Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Инçе çултан таврăнсан кирек камăн чун-чĕринче те тĕрлĕ шухăш-туйăм çуралать, кăмăл çĕкленет.
 
«Канаш» хаçатăмăрăн чĕрĕк ĕмĕрхи юбилейне анлăн паллă тунă уявран таврăнсан манăн та ăшă туйăмсен, асаилӳсен авăрне путма тиврĕ. Чăнлă районĕнче, темиçе ĕмĕр хушши тĕпленсе пурăнакан районта, юбилей ирттерни, ентешсемпе тĕл пулса калаçни чĕремшĕн çывăх. Вунпилĕк çул ытла «Канашра» ĕçлесе мĕн чухлĕ пулман-ши ĕçчен чăвашсем пурăнакан Чăнлă çĕрĕ çинче/ Кунта Чĕмпĕр Енĕн сумлă çыравçисем Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатолий Чебанов (шел, темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ) ĕçлесе пурăнни ентешсемшĕн пысăк телей. «Канаш» хаçата пуçарса яракансенчен пĕри, малтанхи номерĕнчен пуçласа паян кунччен те хăйĕн хайлавĕсемпе савăнтаракан Анатолий Юман, тăххăрмĕш теçеткепе пыракан сумлă сăвăçăмăр, юбилейра сцена çине тухсан чĕрем ăшă туйăмпа тулчĕ. Яланхи пекех сăпайлă çыравçă. Малашне те хайлавсем çырма ăна Турă сывлăх патăр!
Валентина Тараватăн чикесĕр тапса тăракан вăй-халне çамрăк ăру та ăмсанĕ. Пултаруллă çыравçă ырми-канми тăрăшни чăваш культурине аталантаракансемшĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Эп хаçатра ĕçленĕ çулсенче ачасен, çамрăксен ушкăнне ертсе пыратчĕ, халĕ вăл йĕркеленĕ «Шанăç» ансамбль çине пăхса савăнтăм. Эсир пысăк шанчăкпа çуратнă «Шанăç» ансамбль, паллах, хăвăр та, Чĕмпĕр Ен сумне малашне те çӳле çĕклĕр. Чăнлă тăрăхĕ яланах чăвашлăх сăпки пулса тăтăр, чи кирли—кунта «Канаш» вулаканĕсен шучĕ çулран-çул ӳссе пытăр!
«Канаш» хаçат уявĕ облаçри чăваш хастарĕсене, вулакансемпе çыравçăсене пĕр кăшăла пуçтарчĕ.
Кĕпĕрнаттăр саламĕ-пе хаклă хăнасен ырă сăмахĕсем кашни ентеше хавхалантарчĕç. Маншăн вара чĕремшĕн çывăх тус-тантăшпа, чăвашлăх ĕçĕшĕн пĕрле тăрăшнă ĕçтешсемпе тĕл пулни асăмра. Димитровград хулинчен килнĕ сумлă делегаци – И.Н. Иванюкова, Н.Н. Иванов, В.В. Киргизова, Н.А. Симцов, П.М. Улюкин – яланхи пекех ырă кăмăллă та хастар, вĕсенче чăвашлăх туйăмĕ тапса тăрать. Чи аякри тăрăхсенче пурăнакан Николаевка районĕнчи Чăваш Сайманри чăваш хастарĕпе Антонина Юдинапа (ывăлĕпе уява килнĕ) тĕл пулни асаилӳсем çуратать. Икĕ теçетке çул каялла эпĕ аякри чăваш ялĕсене – Кăлаткăпуç, Павловка, Николаевка, Барăш районĕсенче – пĕрре çеç мар пултăм. Пултаруллă ентешсемпе паллашса çывăх туслашрăм. Унти ялсенче чăвашлăх вучахĕ нихăçан та ан сӳнтĕрччĕ, «Канаш» хаçат малашне те çак вучаха хĕмлентерсех тăтăр.
Чĕремшĕн çывăх та тăван Чĕмпĕр хули, паллах, пĕтĕмпех «Канаш» хаçатпа çыхăннă. Ун чухне вăл, икĕ çулхи ача, пĕрремĕш утăмсем çеç тăватчĕ. Ачаран журналист пулма ĕмĕтленнĕ çамрăк хаçатçа чăвашлăх туйăмне илсе кĕнинче, паллах, «Канашăн» тӳпи пысăк. Кунта хаçатăн пĕрремĕш редакторне В.Ф. Ромашкина тав сăмахĕ калатăп. Тепĕр чух хаçат ĕçне иккĕмĕш вырăна хăварса чăваш уявĕсене йĕркелесе ертсе пыма тиветчĕ, çапах та Валериан Федорович кун пирки асăрхаттару сăмахĕ каламан. 1992 çулта Винновка ращинче пĕрремĕш Акатуя ирттерме мĕн чухлĕ вăхăт кайнă-ши/ Çав çулхинех А.Юманăн 60 çулхи юбилейне «Канаш» пуçарнипе сумлă паллă турăмăр. Шăпах çак çак уявран пуçланчĕ халĕ пурте пĕлекен «Палнай» ансамблĕн пуян биографийĕ. «Канашăн» чĕрĕк ĕмĕрхи юбилейĕнче те палнайçăсем яланхи пекех хаваслă юрă-çемĕпе савăнтарчĕç. Маншăн ку йышри юрăçсем яланах çывăх тăвансем вырăнĕнче.
Тепĕр савăнăç çинчен те асăнса хăварам. Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ çĕнĕ ансамбль – «Сăрнай» чунра мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Маттур, ентешĕмĕрсем! Чĕмпĕрте кăна мар, Мускав уявĕсене те хутшăнма сунатăп, «Сăрнай». Чĕмпĕр Енĕн паллă юрăçи Владимир Сорокин сцена çине тухсан ача пекех савăнтăм. Кашни чăваш уявĕнче Владимир Петрович хăйĕн мăнаçлă сассипе кăмăла çĕклет. Çулсен таппи ман юратнă юрăçра нимĕн чухлĕ те палăрмасть. Малашне те ăнăçусем сире, хаклă Владимир Петрович. Уявра тухса каланă кашнин сăмахĕ, юрри чĕрене çывăх пулчĕ.
Çапла, пурнăç урапи малалла кăлтăртатать. Чĕрĕк ĕмĕр пурăнакан «Канаш» Чĕмпĕр Ен историне çырать, чăваш культурипе йăли-йĕркине упраса хăварма хавхалантарать. Чи пахи – чăваш ÇЫННИ чăваш пулса юлмаллине кашни страницинче палăртать. Мана та çак туйăма «Канаш» парнеленĕ тесе çирĕплетсех калатăп, çулсем иртнĕçемĕн çакна эпĕ татах та лайăхрах туятăп. Çавăнпа та эпĕ санпа яланах, «Канаш»!
Юлашкинчен «Канаш» вулаканĕсене чун-чĕререн тухакан сунăм: хаçатпа пĕрле пулăр, кашни чăваш килĕнче пултăр юратнă хаçат! Эпĕ сирĕнпе пĕрле, эсир те мана манса ан кайăр!
 
Мускав хули.
 
: 421, Хаçат: 11 (1309), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Char (2016-06-30 21:44:46):
Probably the most damaging statement that we continually let slip by is the idea that we live in a “/Free co/1&ryt#822nuĕ Of courseĔ the term “/free country”/ is an oxymoronĕ If it’/s a countryĔ then that means that there is a governmentĔ which means that we are not freeĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: