Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тахçан район центрĕ пулнă пысăк Пухтел ялĕнче икĕ ĕмĕр каяллах чиркӳ пулнă. Анчах совет саманинче ăна ишнĕ. Вырăнĕ те юлман. Ĕненекенсем пурпĕр чиркӳрен сивĕнмен. Ялти хĕрĕх çын уявсенче кĕлĕ çуртне пухăнса Турра мухтанă. (Сăмах май, çак 40 çыннăн ятне халĕ кашни кĕлĕре асăнаççĕ.) Çĕнетӳпе демократи тапхăрĕсем çынна каялла тĕн енне çаврăнсан пухтелсем те хăйсен ялĕнче тахçан чиркӳ пулнине аса илнĕ. Хăйсен ялĕнче Турă çуртне çĕнĕрен çĕклеме ĕмĕтленнĕ. Иртнĕ çул ял çыннисен ĕмĕтленсе пурăнни пурнăçланма тытăннă.
Кун пирки чиркӳре йĕркелӳ ĕçĕсене илсе пыракан Зинаида Яковлевна Арланова çапла каласа парать:
- Пухтелне кӳршĕ ялтан Сергий атте (Ижуков) пачăшкă килсе халăхпа чиркӳ тăвас ыйтăва сӳ-тсе яврĕ. Кун хыççăн вăл çурта лартмалли вырăнта кĕлтурĕ, ăна пиллерĕ, ял çыннисене тĕп никĕсе чавма тытăнса мĕн вĕçне çитичченех ĕçе тĕрĕс-тĕкел, ывăнмасăр, таса чĕрепе пурнăçлама сунчĕ. Эпир хамăр тата кӳршĕ ялсем тăрăх çӳресе укçа пухма тытăнтăмăр. Анат Тимĕрçене, Кивĕ Улхаша, Орловкăна, Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырмипе Çĕнĕ Йĕлмелне çитрĕмĕр. Пухтелĕ-нчи пĕр çемье те укçа памасăр юлмарĕ. Çапла вара апрелĕн 8-мĕшĕнче 11 сехетре чиркӳ лартас ĕç тапранчĕ. Малтан никĕс чавма пуçларĕç. Ырă ĕçе ялта нумай çын хутшăнчĕ. Ман вĕсен хушамачĕсене каласа хăварас килет: В.Пешне, Г.Эльмуков, А.Карсаков, П.Тры, Н.Чатта, Н.Сулагаев, Н.Михеев, Н.Мускин, В.Сультеев, А.Арланов, З.Хамбикова, В.Михеева, В.Пидиксеева, О.Пидиксеева. Ĕçлекенсене Е.Мулянова тутлă апат пĕçерсе çитерсе тăчĕ. Н. Мердеева мăшăрĕпе тата тăванĕсемпе килĕ-шсе ашшĕ-амăшĕн чиркĕве хирĕç пушă ларакан çуртне трапезнăй йĕркелеме пачĕç. Пĕтĕм ĕç ăнса пыма пуçларĕ. Ялти пĕр çын та ырă ĕçрен айккинче юлмарĕ. Хĕрарăмсем, шкулта вĕрентекенсем, шкул ачисем, трактористсемпе шоферсем пулăшу аллине тăсрĕç. Сăваплă ĕçе кам укçапа, кам ăспа, кам ĕçпе хутшăнчĕ. Н.П.Сербуков, Л.Л.Пидиксеева тата Сергий атте ĕç валли мĕн кирлипе тивĕçтерсех тăчĕç. Уйрăм сăмах Н.П.Сербуков пирки калас килет. Çак çын пулман пулсан чиркӳ çапла хăвăрт çĕкленмен пулĕ-ччĕ. Вăл çĕрне-кунне пĕлмесĕр чиркӳшĕн тăрăшрĕ, çак ĕçе чунне пачĕ: материалсем шырарĕ, турттарса килчĕ. Чиркӳ ĕçне спонсорсене явăçтарассипе те пайтах вăй хучĕ.
Çапла ялта Хусан Турă Амăшĕн Сăнĕ ячĕллĕ чиркӳ çĕкленсе ларчĕ. Ĕçе хăвăртлатма тымарĕсем Пухтел ялĕнчен тухнă, халĕ хулара пурăнакан А.Е.Елюкин усламçă самай пулăшрĕ. Вăл укçа-тенкĕ панипех ăшă та кĕртрĕмĕр, халĕ иконостас туса парать.
Ырă ĕçе хутшăннă çынсен хушамачĕсене татах калас килет. Вĕсем çаксем: А.Сультеев, А.Калягин, Ю.Шубин, Г.Шубин, Г.Салюкин, В.Шуреков, В.Алля, А.Ледюков, А.Едифанов, А.Шубин, А.Сафуков, Н.Ширтанов, Н.Мускин, С.Юманова, А.Паймушкин, Н.Ваштахов, И.Шигирданов, В.Някин, А.Юманов, Ю.Форменов, Ю.Форменов, В.Лаптев, Г.Мультюков, Л.Мультюкова, О.Буяндукова, М.Козлов, Д.Лебедев, К.Буяндукова, В.Степанов, А.Портнов, С.Тарасов тата ыттисем те. Халĕ турăшсем туянма укçа пуçтаратпăр. Тайма пуç пурне те, Турă сывлăх тата умăрти тĕллевĕрсене пурнăçлама ăнăçу патăр.
Пухтелĕнчи пĕр вăхăтра 120-150 çын кĕлтума пултаракан илемлĕ чиркӳ халĕ пилленĕ вырăнĕнче ларать, шалтан вăл çутă та илемлĕ, ăшă. Унта кашни кун кĕлĕ пырать. Анчах ĕçсем вĕçленнĕ теме çук-ха: çурта çиелтен йĕри-тавра хăмапа çапса тухмалла, йĕри-тавра карта тытмалла, чансем туянмалла тата – документсем хатĕ-рлемелле. Çавăнпа та пухтелсем ырă чĕреллĕ, укçа-тенкĕллĕ çынсене сăваплă ĕçе хутшăнма чĕнеççĕ. Пулăшма пултаракансене кунта яланах хапăл.
Ырă ĕç ырăпа таврăнать теççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 756, Хаçат: 10 (1308), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: