Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Даша Миронова Чăнлă районĕнчи Норовка шкулĕнче виççĕмĕш класра вĕренет. Хăйĕн вĕрентекенне – Любовь Александровна Топтыгинана хисеплет. Дашăн дневникĕ çинче «тăваттă» тата «пиллĕк» паллăсем кăна. Чи юратнă предмечĕ – вырăс литератури.
 
Даша – Аслă Нагаткинта Лянкинсем опекăна илнĕ хĕр. Хăй çак çемьене лекнишĕн питĕ савăнать вăл.
-Эп телейлĕ ача. Манăн веçех пур: юратнă кил-çурт, аннепе атте (Лянкина Людмила Владимировнапа мăшăрне çапла чĕнет), кукамайпа кукаçи (Елена Николаевнапа Владимир Ильич Лянкинсем), пурăнакан кил-çурт çутă, таса та ăшă, килте хамăн пӳлĕм, компьютер, пуканесемпе ытти теттесем нумай. Эпĕ питĕ пысăк пуканесемпе выляма юрататăп. Çавăнпа кукамай мана вĕсене туянса парать. Уроксене вĕренме пур майсем те туса панă мана. Тăван пиччесем пĕрле пурăнаççĕ, мана йывăрлăхсенчен хӳтĕлеççĕ, юратаççĕ. Аннепе атте тăван мар пулин те пирĕншĕн питĕ хаклă. Эпир вĕсене юрататпăр, вĕсем пирĕншĕн тем тума та хатĕр. Таçта та илсе çӳреççĕ. Эпĕ Шупашкарта, Мускавра, Владимирпа Муромра, Санкт-Петербургпа Волгоградра, Хусанта пулса курнă, Соль-Илецкра каннă, Матрена çветтуй патĕнче пулса лайăх вĕренме ăс-тăн пар, кукамайпа кукаçие ан чирлеттер тесе ыйтнă. Мана пурнăçра веçех çитет, хамăн малашлăх та аван пуласса шанатăп, - каласа парать хĕрача хăпартланса.
Даша Миронова Лянкинсен çемйин «Хĕвел» юрăпа ташă ушкăнне çӳрет. Ташша-юрра ăста хĕре ушкăнăн чăн-чăн хĕвелĕ теме пулать. Унăн сăнĕнчен илемлĕ кулă каймасть. Ушкăна сцена çине тухма В.И. Лянкин тата В.Н. Игнатьева-Тарават хатĕрлеççĕ. Валентина Николаевна ачасене тĕрĕс юрлама, ташлама тата хăйсене сцене çинче илемлĕ тытма вĕрентет. Кукашшĕ вара купăс калать.
-«Хĕвел» ушкăна çӳресе хама çирĕп туятăп. Унта çӳремесен хама никама та кирлĕ мар çын пек туятăп. Сцена çине тухасси маншăн савăнăç, пирĕн юрă-ташша куракансем алă çупса йышăнсан çунат хушнă пек хăпартланатăп. Сценăна питĕ юрататăп. Концертсемпе таçта та çитсе курнă – пултарулăхăмăра Чăваш Республикинчи темиçе ялта, Ульяновск облаçĕ-нчи ялсемпе хуласенче, Хусанта кăтартнă, - тет Даша.
Вăл ал ĕçне те пĕлет, йĕпсепе тата чĕнтĕр йĕппипе çыхать, картинăсем тĕрлет. Шкулти куравра та унăн ĕçĕсем пайтах. Килте апат хатĕ-рленĕ чухне те вăл яланах амăшĕпе юнашар.
 
: 656, Хаçат: 13 (1311), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: