Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мункун тетпĕр эпир ку уява. Мăн (Аслă) кун темелле-ха ăна тĕрĕсрех. Хăшĕ-пĕри ăна Калăм тет. Вырăсла Пасха теççĕ. Çак кун православи тĕнчи Христос вилсе чĕрĕлнине паллă тăвать. Пĕчĕк ачасем ир-ирех çывăх тăванĕсем патне ырă хыпарпа пыраççĕ, саламлаççĕ. Аслисем, паллах, ача-пăчана кучченеçсĕр кăларса ямаççĕ. Куннехинче темле сăлтавпа эпĕ хулара ывăл патĕнче пултăм. Пĕр подъездран теприне ача-пăча ушкăнĕ кĕшĕлтетсе çӳрет. Кашнин аллинче пĕчĕк хутаç. Хутаçĕсенче тĕрлĕ тĕспе пĕветнĕ Мункун çăмарти, канихвет-пĕремĕк. Вăхăтăма кĕскетес тесе тăхăр хутлă çурт умĕнче унталла-кунталла çӳретĕп. Ак тамаша! Ман патăма Мункун парни пухакан ача ушкăнĕ кĕрлесе çитрĕ. Мухтанаканни те пур вĕсен хушшинче.
-Манăн хутаçра 25 çăмарта!-тет пĕри.
Теприн хутаçĕнче шăккалат, укçа та пур иккен. Манăн мăнукăн хутаçĕ вара вĕр çĕнĕ велосипед рулĕ çинче çакăнса тăрать.
-Камăн велосипечĕпе ярăнса çӳретĕн-ха, мăнукăм/- ыйтатăп çакăнтан.
-Асатте, асатте, эпир пĕр хваттере шăнкăравларăмăр та Мункун ячĕпе хыттăн саламларăмăр. Шур сухаллă мучи алăкне уçрĕ те: «Мĕнпе тав тăвас-ши сире, маттурккасем/ Манăн çăмарта та, пĕремĕк те илсе хуни çук,-терĕ. Унăн-кунăн пăхкаларĕ те:- Э-э-э тупрăм, акă сире кĕтсе тăракан парне! Миçе çул балкон çинче чăрмантарса, вырăн йышăнса тăрать». Çапла ырă кăмăллă мучи мана, малта тăраканнине вĕр çĕнĕ икĕ урапаллă, шăнкăравлă, хунарлă йăлтăркка велосипед тыттарчĕ. Пăлханнипе тав тума та манса кайрăм. Пĕр хутран теприне велосипедпа савăнса чупса антăм та килелле вĕçтертĕм.
Йĕпе сăмсаллă ача-пăчана темиçе пин тенкĕ тăракан велосипед парнеленĕ мучи вырăнне хама тăратрăм.
Ачасене юратни, Христос вĕрентĕвне хисеплени е тимĕр-тăмăра урама кăларса пăрахма май тупăннине мала хунă-ши çак çын/ Çук! Ырă та пысăк чĕреллĕ çын пулнă вăл.
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш ялĕ.
 
: 564, Хаçат: 13 (1311), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: