Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче Чăвашкассинчи ача сачĕн ертӳçи Люция Владимировна Улендеева пуçарнипе эпир, Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси тата Çĕнĕ Улхаш ялĕсенчи культурăпа вĕренӳ ĕçченĕсем, чăваш халăхне çутта кăларнă Патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлев тăван çĕршывне - Теччĕ районĕнчи Кăнна-Кушки ялне кайрăмăр.
 
Музее кайса курас килни пирки эпир, «Шуçăм» халăх ушкăнне çӳрекен хастар юрăç Н.П.Узалуков, Чăвашкассипе Çĕнĕ Улхаш ял библиотекисен ĕçченĕсем О.И.Ванюшкинапа С.Л.Утриванова, Чăвашкасси ял клубĕн пултарулăх ертӳçи М.М.Борисова, тахçантанпах калаçаттăмăр.
Кунĕ хĕвеллĕ пулчĕ. Иван Яковлевич хăй те пирĕн хушăра пулнăнах, çул кăтартса пынăнах туйăнчĕ. Кăнна-Кушкине хăвăрт çитрĕмĕр. Ялĕ пысăках мар, илемлĕ, тирпейлĕ. Чи малтан Культура çурчĕ тĕлĕнче чарăнтăмăр. Пире унăн ертӳçи кăмăллăн кĕтсе илчĕ, ял пурнăçĕпе ентешĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа пачĕ, клубра иртекен мероприятисемпе паллаштарчĕ.
Вырăнти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта та хăнасене хапăл пулчĕç. Унта кĕриччен пĕр хушă пĕлӳ çурчĕ умĕнчи чăваш тĕррисемпе капăрлатнă илемлĕ хапха патĕнче тытăнса, киленсе тăтăмăр. Шкул территорине кĕретпĕр, унта Вĕрентекенĕмĕрĕн мрамортан тунă бюстне куратпăр. Кунта юнашарах вĕсем – Кăнна-Кушкинчи шкул тата И.Я.Яковлев музейĕ. Пĕтĕм тĕнчипе паллă музей умĕнче лăстăркка чăрăш ӳсет.
Музей директорĕ Алексей Пыркин чĕмпĕрсене ырă кăмăлпа кĕтсе илчĕ, хавхаланса хăй ертсе пыракан хуçалăх çинчен каласа пачĕ. Эпир ăнтан кайсах хаклă экспонатсемпе паллашрăмăр. Вĕсем пирĕн йăх-несĕле аса илтерчĕç. Кашниех чăваш халăх пурнăçĕ, йăли-йĕрки, пурнăçĕ çинчен каласа парать-çке. Алексей Александрович Иван Яковлев, унпа çыхăннă халиччен илтмен пулăмсем çинчен туллин каласа пачĕ, пирĕн ыйтусене хуравларĕ. Эпир Верентекенĕмĕрпе çыхăннă, пурнăçран илнĕ историсемпе ылмашăнтăмăр. Пирĕн те Чăвашкассинче И.Я.Яковлев уçнă шкул-музей пур-çке. Вăл шкула нумай çул М.М. Бикмендеева ертсе пынине каларăмăр. Паян ку музей хуçи – пур енĕпе те пултаруллă Л.В.Улендеева.
Туйăмсен капланăвĕ пире ял библиотекине илсе çитерчĕ. Унта пире Надежда Пыркина тарават кĕтсе илчĕ. Библиотека питĕ хăтлă. Кунта паянхи вăхăтпа шайлашса тăракан компьютерсем пур. Çĕнĕ кĕнеке нумай. Надежда Кузьминична чĕмпĕрсене питĕ пуян кĕнеке куравĕсен тĕллевĕ пирки каласа кăтартрĕ. Çавра сĕтел хушшинче библиотекарьсем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç, çĕнĕ интереслĕ шухăшсен вăрттăнлăхне уçрĕç.
Малашнехи çул Кăнна-Кушкинчи часавай еннелле выртрĕ. Ăна Иван Яковлев çуралнă çурт тĕлĕнче лартнине пĕлтĕмĕр. Илемлĕ хăтлă часавай укçаллă ентешсем тăрăшнипе çĕкленнĕ. Паян пурне те хăй ытамне илĕртет вăл. Асамлă вырăн шутланать. Юнашарах çак ялтан тухнă паллă çынсене чысласа хатĕрленĕ Асăну хăми вырнаçнă.
Часавай тĕлне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ килсе çитрĕ. Вăл пире ял пурнăçне тимлекен, ун нуши-тертне ăнланакан, укçан пулăшакан маттур çынсем çинчен каласа пачĕ. Пăшăрхантаракан ыйтусене те çĕклерĕ. Шел, çамрăксем шкул пĕтерсен хулана каяççĕ. Ял ватăлса пырать. Икĕ хутлă пысăк шкулта паян пурĕ те 16 ача çеç вĕренет. Ялта ĕç çуккипе вăйпитти çынсем хуласене куçса пĕтнĕ. «Телее, пирĕн Чăнлă районĕнчи шкулсенче ачасен шучĕ пĕр шайра тытăнса тăрать-ха»,-шутларăмăр эпир.
Çулçӳрев пурне те питĕ килĕшрĕ. Курнипе кăмăллă юлтăмăр. Экскурсисем, паллашусем пирĕн чун-чĕрере нумайлăха асра юлĕç.
 
Чăнлă районĕ,
 
: 397, Хаçат: 11 (1309), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

Voncile (2016-06-30 17:19:32):
How neat! Is it really this sielmp. You make it look easyĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: