Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мăнкун салатне хатĕрлеме 150 г пиçнĕ сысна ашĕ, 0,5 банка консервланă куккурус, чăмăрла пĕçернĕ 2 çăмарта, 1 чĕрĕ хăяр, 80 г хытă йышши сыр, тăвар, майонез (çуллă марри) тата илемлетме ешĕл çимĕç кирлĕ.
Мĕнпур çимĕçе пĕр пек тăваткал вакламалла савăта сий-сий хурса тултармалла.
1-мĕш сий-куккурус* 2-мĕш- çăмарта* 3-мĕш-симĕс хăяр* 4-пĕçернĕ сысна ашĕ* 5-хытă сыр*
Юлашкинчен тăвар сапмалла, майонезпа сĕрмелле те ешĕл çимĕçпе илемлетмелле.
 
Кишĕр кукăлĕ
Ăна пĕçерме 3-4 кишĕр, 230 г маргарин е услам çу, 3 çăмарта, 300 г çăнăх, 1 стакан сахăр песукĕ, 1 чей кашăкĕ уксусра çунтарнă апат соди, 10-шар çырла хура слива тата курага, 5 апат кашăкĕ мăкăнь, кăштах тăвар кирлĕ.
Илемлетме: 300 г сахăр çăнăхĕ.
Хура сливăпа курагана вĕренĕ шывра 10-15 минут тытмалла.
Кишĕре вăтам теркăпа хырмалла, пурне те пĕрле пăтратмалла.
Услам çăва (200 г) шыв мунчинче ирĕлтермелле. Çăмарта шуррине сарринчен уйăрмалла. Шуррине çур стакан сахăр песукĕпе кăпăшлантармалла. Çăмарта саррине юлнă сахăр песукĕпе, ирĕлтернĕ çупа, мăкăньпе, кишĕрпе, çăнăхпа, тăварпа, содăпа хутăштарса лайăх пăтратмалла.
Кишĕрпе улма-çырла хутăшне кăпăшлантарнă çăмарта шурри ямалла, йывăç кашăкпа пăтратмалла, вăл хăйма пек пултăр.
Кукăль пĕçермелли формăна тип çу е маргарин сĕрмелле. Чустана формăна ямалла.
Кукăле духовкăра 180-190 температурăра 50-60 минут пĕçермелле. Кукăль пиçнине шăрпăк пĕрчипе шăтарса пăхса пĕлмелле. Пиçсен çиелтен сахăр çăнăхĕ сапмалла.
 
Абрикос кукăлĕ лимонпа тата риспа
8 порци валли. Чуста: 300 г çăнăх, 70 г сахăр песукĕ, тăвар, 1 çăмарта, 180 г услам çу.
Ăшлăх: 500 мл сĕт, 150 г сахăр песукĕ,125 г рис, лимонăн вĕтетнĕ хуппи (цедра), 500 г тăпăрч, 4 çăмарта, ваниль кремĕ хатĕрлемелли 1 пачка çăнăх, консервланă 1 кг абрикос, 2 апат кашăкĕ услам çу, 3 апат кашăкĕ абрикос джемĕ кирлĕ.
Чуста çăрмалла. Çăнăха, сахăр песукне, тăвара, çăмартана, çăва, 3 апат кашăкĕ сивĕ шыва хутăштармалла. Холодильникра çур сехет тытмалла.
Ăшлăх хатĕрлемелле. Сĕте, сахăр песукĕн çуррине вĕреме кĕриччен çулăм çинче тытмалла, рис ямалла, 40 минута яхăн пĕçермелле. Лимонăн вĕтетнĕ хуппине хушмалла. «Пăтă» сивĕнсен тăпăрч, çăмарта, ваниль кремĕ хатĕрлемелли çăнăх, юлнă сахăр песукне ярса пăтратмалла.
Чустана йĕтĕрлемелле, çатма çине хумалла, хĕррисене çивĕт пек илемлетмелле. Кукăль ăшлăхне пĕр тикĕс сарса хумалла. Çиелтен абрикос вырнаçтармалла. Духовкăра (180 градус) 1 сехет пĕçермелле. Çиелтен джем сĕрмелле.
 
Кăркка ашĕ
4 порци валли 2 кăркка тукмакĕ (çаврака татăксем туса касмалла), тăвар, авăртнă хура пăрăç, 3 апат кашăкĕ олива çăвĕ, 500 мл хĕрлĕ эрех (сухое), лимонăн вĕтетнĕ хуппи (кăштах çеç) кирлĕ.
Кăркка ашне çумалла, типсен тăварпа, пăрăçпа сăтăрмалла. Тарăн çатмана çу ямалла, какай татăкĕсене хурса 10 минут ăшаламалла.
Пахча çимĕçе çуса тасатмалла. Кишĕре шултра теркăпа хырмалла, сухана çаврашкан-çаврашкан турамалла, ыхрана вĕтетмелле. Çаксене пурне те эрехпе, лимон хуппипе хутăштармалла, кăркка ашĕпе пĕрле вăйлах мар çулăм çинче 30 минут пăшăхламалла.
Аша çатмаран кăлармалла, тăрăхларах илемлĕ савăта вырнаçтармалла. Пăшăхланă чухне пулакан соуса тата кăштах вăхăт пĕçермелле, кăмăл пулсан çăнăх хушса çăратмалла. Тăвар, пăрăç хушмалла, какай çине сапмалла.
 
: 485, Хаçат: 11 (1309), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: