Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче ял хуçалăх ĕçченĕ-сем çураки ĕçĕсене пуçăннă. Кун пирки Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Мулловка хула тăрăхĕн хастарĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра каланă.
– Эпир çурхи ака-суха ĕçĕсене кирлĕ таран укçапа тивĕçтертĕмĕр. Çак тĕллевсене пурнăçлама область тата федераллă бюджетсенчен 200 миллион тенкĕ укçа куçарнă. Ял хуçалăхĕсен ертӳçисене кивçен илнĕ укçапа çыхăннă çивĕч ыйтусене татса пама пулăшассине малалла тăсатпăр. Ял хуçалăх продукцине туса илекен пĕр хуçа та ака лаптăкне пĕчĕклетменни савăнтарать. Тĕрĕссипе, вĕсем çак кăтартăва ӳстерме пултарĕç тесе шутлатпăр. Ку пире регионăн апат-çимĕç хăрушсăрлăхне туллин тивĕçтерме шанăç парĕ, – тенĕ Сергей Иванович.
Облаçри ялпа вăрман хуçалăхĕсен тата çут çанталăк пуянлăхĕсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал уй-хир ĕçĕсем вăтам вăхăтран 10 кун маларах пуçланнă. Хире чи малтан кăнтăр енчи хуçалăхсем тухнă: Çĕнĕ Спасск районĕнчи «Агродело» тата «Агростандарт» тулли мар яваплă обществăсем пушăн (март) 17-мĕшĕнче кĕрхи культурăсене апатлантарма пуçăннă.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри çураки ĕçĕсене хатĕрлекен тата йĕркелекен штаб йышне çирĕплетме хушнă. Ĕççи ирттермелли календарь планне тунă.
Хуçалăхсене çурхи культурăсен вăрлăхĕсемпе туллин тивĕçтернĕ. Пушăн 17-мĕшĕ тĕлне ăна пурĕ 66 пин тонна (102 процент) хатĕрленĕ. Паян тĕлне ял ĕçченĕсем минераллă удобрени туянма килĕшӳсем тăваççĕ. Хальлĕхе хуçалăхсем 25 пин тонна им-çам туяннă. Ку палăртнин 54 проценчĕ. Ял хуçалăх техникине юсас ĕçсем те вĕçленсе пыраççĕ. Акан 10-мĕшĕччен тракторсене, сухасемпе сӳресене тата ытти хатĕрсене тĕппипех йĕркене кĕртĕç.
 
Поликлиникăна çĕнетĕç
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Ульяновскри медицина учрежденийĕсене курса çаврăннă.
Çав хушăра çирĕп йышăнусем тунă, кăçалхи акан (апрель) 1-мĕшĕнче хулари 2-мĕш поликлиникăра юсав ĕçĕсем пуçламаллине уйрăмах палăртса каланă. Ку тĕллевсене пурнăçа кĕртме область хыснинчен 15 миллион тенкĕ куçарнă.
Ку поликлиникăра юсав ĕçĕсене юлашки 50 çул хушшинче пĕрре те ирттерменни паллă. Никĕсĕ тата вырăнĕпе çурăлнă стенасене çĕклесе тăракан конструкци юрăхсăра тухнă пирки çурта рете кĕртме пуçлĕç.
Хальлĕхе ку участок çыннисем медицина пулăшăвĕ илме хула центрĕнче вырнаçнă студентсен поликлиникине çӳреççĕ.
 
: 892, Хаçат: 11 (1309), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: