Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Лидия Матвеевна Сарафанова (Шумилова) Чартаклă поселокĕнче 28 çула яхăн пурăнать, вĕсенчен 25 çулне «Канаш» хаçатăмăра çырăнса илет. Вăрçă ачи акан 13-мĕшĕнче 80 çул тултарать.
 
Унăн çуралнă çĕршывĕ – Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Ишлĕ ялĕ.
-Пурнăçăм ман пит терт-нушаллă пулчĕ. Аттепе аннен эпĕ пĕртен-пĕр ачи тăрса юлнă. Пĕртăвансем çуралсанах е кăштах пурăнсан вилсе пынă. Чире пула эпĕ те çичĕ класс аран-аран пĕтертĕм. Кăшт аванлансан колхоз ĕçĕсене çӳрерĕм, сысна ферминче вăй хутăм. 23 çулта ялти йĕкĕтпе Ваньăпа пĕрлешрĕмĕр. Вăл манран виçĕ çул аслăрахчĕ. Унччен хĕсметре тăватă çул пулчĕ. Пĕрлешсен пирĕн патăмăрта пурăнтăмăр. Вăл вăхăтра вăй питти çынсем Киров вăрманне сухăр юхтарма çӳретчĕç. Эпир те эпĕ йывăр çын пулнине пăхмасăрах упăшкапа ĕçлеме кайрăмăр. Сухăр юхтарма çăмăл марччĕ. Чĕрĕ хыр йывăçне тăрăхла çураттăмăр та сухăрне савăт çине юхтараттăмăр. Ăна кайран Шупашкара ăсататчĕç. Мана – ача кĕтекене – пушшех те йывăр килнĕ ĕнтĕ. Эпир вăрманти пĕр пӳртре пурăнаттăмăр. Условисем начарччĕ, укçине тӳлетчĕç ĕнтĕ. Пире пуçлăх çĕвĕ машини туянма пулăшрĕ. Питĕ савăнтăм уншăн. Анчах кулянмалли те тупăнчĕ. Манăн ача вăхăтсăр – сакăр уйăхрах – çуралчĕ, пĕр хут чĕчĕ ĕмрĕ те вилсе кайрĕ. Ывăлччĕ. Эпир ăна Киров вăрманĕнчех пытартăмăр, - кулянса калаçать Лидия Матвеевна.
Кулянмалли тата нумай пулнă-ха унăн пурнăçĕнче. Чăваш Ишлĕ ялĕнче пурăннă çулсенче Сарафановсен виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çуралать. Ӳссе çитсен аслăраххисем мăшăрĕсене тупса çемье чăмăртаççĕ. Аслă ывăлĕ Витя Чартаклă районĕнчи Мирный поселокне куçса килсе ĕçе вырнаçсан ашшĕпе амăшне тата йăмăкĕсемпе шăллĕсене кунта килме сĕнет. Сарафановсем малтан курма килсе каяççĕ. 1987 çулта тĕппипех куçса килеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ку тĕле тивĕçлĕ канура пулнă. Ачисем ĕç вырăнĕ тупаççĕ, кĕçĕннисем те мăшăрланса тымар яраççĕ. Веçех йĕркеленсе каять. Анчах Лена хĕрĕн телейĕ нумая пымасть. Кĕçĕн ывăлĕ тăватă уйăхра чух упăшки утă тиеме кайсан ăнăçсăр ӳксе вилет. Хĕрĕх кунĕ иртмест – Троица кунĕнче Ленан çурчĕ выльăх-чĕрлĕхпе пĕрле çунса кĕлленет. Вĕсем амăшĕ патне пурăнма куçаççĕ.
11 çул каялла Лидия Матвеевнан мăшăрĕ Иван Захарович вилсе каять. Ăна Чартаклăри кивĕ масара пытараççĕ. Часах Киров облаçĕ-нче çемйипе пурăнакан ывăлĕн Юрккан пурнăçĕ ура çĕрнипе татăлать. Инкек тени каллех Лена килне килсе шаккать. Аслă ывăлĕ (28 çулта) ӳпке чирне пула пурнăçран уйрăлать. Çакăнпах вĕçленмест-ха Сарафановсен хуйхи-суйхи. Ашшĕн икĕ шăллĕ пĕрин хыççăн тепри пурнăçран уйрăлать. Хĕрĕх кунĕ çитичченех тĕп килте амăшĕпе тата хăй çемйипе пурăнакан кĕçĕн ывăлĕ Борис тем сăлтава пула хăй çине алă хурса пурнăçран уйрăлать.
-Икĕ уйăхра тăватă тăвана пытартăмăр вĕт... Çак икĕ уйăх пирĕншĕн тамăкра пулнăнах туйăнчĕ. Тӳссе ирттертĕмĕр... Мĕн тăвăн, чĕррисен пурăнмаллах. Пурте тĕрлĕ масарта выртаççĕ. Çимĕкре пурин патне те çитсе асăнатпăр. Кĕçĕн ывăлăн Борисăн арăмĕ ачисене илсе ман патăмран тухса кайни те чĕреме ыраттарать. Кин çĕнĕ упăшка тупрĕ. Халĕ ман патăма килсе те çӳремеççĕ, - чунне уçса парать Лидия Матвеевна.
Унăн чун йăпанăçĕсем паян – кӳршĕре пурăнакан Ленапа тепĕр урамра пурăнакан Валентина хĕрĕсем тата Витя ывăлĕ çемйисемпе, вăл шутра 11 мăнукпа 4 кĕçĕн мăнук. Тепĕр киленĕçĕ – «Канаш» хаçат. Пуçласа вĕçне çитичченех вулать вăл пирĕн хаçата. Тепĕр урамра пурăнакан аслă ывăлĕн Витьăн çемйи те нумай çул çырăнса илет чăваш хаçатне.
-Анне ватă пулсан та çырăнса илет те – хамăр çырăнмасан намăс. Чăваш чĕлхине пурте аван пĕлетпĕр вĕт, - тет Виталий Иванович.
Лена хĕрĕ кунне темиçе те кĕрсе тухать амăшĕ патне. Эпĕ пырсан та вăл хыпаланса чупса пычĕ. Амăшне мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшрĕ. Хаçат валли чăваш тумĕпе ӳкерес кăмăл пурри пирки каласан Лидия Матвеевна чăлана васкаса тухрĕ. Кивĕ арчинчен килте тĕртнĕ пиртен çĕленĕ кĕпе-саппунне тата тутăрне илсе кĕрсе тăхăнчĕ те – унăн сăн-пичĕ тĕлĕнмелле çуталса кайрĕ. Мĕнле илемлĕ вĕт-ха пирĕн чăваш кĕпи! Чи тĕлĕнмелли вĕçĕнче пулчĕ. Çак нумай çул арча тĕпĕнче упраннă авалхи пурлăха амăшĕпе хĕрĕ мана парнелерĕç.
-Эсĕ ансамльте юрлатăн. Сана вăл кирлĕ-рех, - терĕç.
Чăнах та, пĕлтĕр «Палнай» юрă ушкăнĕ Лена упăшкипе пĕр тăван шăллĕн юбилейĕнче вĕсене савăнтарнăччĕ. Чăннипех те пысăк парне пулчĕ ку маншăн! Эпĕ ку парнене Çĕнĕ хулари культура центрĕнчи «Палнай» ушкăн репетици ирттерекен пӳлĕмри кĕленче шкапа çакса хутăм. Ан тив, шкул ачисем те паллашма пултарччăр иртнĕ ĕмĕрĕн варринче çĕленĕ чăваш тумĕпе.
Лидия Матвеевнана юбилей ячĕпе чĕререн саламлатăп. Çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телей сунатăп. Хаклă парнешĕн чĕререн тав тăватăп.
 
Чартаклă поселокĕ.
 
: 341, Хаçат: 13 (1311), Категори: Вăрçă ачисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: