Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Соловьиная роща» ача çурчĕн ачисем Европăри пултарулăх фестивальне хутшăнĕç. Франци çĕршывне «Руслан» Культура çурчĕ çумĕнчи «Калейдоскоп» цирк студийĕн 10 ачи кайĕ.
Пĕтĕм тĕнчери ача-пăчапа яш-керĕмĕн «Париж, я тебя люблю» XXI фестиваль-конкурсĕ «Салют талантов» тăвăм картинче пушăн 25-мĕшĕнче иртет.
- Ку фестиваль-конкурса хутшăнни пирĕн ачасене малашне тата тăрăшарах аталанма вăй-хал, туртăм парĕ. «Соловьиная роща» артисчĕсем ют регионсенчен тата çĕршывсенчен пынă ачасене курса савăнĕç, вĕсен опычĕпе паллашĕç, - палăртнă Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Павел Дегтярь.
Министр çумĕ Екатерина Сморода каланă тăрăх, халăх ушкăнне хутшăнакансен çул-ӳсĕмĕ вăтамран –14-17 çул. Францие вĕсем паян, пушăн 19-мĕшĕнче, тухса кайнă.
 
Тирпей-илем кӳрекен уйăхлăх пуçланать
Акан (апрель) 6-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнче вырăнсене хăтлăх, тирпей кӳрессипе уйăхлăх пуçланать. Ку хушăва Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр алă пусса çирĕ-плетнĕ.
Регионти строительствăпа транспорт тата çурт-йĕрпе коммуналлă комплекс министерствин специалисчĕ-сем пĕлтернĕ тăрăх, уйăхлăхсем акан 6-мĕшĕнчен тытăнса çу (май) уйăхĕн 27-мĕшĕччен тата авăнăн (сентябрь) 7-мĕшĕнчен пуçласа юпан (октябрь) 21-мĕшĕччен пулĕç. Вĕсене санитари нормисемпе килĕшӳллĕн халăх пурăнакан, канакан вырăнсене тирпей-илем кӳрес тĕллевпе йĕркелĕç. Уйăхлăх картинче акан 18 тата 30-мĕшĕсенче (кĕркунне – 2015 çулхи авăнăн 12 тата юпан 3-мĕшĕсенче) облаçри субботниксем иртĕç. Çăвăн 15-мĕшне Ульяновск облаçĕнче пĕр пĕтĕм тасалăхпа йĕркелĕх кунĕ пуласси пирки те пĕлтернĕ. Хăтлăх кӳрессипе çыхăннă мероприятисенче предприятисемпе обществăлла юхăмсен коллективĕсем, вĕренӳ учреждени çыннисем, кăмăл тăвакансем пурте хутшăнĕç.
 
Ял ĕçченне пулăшĕç
Ульяновск облаçĕнче «Пахча çимĕç» сертификатне туянасси пирки калакан 1 пин ытла килĕшӳ тунă. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хушнипе пахча, ял хуçалăх продукцине кӳмелли килĕшӳсем пысăк промышленность предприятийĕ-сен, бюджет организацийĕсен тата облаçри социаллă учрежденисен ĕç коллективĕсенче пурнăçа кĕрĕç. Облаçри ял хуçалăх ярмăрккисенче те ку килĕшӳсене тума май пулĕ.
- Пахча çимĕçне сертификатсем тăрăх кӳмелли килĕшӳсем туса çыннăн паха ял хуçалăх продукцине йӳнĕ хакпа туянма май пур. Çав вăхăтрах хресчен ĕççи вăхăчĕ çитичченех хăй ӳстернĕ çимĕçе туянакан шанчăклă çын е предприяти пуррине пĕлсе тăрĕ. Ку ют çĕршывсенчен килекен апат-çимĕç шутне чакаракан тата пахча çимĕç отрасльне аталанма пулăшакан чи аван мелсенчен пĕри пулĕ, - тенĕ ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕсен министрĕ Александр Чепухин.
 
Халăха – налук пулăшăвĕ
Инзăра пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче налук ыйтăвĕсене татса памалли уйăхлăх тытăннă. Кунта муниципаллă бюджета хывакан налук укçи планпа палăртнинчен ытларах пухăнни паллă. Вĕсенчен çурри ытла – уйрăм çынсен тупăшĕнчен килекен налук укçи. Транспорт, çĕр тата пурлăх налукĕсемпе çыхăннă çĕрте вара йывăрлăхсемсĕр мар.
Халăха налук пулăшăвĕ парассипе йĕркеленĕ тăвăм регионта виççĕмĕш хут иртет. Ку мероприятисен пуçаруçи Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр. Малтанласа вĕсем эрне хушши çеç пынă. Кайран вăхăтне те, çав хушăра тăвакан ĕçсен тĕллевĕсене те анлăлатнă. Хатĕрлев ĕçĕсемпе облаçри финанс министерстви аппаланать.
 
: 764, Хаçат: 10 (1308), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: