Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вĕренӳ тытăмĕнче ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулсенче пĕр-икĕ арçын вĕрентӳçĕрен ытла çук та пулĕ. Акă Чăнлă районĕнчи Пухтел шкулĕнче те лару-тăру çавăн пекрех. 2013 çулхи вĕренӳ çулĕнче шкула çĕнĕ физкультура учителĕ Владислав Юрьевич Труков килни ĕç ушкăнĕшĕн чăн тупăм пулнă.
Физкультура урокĕсемсĕр пуçне вăл ОБЖ тата музыка предмечĕсене илсе пырать.
Физкультурăпа ОБЖ – унăн специальноçĕ тейĕпĕр-ха. Вăл Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн физкультура факультетне пĕтернĕ. «Музыка предметне вара ăнлансах илсе пырать-и çамрăк вĕрентекен/» – кăсăкланма пултарать вулакан. Çапла. Баян каласси уншăн – чун канăçĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенчех вăл Ульяновскри ачасен 3-мĕш ӳнер шкулĕнчи баян класне пĕтернĕ. Виçĕ çул хушшинче çак музыка инструментне алла илнĕ. Халĕ те унпа туслă. Шкулта ĕçленисĕр пуçне вăл ялти çĕнĕ чиркӳри вырсарни шкулĕнче музыка урокне илсе пырать.
Владислав Юрьевич – хула ачи. Вăл 1990 çулта Ульяновскра çуралнă, 24-мĕш шкулта вĕреннĕ. Çуллахи каникул тытăнсанах Пухтелне васканă. Кунта ашшĕпе амăшĕн тăван çĕршывĕ-çке-ха... Çавăнпа та ку ял уншăн питĕ хаклă. «Мана Пухтел ялĕ çитĕнтерчĕ, ĕçе вĕрентрĕ»,- терĕ вăл юратнă ялне мухтаса. Асламăшĕн çурчĕ халĕ те чиперех ларать. Халĕ вăл унта юсав ĕçĕсем тума тытăннă. Йĕркене кĕртсен йăх-тымарăн йăвине куçасшăн. Вĕрентӳçĕ хальлĕхе тăванĕ патĕнче пурăнать.
-Физкультура учителĕ е тренер пуласси—ача чухнех çуралнă чи пысăк ĕмĕтчĕ ман. Хама ун валли туптарăм темелле. Йĕлтĕрпе чупрăм. Университета кĕрсен те йĕлтĕр çине пусăм ытларах турăм. Йĕлтĕр спорчĕн кафедринче «Развитие педагогических условий в школе для лыжников-гонщиков» темăпа диплом çыртăм,«5» паллăлăх хӳтĕлерĕм. Практика кунта иртрĕм. Ачасемпе ĕçлеме питĕ кăмăла кайрĕ. Ачасем итлеççĕ, урок йĕркине пăсакансем çук. Çакă мана тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ. Хулара шкулсенче йĕрке тĕлĕшĕнчен лару-тăру начартарах. Тăваттăмĕш курсра вĕреннĕ çулсенчех ĕçлеме пуçланăччĕ кунта. Çавăнпа диплом илсен Пухтелнех таврăнтăм,- кăмăллăн кулса калаçать вĕрентӳçĕ. – Эпĕ хамшăн çапла пĕтĕмлетӳ турăм: начар ачасем çук, айăпĕ йăлтах педагогăн ăсталăхĕнче.
-Ялта кичем мар-и/ -тесе ыйтсан вăл çапла хуравларĕ:
-Кичем ларма вăхăт çук. Шкул пурнăçĕ питĕ интереслĕ. Кунта тĕрлĕ мероприятисем, ăмăртусем йĕркелсе ирттеретпĕр. Канмалли кунсенче е пушă вăхăт тупăнсан хамăн машинапа хулана анне патне васкатăп. Пĕр сăмахпа – пурнăç вĕресе тăрать.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 713, Хаçат: 10 (1308), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: