Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче нимĕç фашисчĕсемпе паттăрла çапăçса, хастарлăх кăтартса Совет Союзĕн Геройĕ ятне Ульяновск облаçĕнчи сакăр чăваш тивĕçнĕ. Кăçал Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине паллă туса УОЧНКА паттăрсем çуралнă ялсенче вĕсене халалланă мероприятисем йĕркелеме сĕннĕ. Сĕнĕве район пуçлăхĕсем патне ярса панă.
 
Пуçарăва ырласа чи малтан Кăлаткăпуç районĕн пуçлăхĕ Эдуард Ганеев хыпар панă. Районта пуш уйăхĕн 18-21-мĕшĕсенче Чăваш Кăлаткă ялĕнче Совет Союзĕн Геройне Иван Васильевич Ильгачева халалланă Чăваш культура кунĕсем ирттерессине пĕлтерчĕç. Аякри чăваш ялĕнчи чăваш уявне УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев, Чăваш культура центрĕн ертӳçи И.В. Гаврилова, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри наци кафедрин методисчĕ В.А. Архипова, Екатерина Карамзина юрăç тата эпĕ, «Канаш» журналисчĕ, кайрăмăр.
 
Чăваш Кăлаткă ялĕ – районти пĕртен-пĕр чăваш ялĕ. Кунта область центрĕ-нчен чи инçетре вырнаçнă 411 чăваш пурăнать. Хальччен Чăваш Кăлаткă ялĕнче кун пек шайлă чăваш мероприятийĕ иртмен.
 
Ветерансене чыслани
Уява хатĕрленсе клубра вырăнти ал ăстисен ĕçĕсен, чăваш апат-çимĕçĕн тата ĕлĕкхи чăваш кил-çурт таврашĕнчи япаласен куравне йĕркеленĕ.
Чăваш Кăлаткă ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 373 çын тухса кайнă, вĕсенчен 207-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Хальхи вăхăтра ялта пĕр ветеран – Закярья Алиев пурăнать.
Чăваш культура кунне вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнипе тытăнчĕç.
Пухăннисене И.В.Ильгачевăн ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсем хăйсен паттăр çынни пирки аса илсе каласа панине ӳкернĕ фильм кăтартрĕç. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕ хучĕç. Çак чыса З.Х. Алиев тата Татьяна Васильевапа Альберт Невматуллин вĕренекенсем тивĕçрĕç.
Район пуçлăхĕн çумĕ И.Ш. Магдеев Чăваш культура кунĕпе саламланă май ялти пурăнакан пĕр вăрçă тата çичĕ тыл ветеранне «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕ-пе чысларĕ.
-Эпир аслă ăру çыннисем умĕнче пысăк парăмра. Вĕсем пирĕн çĕршыв мăнаçлăхне сыхласа хăварма пултарнă, ăна вăйлатнă, пире пурнăç панă, - терĕ И.Ш. Магдеев.
Сăмах калакансем – вырăнти Дмитрий Солунский ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Илья атте (И.Н. Арланов), УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев, ял администраци пуçлăхĕ Г.А. Ильгачева - иртнĕ вăрçăн хăрушлăхĕ тата хальхи вăхăтра Украинăри пăтăрмахсем, фашизма пирĕн çĕршывра сарма памалла марри, халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетмелли пирки каларĕç.
В.И.Сваев чăвашкăлаткăсене И.Я.Яковлевăн «Халалне» тата «Иван Яковлев и его потомки» кĕнекесене парнелерĕ. Ял хастарĕсене – З.И.Винюсевана, В.А. Ермолаевана, В.П. Хурасевана, М.А. Кириллована, А.В. Кириллова, М.В. Мансурована, Т.К. Владимирована, Т.М. Якушована, В.В. Черкасована – Тав çырăвĕ-семпе хавхалантарчĕ.
Чăваш культура кунне чăвашлатма вырăнти «Çуркунне» ансамблĕн юрăçисем, амăшĕпе хĕрĕ Т.А. Авасевапа Т.В. Иванова, Ульяновскран килсе çитнĕ Екатерина Карамзина тата чăваш ташши ташлакан пĕрремĕш класс хĕрĕсем – Кира Арлановапа Лиля Аминова пулăшрĕç. Унччен уявра чăваш сăмахĕ илтĕнмерĕ.
Çемье старчĕ
Уяв шкулăн спорт залĕнче тăсăлчĕ. Ял историйĕнче пĕрремĕш хут Совет Союзĕн Геройне И.В. Ильгачева асăнса «Çемье стартне» ирттерчĕç. Икшер çемьерен тăракан икĕ команда тĕрлĕ спорт вăййисенче ăмăртрĕ. Олег, Ирина тата Рома Бундеряковсем, Радик, Рушания тата Альбина Невматуллинсем, Алексей, Ольга тата Павел Безрученкосем, Александр, Татьяна, Анастасия Васильевсем кашăк çине çăмарта хурса чупрĕç, баскетбол мечĕкне тĕл печĕç, пăравус пек çыхăнса та чупрĕç тата ытти те.
 
Уçă урок
Культура кунĕнчи тепĕр мероприяти – шкул тулашĕнчи «Кашнине ятран аса илетпĕр» урок. Ăна В.В. Черкасова илсе пычĕ. Вăл И.В. Ильгачевăн Днепр çинчи паттăрлăхĕ çинчен каласа панине çав вăхăтри документлă кадрсене видеопа кăтартса çирĕплетрĕ.
-И.В. Ильгачев 1943 çулта фашистсемпе çапăçса Днепр урлă каçнă çĕрте уйрăмах палăрнă. Вăл виçĕ юлташĕпе пĕрле юпа уйăхĕн çурринче пăрлана пуçланă шыв урлă каçса канат туртса килнĕ, çавна пула юхан шыв урлă понтон тунă. Тăватă салтак 14 хут унталла-кунталла ишсе тупăсемпе минометсене, çынсемпе ытти боеприпассене çыран тепĕр енне куçарма пулăшнă. Фашистсен пульлисем вĕсен пуçĕ çийĕн çумăр пек вĕçнĕ пулин те хăйсен приказне пурнăçланах. Вĕсен паттăрлăхне пула совет салтакĕсем Днепр çумĕнче 10-20 çухрăм лаптăк çĕре йышăннă. И.В. Ильгачевпа унăн юлташĕсене 1943 çулхи юпан 30-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă, - каласа пачĕ вĕрентекен.
Уçă урока И.В. Ильгачевăн тăван хĕрĕ Вера Ивановна хутшăнчĕ. Вăл нумай çул çак шкул вулавăшĕнче ĕçленĕ. Ашшĕне паян ырă сăмахсемпе аса илнĕшĕн, çавăн пек уяв йĕркеленĕшĕн пурне те тав турĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕрĕсене (аслă ывăлĕ вăрçăра хыпарсăр çухалнă) ĕçпе пиçĕ-хтерсе çитĕнтернине, Тăван çĕршыва юратма, ăна аталантарассишĕн ырми-канми тăрăшма вĕрентнине каларĕ. Ачасене те аслă ăру çыннисенчен тĕслĕх илсе пурăнма сунчĕ.
 
Çавра сĕтел
Кун пек уяв пĕрремĕш пулсан юлашки пулмĕ-ха. Ял администраци пуçлăхĕ Г.А. Ильгачева каланă тăрăх, шкулта вĕренекенсенчен пĕри те хăйсен ялĕнчи Совет Союзĕн Геройĕ масар çинче хăш вырăнта канлĕх тупнине пĕлмест, унăн вил тăпри çине хальччен пĕр чечек те пырса хуман. Малашне кун пек пулмасса шанас килет. Çĕршыва юратасси чи малтан аслă ăру çыннисен паттăрла ĕçĕсене манманнинчен, вĕсемпе мăнаçланнинчен, тăван яла, атте-аннене, тăван чĕлхене юратма пĕлнинчен пуçланмасть-и-ха/
Çавра сĕтел хушшинчи калаçăва Чăваш культура центрĕн директорĕ И.В.Гаврилова тăсрĕ, вăл облаçри чăваш культурăвĕн аталанăвĕ пирки ӳкернĕ видеофильм кăтартса каласа пачĕ.
Ялти вулавăшăн ĕçĕпе Р.Р. Аминова паллаштарчĕ. Наци кафедрин методисчĕ В.А. Архипова Чăваш Кăлаткă шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине малтанхи пекех предмет майĕпе вĕрентессе шаннине палăртрĕ. В.И. Сваев чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре пирĕн хамăрăн тăрăшмаллине каларĕ. Çак ĕçре малти вырăнсенчен пĕри «Канаш» хаçата çырăнасси тăрать. Область центрĕнчен чи аякра пурăнакан йăхташăмăрсен чăваш тĕнчипе çыхăну тытмалли пĕртен-пĕр хатĕр – «Канаш» хаçат пулса юлчĕ.
Чăваш культура кунĕсен программипе пушăн 19-мĕшĕнче Çирĕклĕ ял вулавăшĕнче «Тăван чĕлхен илемĕпе вăйĕ» литература сехечĕ, пушăн 21-мĕшĕнче Чăваш Кăлаткă вулавăшĕнче «И.Я. Яковлев пурнăçĕ» темăпа калаçу иртнĕ. Культура кунĕсем Чăваш Кăлаткă клубĕнчи районти пултарулăх ушкăнĕсен смотрĕпе вĕçленчĕç.
 
Кăлаткăпуç районĕ.
 
: 924, Хаçат: 11 (1309), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: