Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари 86-мĕш шкулта Шыв ай флочĕн морякĕсен кунне анлăн паллă турĕç. Заволжски районĕнчи чи çамрăк шкул Игорь Иванович Вереникин контр-адмирал ячĕпе хисепленсе тăрать. Кунта икĕ музей: шыв ай флочĕн тата ĕçпе çар мухтавĕн.
 
Çак кунпа çыхăнтарса Заволжски район администрацийĕ вăрçă тата тыл ветеранĕсене, вăрçă ачисене – пурĕ 21 çынна – «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕпе наградăларĕ.
 
Паттăрлăх урокĕ
Уява облаçри 20 ытла шыв ай кимĕ флочĕн морякĕ пуçтарăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ – чăваш. Çакă пирте мăнаçлăх çуратать. Ульяновск хулинчи шыв ай флочĕн морякĕсен обществăлла пĕрлĕхне пирĕн ентеш – Николай Власов – ертсе пырать. Уяв программипе килĕшсе моряксем (вĕсен хушшинче генерал-полковник, полковниксем, тĕрлĕ ранглă капитансем, мичмансемпе карап старшинисем) классене пайланчĕç. Моряксен тĕп тĕллевĕ – ачасенче Тăван çĕршыва юратас, Раççей çарĕпе тата унăн вăйĕпе мăнаçланас туйăмсем çуратасси. «Раççей патриочĕ пулас тесен çĕршывăмăрăн çăмăл мар историне пĕлмелле, кирек хăш вăхăтра та ăна хӳтĕлеме хатĕр пулмалла, ун валли лайăх вĕренмелле, çар çынни пулас тесен кăмăл çирĕплĕхне туптамалла, – терĕç çутă пакунлă моряксем. Ачасем хĕсметре тăнă вăхăтри самантсемпе кăсăкланчĕç, нумай ыйтса пĕлчĕç. Паттăрлăх урокĕ хыççăн пурте музее куçрĕç.
 
Музей
Хисеплĕ моряксене шкул ачисем кĕтсе илчĕç. 1-мĕш класс ачисем литмонтаж кăтартрĕç. Çамрăк экскурсоводсем музейпа паллаштарчĕç, Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ шыв ай флочĕн морякĕсем çинчен каласа пачĕç. Пухăннисене шкул директорĕ Л.А. Голышева, Ульяновск хули Думин депутачĕ В.В. Безруков, Заволжски район администраци пуçлăхĕн çумĕ Н.Ю. Александрова, Çĕнĕ хулари чиркӳ настоятелĕ Дмитрий Субботин уяв ячĕпе саламларĕç, шкулта патриотла воспитани парас ĕç çӳллĕ шайра пынине, çак уяв ăрусен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетнине палăртрĕç. Ветерансен хорĕ – «Волжские зори» Тинĕс çар флочĕпе çыхăннă юрăсем шăрантарчĕ. Николай Власов тинĕс флочĕн йăли-йĕркипе килĕшсе çамрăк моряксене тăварлă тинĕс шывне сыптарса хăйсен пĕрлĕхне йышăнчĕ, шкул музейне картина парнелерĕ.
 
Ветерансене – юбилей медалĕ
Музейран уяв шкулăн пуху залне куçрĕ. Кунта Аслă вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕ-сем, вăрçă ачисем, шкул ачисемпе учительсем чылайăн пуçтарăннă. Заволжски район администраци çыннисем, районти ветерансен канашĕн председателĕ В.И. Ермоленко, Николай Власовпа II-мĕш ранглă капитан Александр Емелькин ватăсен кăкăрĕсем çине юбилей медалĕсем çакса ячĕç, парне пачĕç. Хаяр вăрçă нуши-тертне тӳссе ирттернĕскерсен куçĕсем куççульпе тулчĕç.
Уяв программи шкул ачисем тата учительсем хатĕрленĕ çар юрри-ташшинчен тăракан пысăк концертпа вĕçленчĕ.
Юлашкинчен моряксем Игорь Вереникин контр-адмиралăн палăкĕ умне (вăл фойере вырнаçнă) чĕрĕ чечексем хучĕç.
 
Ульяновск.
 
: 829, Хаçат: 11 (1309), Категори: Паттăрлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: