Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕçĕн Нагаткин ял администраторĕ Анатолий Кебе пуринпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, кашнин нушине вĕçне çитиччен тимлет.
Ял тăрăхĕнче Анатолий Петрович çĕнĕ çын мар. Вăл, Кивĕ Улхаш ялĕнче çуралнăскер, Кĕçĕн Нагаткинта 1986 çултанпа пурăнать. Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухнă, Чăнлă районĕн комсомол райкомĕн инструкторĕнче (1977-1979), «Рассвет» колхозăн 3-мĕш уйрăмĕн управляющийĕнче (1979-1985), Кĕçĕн Нагаткин ял совечĕн председателĕнче (1985-1989) вăй хунă.
- Хутлăхра паян пĕтĕмĕшле 890 çын пурăнать (танлаштарма: вунă çул каялла халăх шучĕ 1150 пулнă), - терĕ Анатолий Петрович. - Вăрçă ачисем вăтăр саккăрăн. Çĕнĕ Вольăран нушапа вăрçă ачи Анастасия Бруслина килнĕччĕ. Икĕ çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Тайăлнă çуртне юсаттарасшăн пулнине пĕлтерчĕ кинеми. Курăмлă пулăшу патăмăр. Анастасия Тимофеевна савăнчĕ. Орловкăра 11 ача амăшĕ – 91 çулхи Прасковья Павловна Пузова пурăнать. Вун пĕр тĕпренчĕкĕ те çемйисемпе тăван ялĕнче. Нумай ачаллă çемьесене май килнĕ таран пулăшу пама тăрăшатпăр. Вĕсен хушшинче тăхăр ачаллисем те, тăватă-пилĕк ачаллисем те пур. Çĕнĕ Вольăра тăлăх ачасене опекăна илнĕ питĕ аван, туслă çемьесене тимлесе тăратпăр. Ачисем Кĕçĕн Нагаткинти вăтам шкулта вĕренеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан çурт пурри – питĕ лайăх. Шкултан вĕренсе тухакан яш-керĕмрен çурри ытла аслă шкулсене кĕрет. Кунта «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕ, фермерсен хуçалăхĕсем çулран çул ӳсĕмсем тăваççĕ, тĕш-тырă, пахча çимĕç ӳстереççĕ. Патшалăхшăн çеç мар, ял-йышшăн та ыррине нумай тăваççĕ вĕсем. Ватăсен кунĕ-нче чысласа паракан апат-çимĕç пуххине фермерсем туянса параççĕ. Ытти уявсене ирттерме те пулăшаççĕ. Çĕнĕ Вольăра Вячеслав Салюкинпа Евгений Сяпуков, Орловкăра – Павел Узиков, Кĕçĕн Нагаткинта Юрий Мерлушкин йĕрке тăваççĕ. Чăнлă районĕнчи чи пысăк, экономика тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă фермер хуçалăхĕсем пурри ял тăрăхĕшĕн хăй пысăк пулăшу. Социаллă ыйтусене пĕрле татса пама тăрăшатпăр. Урамсене юртан тасатассине те хăйсем çине илме тăрăшаççĕ ертӳçĕ-сем. Техникине хĕрхенмеççĕ. Куллен шăнкăравласа интересленеççĕ.
Тăрăхра кашнин валли ĕç пур. Ĕç биржи урлă ĕçлекенсем ялта ĕлĕкрех нумайрах пулнă пулсан кăçал -- иккĕн çеç.
- Пĕлтĕр çулла ялти клуб хыçĕнче Халăх паркне турăмăр. Ялти ветерансемпе шкул ачисем, ял специалисчĕсем облаçри «Хăвăн йывăçна ӳстер» тăвăм картинче пурĕ 87 йывăç лартрĕç. Кĕçĕн Нагаткинти пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Федор Сяпуков ятне хăйĕн йывăçне – сенкер чăрăш – лартрĕ. Вĕренекенсем ешĕл хунавсене шăварса тăчĕç,- сăмаха малалла тăсрĕ Анатолий Петрович.- Халĕ Аслă Çĕнтерӳ кунне ирттерме хатĕрленетпĕр. Администрацири ветерансен канашĕн председателĕ Владимир Сяпуковпа çывăх вăхăтра тумалли ĕçсене сӳтсе яврăмăр. Аслă вăрçă чарăннăранпа 70 çул çитнĕ уява чыслăн палăртасчĕ, тылпа вăрçă ветеранĕ-сене, вăрçă ачисене тивĕçлипе чысласчĕ.
Чăнлă районĕ.
 
: 726, Хаçат: 10 (1308), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: