Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мускинсен çемйи Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнче тĕслĕхлисен шутĕнче. Ольга Георгиевнапа Николай Николаевич виçĕ ача çуратса ӳстернĕ тата икĕ ачана усрава илнĕ.<Ӳb>
 
-Хамăр ачасем ӳссен темле тунсăхлă пек пулчĕ. Кĕçĕн ывăл ачаш ӳсесрен хăраса мăшăрпа канашларăмăр та тепĕр икĕ тăлăха усрава илсе телейлĕрех тăвас терĕмĕр. Вĕсене Çĕнĕ хулари Ачасен çуртĕнче тупрăмăр темелле. Ун чух ялта усрава илнĕ пĕр çемье кăначчĕ-ха. Эпир иккĕмĕш пултăмăр. Хĕрачасем халĕ хамăр ачасем пекех çывăх пулса тăчĕç. Ксюша тăххăрта, виççĕмĕш класра вĕренет. Кристина — улттăра, ача садне çӳрет. Хамăн кĕçĕн ача Андрей тăххăрмĕш класра вĕренет. Вăл спортпа туслă. Асли Юрик авланнă. Вăл десант çарĕнче хĕсметре тăчĕ. Кин чăваш, практикăра педколледжра вĕрентет. Вĕсем мăнук парнелерĕç ĕнтĕ. Хĕрĕм Таня кĕçех техника университетĕнчен вĕренсе тухмалла. Вăл «Сарпике» конкурса хутшăнса районта иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ,-каласа парать Ольга Георгиевна ачисем пирки сăмах хускатсан.
Унăн çуралнă çĕршывĕ – Чăваш Енри Элĕк районĕнчи Кӳлхĕрри Тени ялĕ. Чĕмпĕр тăрăхне вăл 1990 çулта качча килнĕ. Пулас упăшкипе – Николайпа – Улхашри хĕр тантăшĕн туйĕнче паллашнă. Вăл хĕр çумĕ пулнă, Николай – каччă çумĕ. Пĕр-пĕрне пĕрре курсах кăмăлласа пăрахнă, часах чĕрисене юрату çулăмĕ хыпса илнĕ. Çулталăк хушши пĕр-пĕрин патне çыру çырса тăнă (вĕсене халĕ те упрать мăшăр) хыççăн çамрăксен туйĕ кĕрленĕ.
- Эпĕ хальлĕхе ниçта та ĕçлеместĕп, ачасемпе тата килти хуçалăхра аппалансах вăхăт иртет. Ачасене уйрăмах тимлĕх кирлĕ. Патшалăх умĕнче яваплăхĕ пĕчĕк мар вĕт, – тет Ольга Георгиевна. Профессипе вăл – медсестра, Ульяновскри медучилищĕре пĕлӳ илнĕ. Пушă вăхăтра ал ĕç тытса ларать. Чăваш хĕрĕ çак ăсталăха ачаранах хăнăхнă. Паян та тĕрĕпе киленет: япалишĕн мар – чун канăçĕшĕн. Чун канăçĕ тенĕрен, Мускинсен тепĕр чун киленĕçĕ пур: вĕсем нумай çул «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илсе юратса вулаççĕ.
Акă мĕн калать вăл «Канаш» хаçат пирки:
-Ара, эпир чăвашсем пуль! «Канаш» çырăнса илмесен пире çылăх пулмалла. Чăвашсем валли кăлараççĕ-çке ăна...
Эх, пурте Мускинсем пек шутласанччĕ те...
 
: 689, Хаçат: 12 (1310), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: