Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян эсир аллăра илнĕ «Канаш» хаçат номерĕ ыттисенчен урăхларах. Хальхинче унта 12 страница, вĕсенчен иккĕшĕ – вырăсла.
Мĕншĕн çакăн пек туса пăхма шутларăмăр-ха/ «Канаш» хаçатăн 25 çулхи юбилейĕ-нче Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ С.И.Морозов тиража ӳстермелле тесе каларĕ. Чăвашла вулайман чăвашсем валли 1-2 страница вырăсла çырса пăхмалла мар-ши текенсем те пулчĕç. Ун пек тусан, тен, вĕсем те çырăнма пуçлĕç текелерĕç. Паян вĕсен кăмăлне шута илсе çакăн пек хаçат кăларма шут тытрăмăр.
Хальлĕхе пĕрре кăна кăларатпăр, мĕншĕн тесен бюджет укçипе яланах ун пек тума май çук. Ку хаçат – çынсене кăтартмалли, чăвашсене шутласа пăхмалли. Шутламалăх пур вара кунта. 2015 çулхи 2-мĕш çурçуллăхра хаçат çакăн пек тухса тăтăр тесен кашни уйăхра 25 пин тенкĕ хушма укçа кирлĕ пулать. Ăна спонсорсем, реклама паракансем тӳлеме пултараççĕ. Ун пек тума хатĕр-и вĕсем/ Чăваш хаçатĕнче вырăсла çырни вырăнлă-и/ Ку тиража ӳстерейĕ-и/ Çак ыйтусене хурав кĕтетпĕр.
Хисеплĕ вулакансем, çак номер тухнă хыççăн пире хăвăр шухăшăра редакцие килсе е телефонпа пĕлтерсен питĕ аван пулĕччĕ. Электрон почтипе те, конвертпа та çыру çырма пултаратăр.
Пирĕншĕн сирĕн шухăшăр, кăмăлăр питĕ хаклă. Хушма укçа тӳлеме, хаçата пулăшма кăмăл тăвакансем пурри те пĕлтерĕшлĕ.
Сиртен сĕнӳсем кĕтетпĕр.
 
2015 çула хаçата апрелĕн
20-мĕшчен çырăнсан май
уйăхĕнчен сирĕн киле «Канаш» килсе тăма пуçлĕ. Çакна
тăванăрсене, кӳршĕрсене, хăвăр
паллакан чăвашсене пĕлтерĕр.
 
«Канаш» хаçатăн хакĕ –
274 тенкĕ те 20 пус.
1 уйăха – 45 тенкĕ те 70 пус.
 
Индекс – 54850
«Канаш» хаçатсăр ан юлăр!
Пуласлăха пĕрле утар!
 
: 716, Хаçат: 11 (1309), Категори: Cырaнтару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: