Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ку урама кам ячĕпе пани пирки тавлашу 1960 çултанпах пырать. Вăл вăхăтра ку ыйтупа Ульяновскри паллă таврапĕлӳçĕ Мира Савич ĕçленĕ. Урама хăш Ефремов ятне панине çирĕплетекен нимĕнле документ та тупайман. Икĕ ăнлантару пур.
1-мĕшĕ. Урама совет çарĕн генералĕ Ефремов ячĕпе панă. Вăл пĕрремĕш Тăван çĕршыв вăрçине хутшăннă. 1917 çулхи октябрь пăлхавне хутшăннă, унтан граждан тата аслă вăрçисене. Ефремов генерал ертсе пынипе 1941 çулта Хĕвеланăç фрончĕн 33-мĕш çарĕ Наро-Фоминск, Бобровск тата Верея хулисене ирĕке кăларнă. 1942 çулта вăл çарне çирĕплетме пулăшу ыйтать, анчах ун вырăнне нимĕç çарĕн «Центр» пунктне илме хушу илет. Ефремов ертсе пынипе тăшман тылне виçĕ дивизи кĕрет, анчах хамăрăннисемпе çыхăну çухатать. Икĕ уйăх тăшман ункинче тăракан генерала самолетпа илме пыраççĕ, вăл хăйĕн салтакĕсене пăрахса хăварма килĕшмест, ункăран çапăçупа тухма темиçе хутчен те ирĕк ыйтать. Ака уйăхĕнче тин ирĕк илет, анчах ункăран тухма май пулмасть, тыткăна çакланасран шикленсе вăл перĕнсе вилет.
Унăн ĕç биографийĕ Чĕмпĕр тăрăхĕпе çыхăннă. 1937 çулта вăл Атăл тăрăхĕнчи çар округĕн командующийĕ пулнă. Ульяновск хулинчен ăна Верховнăй Совет депутатне суйланă.
2-мĕшĕ. Аслă Çĕнтерӳ 60 çул тултарнă тĕле «Их именами названы улицы Ульяновска» сборник валли çырнă статья тăрăх, Засвияжски районĕнчи Ефремов урамне Ульяновскри станоксем туса кăларакан заводпа пĕр вăхăтра тума пуçланă. Ун чухнехи промышленность министрĕ А.И. Ефремов урама тăвас ĕçре нумай пулăшнă. Çак урам ятне ун ячĕпе панă тесе те калаççĕ. Анчах пĕрремĕш шухăш тĕрĕсрех тесе шутлаççĕ.
 
 
 
: 557, Хаçат: 12 (1310), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: