Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуркунне килсе çитрĕ! Хăшĕ-пĕрин пахчинче юр выртать-ха. Апла пулин те пахча ĕçĕсене тытăнма вăхăт. Чи малтан пахчана тухса йĕри-тавра пăхса çаврăнăр: улма-çырла йывăçĕсем çурхи хĕрӳ хĕвелтен шар курмаççĕ-и/ Çулла аван тухăç илес тесен йывăç вуллине хĕрӳ хĕвелтен, каçхине – сивĕрен сыхласа хăварас пулать. Вĕсене чăрăш лăсĕпе витмелле е пусма татăкĕпе чĕркемелле. Каçхине шăнтма пăрахсан илсе пăрахмалла. Тепĕр мел – йывăçăн кăнтăр енне шалча çапса хăвармалла. Унăн мĕлки хĕвелтен сыхлĕ.
Йывăç вуллисене шурă пурăпа шуратма хушмаççĕ. Çапла тусан йывăç хăвăрт ӳсме, хуппи хулăнлама пăрахать. Мĕншĕн тесен пурă йывăç вуллине сывлама чарать.
Çуркуннехи ĕçсенчен тепĕр пĕлтерĕшли – улма-çырла йывăççисен тата тĕмĕсен турачĕсене касасси. Çак ĕçе сĕткен илме, папка палăрма тытăниччен пуçлас пулать. Чи меллĕ вăхăт – ирхине. Юр сийĕ хытă, ун çийĕн çӳреме пулать. Пысăк туратсене каснă хыççăн суранне пăхăр купорос хутăшĕпе (1 литр шыв çине 10 г хушмалла) сăтăрмалла та ятарлă шĕвекпе (садовый вар) сĕрмелле.
Енчен те эсир улмуççие прививка тума сапанĕсене (черенок) хатĕрленĕ пулсан вĕсене нӳхрепрен кăларса пăхăр, вĕсем вăхăтсăр папак кăларма тытăнман-и/ Кăларас пек мăнтăрланнă пулсан вĕсене юр айне чавса чикĕр е холодильника хурăр.
Айлăмри улмуççисене шыва путассинчен сыхлăр. Таврари юра тасатăр. Унсăрăн шыв айĕнчи тымарĕсем хăрма пултараççĕ, ун айĕнчи тăпри сиенлĕ япаласемпе тулать.
 
: 477, Хаçат: 11 (1309), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: