Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуратман ачасен юрри
 
Çураласчĕ анне килĕнче,
Курайрасчĕ манăн çут тĕнче,
Пулайрасчĕ юратнă ачи,
Сикейресчĕ аркă çийĕнче.
Ай-ай, аннеçĕм, ай,анне!
Ан тат пурнăçа ахалех.
Эпĕ санăн чĕрӳ çумĕнче,
Ман кăвапа санпала пĕрле.
Ан уйăрсам хăвăнтан мана,
Сансăр питĕ хăрушă чуна.
Ай-ай, аннеçĕм, ай, анне!
Мана çуралма шанчăк пар.
Выляйрăттăм атте килĕнче,
Вĕренĕттĕм пысăк çын пулма,
Вăй пухăттăм тулăх пурăнма,
Ватăлсассăн сире пулăшма.
Итле, анне, итле, атте!
Сире тав тăвăп ĕмĕрех.
Мĕншĕн эп пултăм ытлашши/
Манран пулмарĕ пурнасси.
Эсир илтмерĕр ман сасса.
Мĕншĕн çапла тур хушрĕ-ши/
Ан йĕр, анне, ан йĕр, атте!
Маншăн макăрма кирлĕ мар.
 
Пушкăртcтан,
Мияки районĕ,
Кекен ялĕ.
 
: 448, Хаçат: 11 (1309), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: