Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мария Ямщикова чăваш ачисен «Путене» фестивалĕн çутă çăлтăрĕ, «пирĕн пĕчĕк Уляндина»
Маша Чукун çул районĕнчи 46-мĕш вăтам шкулта 4-мĕш «в» класра ăс пухать. Вĕренӳре те, обществăлла ĕçсенче те хастар вăл. Шкулта аван паллăсемпе ĕлкĕрсе пырать. Уроксем хыççăн хулари тăваттăмĕш ача-пăча пултарулăхĕн центрне музыка пĕлĕвне туптама çӳрет, пысăк ӳсĕмсем тăвакан «Калинушка» фольклор ушкăнĕнче (ертӳçи – Оксана Фадеева) юрлать.
Пултаруллă хĕрачан ашшĕпе амăшĕ, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен ял çыннисем, пепкине пĕчĕкрен чăвашла вĕрентнĕ. Мария Ямщикова хулара пурăнать пулин те шăкăртатса чăвашла пуплет, чăвашла илемлĕ юрласа тĕлĕнтерет. Амăшĕ, Наталья Анатольевна, тăрăшнипе Маша çичĕ çулта чăваш юррисене вĕренме пуçланă. Уйăхне пĕрре-иккĕ Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкул çумĕнчи чăваш культура центрне Екатерина Воробьева (Лашманова) вĕрентӳçĕ патне вокал урокĕсене илме çӳрет çемье.
Шăпчăк сассиллĕ, хĕвел куллиллĕ чăваш ачи тăватă хутчен «Путене» юрă фестивальне хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Пĕлтĕр «Чăваш ачи, сассуна пар» ăмăрту йĕркелӳçисем вунă çулхи хĕрачана çул-ӳсĕмĕпе аслăрах тусĕсене сцена çинчен юрласа саламлама чĕннĕ. Пурне те питĕ килĕшнĕрен, килентернĕрен куракансен парнине тивĕçнĕ Маша.
– Маша килте те, шкулта та шав юрлать, - терĕ Наталья Анатольевна. - Вăл питĕ ырă, пултаруллă ача. Шкулта та унтан ăшă, çутă пырать теççĕ вĕрентекенпе тантăшĕсем. «Калинушка» ушкăн Саранскра иртнĕ халăх юррисен фестивалĕнчен иккĕмĕш степеньлĕ дипломпа таврăнчĕ. Пĕлтĕрхи «Путене» умĕн Маша валли Шупашкарта чăваш кĕпи туянса хаклă парне турăмăр ашшĕпе. Вăл тата çунатланчĕ. Винновка ращинче иртнĕ Çăварнире Августа Уляндина репертуарĕнчи юрăпа куракансене савăнтарчĕ.
 
: 435, Хаçат: 10 (1308), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: