Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(«Никама та манман, нимĕн те манăçман» конкурса)
 
Пикментейсен тĕп килĕнче – Эптюш çуртĕнче – аслашшĕн (Велит ятлă) сăн ӳкерчĕкĕпе юнашар Миххал тетен портречĕ çакăнса тăрать. Ялти хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник Владимир (Валатимĕр) Узалуков мăн асаттен сăнне çуллă сăрăпа пир çине ӳкернĕ пулнă. Питĕ лайăх ăсталанă портрета эпĕ ӳкерсе илнĕччĕ, халĕ вăл компьютерта тата папкăра упранать. Чăвашкасси шкулĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене халалланă стенд çинче Михаил Алексеевич Бикмендеевăн сăн ӳкерчĕкĕ пур.
Миххал тетен вăрçăра вилнĕ хучĕ тăрăх вăл 1942 çулхи августăн 19-мĕшĕнче паттăрла пуçне хуни паллă. Вăл стрелоксен 5-мĕш рота командирĕ пулнă. Ăна Калинин облаçĕнчи Ржев районне кĕрекен Грибеево ялĕнче пытарнă. Пирĕн килти архивра унăн 1935 çулта Бугурусланта вĕреннĕ ударниксен ушкăнĕпе ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкĕ упранать. Кадрти лейтенант званине вăл Чăваш Енри парти шкулĕ-нче вĕреннĕ вăхăтра илнĕ, вăрçа аслă лейтенант званипе кĕнĕ.
Килти архивра сыхланса юлнă удостоверени тăрăх çакна пĕлтĕмĕр: вăл Благовещенск хулинчи 138-мĕш уйрăмра зенитпа артиллери дивизийĕ-нче тăнă. 1939 çулта рабочисемпе хресченсен Хĕрлĕ çарĕн красноармеецĕ пулнă.
Миххал тете çинчен каласа панине астăватăп. Вăл 1918 çулта çуралнă. Амăшĕ ăна çуратнă хыççăн тепĕр икĕ эрнеренех вилсе кайнă. Унăн ашшĕ Велюш пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хускалсан Ментюш шăллĕпе хăйсен лашисене йĕнерлесе фронта тухса кайнă. Вăрçăран аманса таврăннă хыççăн нумаях пурăнайман, суранĕ-сене пула çĕре кĕнĕ. Тăлăха юлнă Миххала Велит аслашшĕпе Эмине асламăшĕ усранă. Вĕсем ватăлса вилсен ашшĕн Эптюш шăллĕпе Праски инкĕшĕ пăхнă.
Велитăн (Пикментейĕн аслă ывăлĕ) аслă ывăлĕн Велюшăн ачи Миххал ялти хастар комсомолец пулнă. Шкултан вĕренсе тухсан Петр Сайдяшевпа пĕрле малалла вĕренме кайнă. Аслашшĕ мăнукне хăйĕнчен аякка ярасшăн пулман. Урăх курмасса сиссех пулĕ питĕ хытă йĕрсе юлнă. Чăнах та Миххал тете яла таврăнайман, парти шкулне пĕтерсен офицер званипе ĕçленĕ çĕртенех ăна вăрçа илсе кайнă.
Эпир Миххал тетепе мухтанатпăр. Сыхланса юлнă документсене, сăн ӳкерчĕксене, асаттепе асанне каласа панисене пуçтарса çитес ăрусем валли упратпăр.
 
Сăр районĕ.
 
: 624, Хаçат: 12 (1310), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: