĕ. Тем те тӳсрĕмĕр çав...»
Петр Портнова салтака илнĕ чух документ çине 7 класс пĕтернĕ тесе çыраççĕ. Ульяновскри ДОСААФ урлă вăл водителе вĕренет. Районти Каша ачипе Анатолий Солодовниковпа Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Советская Гавань хулине лекет. Унта тинĕс порчĕ тата пысăк тĕрме пулнă. Петр тĕрмере ларакансем валли шыв турттарнă. Тĕрме картишне 22 сехет хыççăн тин – айăплисем çывăрма выртсан – кĕме юранă. 1953 çулта Сталин вилсен ун вырăнне Маленков ларать. Вăл хушнипе пилĕк çула айăпланисене йăлтах кăлараççĕ, ытларах çул панисенне çур срокне чакараççĕ. Çавăн хыççăн унта салтаксем кирлех пулман, хĕрлĕ пакунсем вырăнне хурисемпе ылмаштарса вĕсене виçĕ çула Монголие "Мускав-Пекин" чукун çула тума илсе кайнă. 1953-1955 çулсенче вăл унта тертленет. Пуйăссем чупма тытăнсан 32 водительтен 9-не (вăл шутра ăна та) дальнобойщика вĕрентеççĕ те Монголирен илсе тухаççĕ. Петр Константиновича механик должноçĕнче хăварасшăн пулнă. Вăл килĕшмен.
-Ултă çултан тин киле таврăнтăм. Хутма вутă çук. Навус типĕтсе çунтараççĕ. Питĕ йывăрччĕ пурăнма. Эпĕ шофера вырнаçрăм. Икĕ машинапа тăватă водитель çӳреттĕмĕр. Çĕнни килсен мана кивви çинчех хăварчĕç. Çу вăхăтĕнче эпĕ 1200 ĕç кунĕ тăваттăм, çĕннипе ĕçлекенсем – 700 çеç. Вăрмантан вутă кӳ-реттĕмĕр. Пирĕн районта трахом тытăнсан ялти пульницара унпа кĕрешмелли штаб уçрĕç. Мана тĕп тухтăр чĕнсе илчĕ те йăлт ыйтса пĕлчĕ. 28 çулта, 2-мĕш класлă водитель пулнине пĕлсен ЗИЛ машина çине лартрĕ. Ĕç укçи аванччĕ. Эпĕ çывăхри ялсенчи шкулсене, сельпосене вутă турттартăм. 1972 çулта пульницана хупрĕç. Районтан тĕп тухтăр килчĕ те мана васкавлă пулăшу машини çине ларма сĕнчĕ. Çапла эпĕ 13 çул Пухтелĕнче, 15 – Аслă Нагаткинта ĕçлерĕм. Района ĕçе çӳреме инçе пулни пирки мана Нагаткинти ял хуçалăх техникин автобусĕ çине ларма сĕнчĕç. Унта 1991 çулччен рабочисене турттартăм. 60 çул тултарсан тепĕр тăватă уйăх ĕçлерĕм те пăрахрăм. Вăл тĕле хуçалăх тусрĕ, арканчĕ, -терĕ Петр Константинович. Кайран та алă усса ларман вăл. Ĕнесен çуллахи лагерĕнче хуралта тăнă.
Евдокия Андреевнапа пĕрлешсе вĕсем ултă ача çуратса ӳстернĕ. Пурте сывă. Ачисемпе те, мăнукĕсемпе те (тăваттăн) чăннипех мухтанмалăх пур. Икĕ хĕрĕпе тăватă ывăлĕ çирĕп çемьесемпе пурăнаççĕ. Мăнукĕсем те çемьесем чăмăртанă ĕнтĕ. Володя ывăлĕн ачи Сергей РФ Правительствин хуралĕнче тăрать. Вăл унччен В.Шамановпа А.Лебедь генералсем вĕреннĕ Ржеври çар училищинче вĕренме ĕмĕтленнĕ. Ĕмĕтне пурнăçланă. Пĕлтĕр РФ Правительство пуçлăхĕпе Дмитрий Медведевпа Ульяновска килсе кайнă. Пушă вăхăт тупса аслашшĕпе асламăшне курма йăпăрт Пухтелне кĕрсе тухнă.
Кăçал тепĕр ывăлĕн Çерушăн (вăл кӳршĕре пурăнать) хĕрĕ Наташа ватăсене савăнтарнă. 11-мĕш класра вĕренекенскер облаçри «Сарпике-2015» конкурсра çĕнтернĕ.
Паян Портновсем иккĕшĕ çеç пурăнаççĕ. Вĕсен çумĕнчех Çеруш ывăлĕ çурт туса лартнă. Ашшĕ-амăшĕ патне вăл кунне темиçе хут та пырса каять. Кинĕпе Еленăпа аш-пăш, сĕт-турăх парса пулăшаççĕ.
Петр Константиновичпа Евдокия Андреевна иккĕшĕ те 84 çулпа пыраççĕ ĕнтĕ. Апла пулин те кил-çуртри, пахчари ĕçсене хăйсемех пурнăçласа тăраççĕ. Пушансан черетпе «Канаш» хаçат тытса лараççĕ.
-25 çул çырăнса илетпĕр ĕнтĕ чăваш хаçатне, пĕрре те çырăнмасăр юлман. Хамăр вуласа тухсан ачасене кайса паратпăр. Хаçат килмесен иксĕмĕр те канăçа çухататпăр,- теççĕ пĕр-пĕрин çине çамрăк чухнехи пек ăшшăн йăл кулса пăхса Портновсем.
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 692, Хаçат: 10 (1308), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: