Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕнлерех хаклă, мухтавлă, чаплă, нихçан асран кайми сăмах вăл – анне. Анне çинче тĕнче тытăнса тăрать. Вăл пулмасан эпир те çуралман пулăттăмăр. Аннешĕн эпир ĕмĕрĕпех ача шутĕнче. Вăл пирĕншĕн мĕн куçне хупиччен тăрăшать. Ман анне вилни 45 çул çитрĕ ĕнтĕ. Анчах унăн сăнарĕ халĕ те куç умĕнчех.
Эпĕ 1940 çулта çуралнă. Вăрçă çулĕсенче пире выçăпа вĕлерес мар тесе анне хăй çимесĕр юлашки татăкне панă.
Вăл каласа панă тăрăх, çав çулсенче хĕлсем питĕ сивĕ тăнă, кайăксем вĕçсе пынă çĕртех çĕре ӳксе вилнĕ. Вĕсен те çимелли пулман ĕнтĕ. Çие тăхăнмалли те çукчĕ вĕт... Пĕрмай ĕçленĕ. Пирĕн чаппан пурччĕ. Ăна çăм арласа, тĕртсе, мунчара килĕре вĕри шывпа тӳсе сукна тунă. Çавăнтан чаппан çĕленĕ. Вăл йывăрччĕ. Унпа анне тырă аллама çӳретчĕ. Али йывăр пулнипе ăна кĕлетĕн мачча каштинчен çакатчĕ. Али пысăк, чаппан йывăр, хырăмĕ выçă... Çав алана кунĕпе силленĕ. Мĕнле тӳснĕ-ши мĕскĕн/ Мĕнле сывă юлнă-ши/ Пирĕншĕн тăрăшнă ĕнтĕ, вăрçăрисене пулăшмалла пулнă. Вăрçă пĕтсен икĕ енчен икĕ алăпа çавăртмалли ала килчĕ. Веялка тетчĕç ăна. Тыррине çиелтен витрепе яратчĕç. Çакă чăн çăмăллăх пулнă вара. Анне пире те илсе каятчĕ. Тыррине вăрттăн, çын курман вăхăтра чăмласа выçă хырăма лăплантараттăмăр. Тырă çиет тесе элеклесрен те хăранă ун чух. Сутăнчăксем пулнă вăл вăхăтра.
Хулăн сукнаран ачасем валли чăлха çĕленĕ, арçынсем валли тăла тунă. Эпир çăпата сырса çӳреттĕмĕр. Атте çуркунне салтакран таврăнсан çăпата тĕпне такан çапса пачĕ. Чăлха çийĕн çăпата сырса эпĕ çичĕ класс пĕтертĕм. Кайран калуш тăхăнма тытăнтăмăр.
Вăрçă пĕтсен те çăмăл марччĕ. Налук нумай тӳлемеллеччĕ. Ĕне пулсан та пĕр кашăк сĕт çиейместĕмĕр. Сĕтне патшалăха леçсе паратчĕç, каç кӳлĕм виçĕ литр кĕрекен бидонпа обратне илсе килсе çинине лайăх астăватăп. Пĕр тирĕк çăнăх пур тăк çын пуян пулнă. Курăк çулçисенчен яшка пĕçернĕ, çăнăх лăкаса çăратнă та çинĕ. Çулла вара эпир, ачасем, çырма хĕрринчи ут кăшкар тата хур туни кĕпçисемпе тăранса пурăннă. Кĕпçине çинĕ, çулçинчен яшка пĕçернĕ. Хальхи вăхăтра хирте пĕр çимелли курăк та çук. Ăçта кайса çухалчĕç вĕсем/
Анне пире сăпкана хурса юрла-юрла сиктернĕ. Сăпка тенĕрен, вăрçă çулĕсенче ача айне сарма пусма та çукчĕ. Манăн шăллăм 1946 çулта çуралчĕ. Сăпка тĕпне анне улăм саратчĕ. Ăна кантăр çиппинчен тĕртнĕ пусмаран çĕленĕ хĕрарăм кĕпипе чĕркетчĕ, çаннисене çавăрса çыхатчĕ. Шăллăм айне ярсан йăлтах урайне юхса тухатчĕ.
Колхозра витесем пулманнипе сурăхсене килĕрен салататчĕç. Вĕсем валли йĕтем çинчен кунсерен улăм турттарса килеттĕмĕр. Хĕл сивĕ пулнипе сурăхсене пӳртре усранă. Сурăхсемпе пĕрле эпир те урайĕнче çывăрнă. Улăмĕпе ирхине кăмака хутатчĕç. Ĕнене те пӳрте илсе кĕрсе сăватчĕç. Пăрăвĕ кăмака хыçĕнче тăратчĕ. Эпир çавăн пек пурăннă тесен халĕ ĕненесшĕн мар. Никам та ан куртăр вăл нушана. Вăрçă таврашĕнчен Турă сыхлатăр. Халĕ пурнăç аван. Çуртсем хăтлă, чаплă. Çемьесенче икшер машина. Çапах та начар пурăнатпăр теççĕ. Эпир-вăрçă ачисем-çакна йăлтах чăтса ирттернĕ, çавăнпа пире Турă сывлăх панă пуль. Тата пурăнасчĕ-ха.
 
Ульяновск районĕ,
Теччĕ ялĕ.
 
: 448, Хаçат: 10 (1308), Категори: Cырусем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: