Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"ЭРЕВЕТ"
 
Эреветлĕн юрă шăрататпăр
Эртелпе каçхи вăййа тухсан.
Таврана ачашшăн вăрататпăр -
Кам ăмсанмĕ халь пире курсан.
 
"Эревет", "Эревет"!
Пĕтĕм Чĕмпĕр Ен кĕрлет.
"Эревет", "Эревет"
Ятлă пирĕн сумлă рет.
 
Тумсем капăр – пăхса ытараймăн,
Халăх тĕррисем-эрешĕсем.
Ретĕн килĕшӳллĕн шăрçаланнă
Хирти чечек евĕрлĕ вĕсем.
 
Пире хапăллаççĕ, йыхравлаççĕ,
Чĕмпĕр Ен элчи вăл "Эревет".
Савăк юрăсемшĕн тав тăваççĕ -
Çакă мар-и пысăк чыс, тивлет!
 
ТĂВАН КИЛ
 
Тĕлĕкре те куç умне тухаççĕ
Юмахри пек тăван вырăнсем.
Улăхра хĕрсе утă çулаççĕ
Юрласа хĕрсем, яш каччăсем.
 
Вĕрет çурхи çил.
Кĕтет тăван кил.
Ял-йышăм, пускил,
Мана кĕтсе ил.
 
Укăлча умне аннеçĕм тухнă,
Ир-ирех кĕтет ачисене.
Чи юратнă тутăрне вăл çыхнă -
Чунне пама хатĕр вĕсене.
 
Иртнĕ пурнăç чăнлăхра тĕрленнĕ,
Кил ăшши нихçан та иксĕлмест.
Анне пилĕ чунсене иленнĕ,
Тек ăна никам пистереймест.
 
ЛАНТĂШ
 
Çурхи кун çӳл тӳпинче
Тĕнчене хĕвел хĕртет.
Юратсан – хитре тĕнче,
Юратсан - пурнас килет.
 
Шур чечекĕм лантăш -
Çуркунне палли.
Шур чечекĕм лантăш,
Савни, сан валли.
 
Уçланкăри шурă лантăш,
Илемли çук тĕнчере.
Чечек мар вăл – манăн тантăш,
Юратма хистет чĕре.
 
Шурă лантăш пĕрлештерчĕ,
Евчи пулчĕ çуркунне.
Мĕнешкел юрату терчĕ
Пулчĕ пирĕншĕн парне.
 
ЧУН ТУРТАТЬ
 
Чун туртать мана яла
Çывăх çын кĕтнипе.
Шухăшлатăп ялан
Тĕл пулма савнипе.
 
Вартине калама
Çаврăнмасть ман чĕлхем.
Май памарĕ чарма
Чĕрери çут хĕлхем.
 
Кĕрхи çумăр йĕрет
Туйăма хускатса.
Шăпам çулĕ йĕрлет
Мана çул кăтартса.
 
Укăлча хапхине
Уçса ятăм пĕр ир.
Санпала халь тинех
Тĕл пулатпăр эпир.
 
ЧĂПАР КУККУК
 
Куккук, тен, сассу сан çĕтрĕ.
Эс пăрахрăн авăтма.
Çӳрçĕр çилĕ тухса ĕнтрĕ,
Тен, чарать вăл шутлама.
Çӳрçĕр çилĕ тухса ĕнтрĕ,
Тен, чарать вăл шутлама.
Тен, чарать вăл шутлама.
 
Тен, эс ху та ывăнатăн
Шутлама кун-çулăма.
Тен, чăнах та вăтанатăн
Пĕлтермешкĕн шăпама.
Тен, чăнах та, вăтанатăн
Пĕлтермешкĕн шăпама.
Пĕлтермешкĕн шăпама.
 
Çăмăл мар этем кун-çулĕ,
Самани те тикĕс мар.
Çавăнпа тăхтатăн пулĕ
Мана тӳррĕн калама/
Çавăнпа тăхтатăн пулĕ
Мана тӳррĕн калама/
Мана тӳррĕн калама...
 
Ан хăра, чăпар куккукăм,
Ан пытар эс тӳррине.
Пулса юл эс манăн тусăм
Пĕлтерсе пулассине.
Пулса юл эс манăн тусăм,
Пĕлтерсе пулассине.
Пĕлтерсе пулассине.
 
ÇАМРĂК ЧУХ
 
Таврана вăратса
Сар хĕвел хăпарать.
Савнине ăсатса
Каччă тин таврăнать.
 
Çамрăк чух эпир шух
Чечекре чун-чĕре.
Çавăнпа çамрăк чух
Кун-и, çĕр-и - пĕрех!
 
Телее эс кĕтен –
Ывăнни палăрмасть.
Çавăнпа яш этем
Вăхăта парăнмасть.
 
Тепĕр кун та ирччен
Каччă саврĕ хĕре.
Сар хĕвел тухиччен
Тапăртатрĕ чĕре.
 
ЮНАШАРАХ, АНЧАХ ПĔЧЧЕН...
 
Кӳршĕре çӳренĕ майăн
Ир вăранчĕç туйăмсем.
Упранса çеç юлаймарĕç,
Хăвăрт сирĕлчĕç вĕсем.
 
Юхан шыв çыранĕсем
Пулса юлтăмăр ирччен.
Кам шутланă: кил-çуртсем
Юнашар, чунсем пĕччен.
 
Юхан шыв юхать ир-каçăн
Каялла мар, малалла.
Куç умне тухать çеç каçă
Ас илсен тăван яла.
 
Пирĕн тĕлпулу сăмсахĕ
Хупланайрĕ юшкăнпа.
Çула пӳлчĕ çын сăмахĕ,
Халь пĕччен эп çавăнпа.
 
ЧĔМПĔР ЕН
 
Тăванла кĕтсе илетĕн
Атăл хĕррине тухса.
Ал парса ырлăх пиллетĕн
Туслăх кăшăлĕ çыхса.
 
Тăван енĕм – Чĕмпĕр Ен,
Илемӳпе илĕртен.
Тăван енĕм – Чĕмпĕр Ен,
Чĕрере эс ĕмĕртен.
 
Хумханать мăнаçлăн Атăл,
Чĕмпĕр – ун ытамĕнче.
Тăван тăрăхăм, ан ватăл,
Санпа мухтанать тĕнче.
 
Эс ӳсетĕн, тĕлĕнетпĕр,
Çыннусем хастар, ĕçчен.
Çĕнĕ юрă кĕвĕлетпĕр,
Чĕмпĕр Енĕм, сан çинчен.
 
ШĂПА
 
Тикĕс мар этем кун-çулĕ,
Сарлака теç ун сакки.
Кам пĕлет тата мĕн пулĕ/
Пурнăç, калăн, шыв сикки.
 
Шăпа пурнăçри тĕп никĕс,
Пĕлме çук ун мехелне.
Мĕншĕн-ши шăпа пĕр тикĕс
Валеçмест хăй телейне/
 
Кимĕпе ишеп пĕчченçĕ,
Çаврăнатăп авăрта.
Ман телейĕм - çутă ĕнчĕ –
Ун уççи те хамăрта.
 
Эс çапах та манăн шанăç,
Кĕсмен пар ишсе тухма.
Парнеле, шăпаçăм, канăç,
Çитет пуль мана ухма.
 
САЛТАК ÇЫРНĂ ÇЫРУСЕМ
 
Салтак ячĕ тухрĕ санăн,
Кайрăн питĕ инçете.
Хĕсмет пурнăçне ăнтарăн -
Тивĕç пулăн тивлете.
 
Салтак çырнă çырусем –
Юрату хыпарĕсем.
Салтак çырнă çырусем –
Мăшăр пурнăç евчисем.
 
Хыпарсем килсех тăраççĕ
Аякри тăван ялтан.
Çирĕп шанчăк çуратаççĕ –
Саламлаççĕ кăмăлтан.
 
Кĕтсе илĕп сана, тусăм,
Укăлча умне тухса.
Курса тăрĕ ирхи шуçăм,
Сăнĕç пĕлĕтсем юхса.
 
АТТЕ – АННЕ
 
Чĕресенче пурнать кичемлĕх,
Чечек те çук пек улăхра.
Атте-аннесĕр çук илемлĕх -
Çакна туйман ачалăхра.
 
Вăранатпăр шуçăмпа.
Савăнатпăр пурнăçпа.
Тав тăватпăр аттене,
Пуç таятпăр аннене.
 
Ура çине ĕне пуссассăн
Атте-анне аса килет.
Сывлатпăр тунсăхлăн та ассăн,
Тăван ял тыткăна илет.
 
Атте-анне, пире каçарăр,
Тен, кӳрентернĕ, ăнланман.
Эсир чун панă хĕрĕр, арăр
Сире асра тытма манман.
 
ЫТАЛА МАНА
 
Сивĕ çилĕ вĕрчĕ, вĕрчĕ,
Вĕрчĕ сивĕ çурçĕртен.
Кĕç мана юрату терчĕ
Ӳсĕртрĕ кĕтмен çĕртен.
 
Ытала мана, савнийĕм,
Хыттăн, хыттăн ытала.
Ман çунатлă пирĕштийĕм,
Ан вĕçерт çемçе алла.
 
Ылтăн çулçă вĕçрĕ, вĕçрĕ,
Лĕпĕш евĕр çаврăнса.
Кĕрхи çанталăк кĕвĕçрĕ
Юратăва ăмсанса.
 
Çак куна мĕн чухлĕ кĕтрĕм,
Эсĕ манăн, манăн пул.
Виçĕ хыр хушшинче çĕтрĕм,
Шыраса сан патна çул.
 
ПИÇНĔ ТĂВАН ТĂВАРПА
 
Урхамахĕ хыт чупать
Тăван кĕтнине пула.
Юртнă май пуçне ухать
Кĕскетсе вăрăм çула.
 
Тăван пиçнĕ тăварпа,
Тăван пиçнĕ кăварпа.
Нихçан ан пĕттĕр тăвар,
Нихçан ан сӳнтĕр кăвар!
 
Хăнасем пуçтарăннă,
Кĕрекемĕр – туп-тулли!
Хуçасен сăри ăннă,
Янăрать юрри-кулли.
 
Уйрăлма вăхăт çитсен
Кăларса ярас килмест.
Пĕрле пăт тăвар çисен
Тăван пулнă, пур, вилмест!
 
Кăрлач, 2015 çул.
 
: 423, Хаçат: 10 (1308), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: