Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕ ни урапа, ни çуна юратмасть.
Юпа уйăхĕн хӳри юплĕ: çумăр çине юр.
Юпа уйăхĕнче аслати авăтсан хĕл юрсăр пулать.
Юпа картара тусан çу типĕ пулать.
Юман çулçи юпара тăкăнса пĕтсен çул çăмăл пулать, хĕл ăшă тăрать.
Юпа уйăхĕ тунă чух тăрнасем кайсан Пукравччен сивĕтет.
Юпа уйăхĕнче çум курăкĕ ашкăрса кайсан хĕлле юр хулăн пулать.
Юпа уйăхĕ кăнтăр çилĕпе килсен ыраш лайăх пулать.
Юпа уйăхĕ тунă чух кун мĕнле пулать, çанталăк тăватă кун çапла пулать.
Юпан малалла тăхри хĕле кĕрет.
Юпа уйăхĕ тулнă чух хура çĕр улаланать.
Юпа уйăхĕ тусан хĕрĕх кунран çуна çулĕ ларать.
Чие çулçи тăкăнса пĕтнĕ пулсан юпа уйăхĕнчи юр урăх каймасть.
Юпа уйăхĕ катăлнă чух йĕпе çĕр çине выртнă юр та урăх каймасть, хĕл ларать.
Пакша Пукрава тасалса çитсен хĕл лайăх пулать.
Юпа уйăхĕ тулса çитнĕ çĕре Пукрав çитет.
Пукравра хăш енчен çил вĕрет – хĕлле çав енчен çил вăйлă пулать.
Юпа уйăхĕ катăлма пуçласан кăмпа тухма пăрахать.
Юпа уйăхĕнче кăнтăрла çунă юр каять, çĕрле çунă юр каймасть.
 
: 1004, Хаçат: 39 (1131), Категори: Çанталăка сăнаса пыни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: