Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăвви Ю.Сементерĕн, кĕвви Н.Карлинăн.
 
Мускавра кĕрлерĕ Çĕнтерӳ салючĕ,
Шуçăм пек çĕкленчĕç ылтăн чечексем.
Çĕнтерӳ салючĕ асăнмалăх юлчĕ,
Çĕнтерӳçĕ пулчĕç пирĕн аттесем.
 
Хушса юрламалли:
 
Тӳпере çăлтăрсем,
Çĕнтерӳ çутисем.
Улăхри чечексем пек
Илемлĕ вĕсем.
Тав сире, аттесем,
Тав сире, аннесем,
Эпир сирĕн
Çĕнтерӳ ачисем.
 
Юнлă вăрçă çулĕ йывăр та тумхахлă,
Пурпĕрех сӳнмерĕ чĕрери хĕлхем.
Пирĕншĕн Россия калама çук хаклă,
Паян кун эпир те çĕнтерӳçĕсем.
 
Хушса юрламалли.
 
Хум çапать хум хыççăн, çул иртет çул хыççăн,
Çĕнтерӳ мухтавĕ яланах асра.
Мăнуксем халь юрă янратаççĕ уççăн,
Çĕнтерӳ ялавĕ çирĕп алăра.
 
Хушса юрламалли.
 
: 687, Хаçат: 10 (1308), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: