Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
И.Я.Яковлев Константин Иванова 1905 çултанпа асăрхаса сăнама тытăннă пулас. Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентекенĕ Михил Петров чăваш литературипе ачасене «Çуркунне» темăпа сочинени çыртарнă.
 
К.В.Иванов ăсталăхĕ
Вăл Константин ĕçне вуласан тĕлĕнсе кайнă. Иванов çырнинче çурхи пăр сасси те, кайăк-кĕшĕк юрри те, ӳсен-тăран, йывăç-курăк çеçкеленсе-папкалан са тухни те питĕ витĕмлĕ сăнланнă-мĕн. Хĕпĕртенĕ вĕрентекен «чун тапраннипе» çак ĕçе кăтартма Иван Яковлев патне васкать. Хайхи сочинение ăна вуласа парать. Вара шкул пуçлăхĕ те тĕлĕнсе каять. «Тавах сана, тавах! Вырăс литературинче кун пек сăнласа панине сайра тупма пулать. Эсĕ ăна ытлашши ан мухта, пăсса ярăн»,- тесе калать. Унччен Яковлев Иванов пирки калани нимĕнле литературăра та, аса илӳре те курăнмасть. Анчах 1904 çулта Константин Иванов сăвă çырма тытăннă хыпар ачасен хушшинче сарăлнă. Ун çинчен Иван Яковлевич пĕлмен пулас.
К.Иванов Чĕмпĕрте вĕреннĕ чухне ăсталăхне тĕрлĕ енчен кăтартнă. Вăл концерт вăхăтĕнче сцена çине тухса хăй çырнă сăвва лайăх вуласа панă, вырăслипе панă сочинение сăвăласа çырнă. Иван Яковлевич ачасене чăваш тата вырăс чĕлхисене лайăх вĕрентес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă, вырăсларан чăвашла куçарттарнă. Акă Марфа Трубина Лев Толстойăн юмахĕсемпе калавĕсене икçĕр страница ытла куçарса панă. Иванов та çак ĕçе хутшăнмасăр тăрайман ĕнтĕ. Анчах вăл куçарнисенчен «Тинĕс» ятлă тĕрленчĕк çеç паллă. Пĕр юлташĕ аса илнĕ тăрăх, Константин 1906 çул тĕлне Гетен «Райнеке-Лис» поэмине чăвашла куçарнă. Çакăн пек пултарулăх çинчен Иван Яковлев пĕлмесĕр тăман. Ăна забастовкăна хутшăннăшăн кăларса янă пулин те 1907 çулхи кĕркунне Иван Яковлевич çамрăка каялла чĕнсе илнĕ.
Шăпах ĕнтĕ çак вăхăтра И.Яковлевпа К.Иванов хутшăнăвĕсем çывăхран çывăх пулма тытăнаççĕ. Шкул пуçлăхĕ çамрăксен пĕлĕвне тĕрĕслес тесе Ю.М.Лермонтов сăввисене Ивановпа Шупуççыннине куçарттарать. Константин «Калашник хуçа çинчен хунă юрра» питĕ ăнăçлă куçарать. Çакă Яковлева питĕ савăнтарать. Вăл хăй те вырăс поэтне гимназире вĕреннĕ чухнех юратнă. Ăна уйрăмах «Мцыри» поэмăри «мĕскĕн чун йĕри-таврари тискерлĕ-хпе кĕрешни» кăмăла кайнă. Çавăнпа И.Яковлев сăвăсене куçарттарас умĕн Константинпа Николая -- Лермонтов поэзийĕн пĕлтерĕшĕ çинчен ятарласа ăнлантарнă. Кун çинчен вăл ватлăхра çапла аса илет: «Эпĕ ăна ятарласа вĕрентрĕм. Сăмахран, Лермонтов поэзийĕн пĕлтерĕшне ăнланма пулăшас тесе эпĕ ăна Белинский çырнисемпе паллаштартăм». Çак самантран тытăнса К.Иванов литература ĕçне кӳлĕнет, Библи куçарнипе пĕрлех юмахсемпе поэмăсем çырма тытăнать. Çавăн пек юнашар ларса Яковлев Иванова вĕрентмен пулсан, тен, «Нарспи» поэма та çуралман пулĕччĕ.
Ку акă мĕнрен курăнать. Иванов «Калашник хуçа çинчен хунă юрра» шкул хуралçине, Чалтуна, вуласа парать. Лешĕ ăна Нарспи çинчен калакан халап ярса кăтартать. Вара çамрăк поэт «Нарспи» поэма çырма пикенет. Вăл хăй те унччен телейсĕр юрату çинчен калакан халапсене пухнă. Н.Шупуççынни каланă тăрăх, Константин поэмăна туй сценинчен çырма тытăннă. Çапла тума ăна Лермонтов юрри хавхалантарнă.
Иван Яковлев кун çинчен 1908 çул пуçламăшĕнче тин пĕлет. Пĕррехинче вăл Иванов пӳлĕмне пырса кĕнĕ. Лешĕ ăна асăрхаман, сăвă çырса ларнă. Яковлева курсанах çамрăк хăраса ӳкнĕ те ал çырăвне пытарма тăнă. Иван Яковлевич çине тăнипе сăвăç хăй мĕн çырнине вуласа панă. Унта автор икĕ пине яхăн йĕрке çырнă пулнă ĕнтĕ. И.Яковлев савăнса кайнă та поэмăна пичетлесе кăларма шут тытнă.
К.Иванов çак произведение çуркунне çырса пĕтерет те тӳрех шкул пуçлăхне вуласа пама каять. Вĕсем пĕр каçхине тул çутăличчен калаçса лараççĕ. Чунтан хĕпĕртенĕ Яковлев уроксем пуçланичченех класа васкать, хăй урок ирттерес вырăнне лайăх вулама пултаракан пĕр ачана тин вĕçленĕ хайлава вулаттарать. Хăйĕн урокĕн вăхăчĕ иртмесĕр вулаттарма чарăнмасть. Ку поэмăна вăл ытти классенче те вулаттарать, çак ĕçе Иванова та явăçтарать.
«Нарспи» Иван Яковлевича мĕншĕн савăнтарнă-ха/ Çакна эпир унăн сăмахĕ-нчен те аван куратпăр. Вăл К.Иванова акă епле хаклать: «Астăвăр, Константин Иванов – талантлă поэт. Вăл пирĕн шкул мухтавĕ. Вăл хăйĕн таланчĕпе пирĕн шкулăн чапне çĕклерĕ, пирĕн чĕлхемĕр пуян та илемлĕ иккенне кăтартрĕ. Тăван халăха, тăван чĕлхене юратас пулать, ху чăваш пулнишĕн вăтанма кирлĕ мар. Тăван чĕлхепе усă курса ялти пурнăçăн тискер йăлисемпе кĕрешмелле, культурăна халăх хушшинче сармалла. Илемлĕ сăмах туйăмне К.Ивановран вĕренме, вара халăха усăллă кĕнекесем çырма никама та намăс пулас çук».
Çапла хакланă пиркиех Яковлев «Нарспи» поэмăна Чĕмпĕр чăваш шкулĕн юбилейĕ тĕлне ытти хайлавсемпе пĕрле «Чăваш халапĕсем» кĕнекере пичетлесе кăларать, уяв ячĕпе вĕрентекенсемпе вĕренекенсене пурне те парнелет. Ытти çулсенче тин вĕренме кĕнисене те çав кĕнекене валеçсе партарать. Поэмăн уйрăм сыпăкĕсемпе уроксенче тата уяв каçĕ-сенче усă курать. Çавăнтан «Нарспи» шăпи Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе тата ун пуçлăхĕпе , И.Я.Яковлевпа, тачă çыхăнни витĕмлĕ курăнать.
Кун хыççăн та И.Я.Яковлев К.Иванова пурнăçпа пултарулăхра пулăшса пырать. Вăл çамрăк таланта учитель ятне илме май парать. Ун чухне Иван Яковлевич поэта академие вĕренме кĕртес тесе Питĕрти паллă профессорпа паллаштарать. Анчах чирлесе ӳкнĕ пирки «Нарспи» авторĕ ӳнер енĕпе ятарлă пĕлӳ илсе ĕлкĕреймест. Çав вăхăтрах Иванов куçару ĕçĕпе ларнă май хăй ăсталăхне ӳстерет. Çапла Яковлев хастар çамрăкăн пултарулăхне тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшать.
И.Я.Яковлева ашшĕ пек юратнă
Н.Сергеев аса илнĕ тăрăх, Константин Васильевич чăваш учителĕсем хатĕрлекен шкула чунтан юрататчĕ, ăна уçнă И.Я.Яковлева питĕ хисеплетчĕ. Вăл каланă тăрăх, И.Я.Яковлев çак шкул тытăнса тăракан тĕп тĕрекчĕ. К.В.Иванов ăна тĕрлĕ йăх-ях тапăнасран хӳтĕлекен лайăх тактик, дипломат вырăнне хуратчĕ, вĕренекенĕсене хăйсен вăйне ĕненсе тăма шанăç кӳрекен, çĕннишĕн, малта пыраканнишĕн çирĕп тăма, пуçаруллă пулма тата пултарулăх ĕçĕнче хăюлăх кăтартма вăй хушакан чаплă педагог тесе шутлатчĕ. Вăл И.Я.Яковлева хăй ашшĕне юратнă пек юрататчĕ.
Çакна та манма кирлĕ мар:çамрăк сăвăç хăй те Яковлев ĕçне çăмăллатма, унăн ятне çĕклес тесе нумай вăй хунă.
Кунта малтанах пĕр паллă саманта асăнса хăвармалла. 1908 çулта чăваш интеллигенцийĕ Иван Яковлевич çуралнăранпа 60 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ 40 çул тултарнине чаплăн чысласа ирттернĕ. Уяв тĕлне К.Иванов «Хальхи самана» сăвă çырнă. Çак сăвва Константин уяв каçĕнче вуласа панă. Унта уйрăмах Иван Яковлевич чăваш халăхне çутта кăларас енĕпе тунă ĕçсене сăнарлăн пĕтĕмлетсе кăтартнă, вĕсене ырланă. Тĕттĕм чăваш тĕнчине çутатас ĕçре Яковлев уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ пысăк вырăн йышăннине çапла сăнланă:
Те тутара тухас-ха,
Те юталла тарас-ха.
Анчах ыр çын тупăнчĕ,
Самани те улшăнчĕ.
Урăх çулпа утрăмăр,
Урăх çĕре тухрăмăр.
Кунсăр пуçне чăвашсем
Мĕн пулĕччĕç халиччен/
Тутаралла тухĕччĕç,
Тутар енне тытĕччĕç
Е вырăса ерĕччĕç,
Пĕрерĕнех пĕтĕччĕç.
Ырă чăваш тупăнчĕ,
Ырă ĕçе тытăнчĕ.
Чăн чăвашла сăмахпа
Хăй тăванне чăваша
Пырса çапрĕ чĕрине,
Пăлхатса ячĕ чĕрене.
Пăлхатнинчен питĕрех
Шухăш ӳкрĕ пуç çине.
Кĕçех Иван Яковлев ĕçĕ-хĕлĕ чăваш халăх пурнăçне татăклă улшăну кӳрет:
Çĕнĕ ĕмĕр мар-и çав/
Çĕнĕ пурнăç кайрĕ çав!
Пур çĕрте те ялсенче
Хура халăх хушшинче
Хут вĕрентме тытăнчĕç,
Шкулсем нумай уçăлчĕç.
Вĕсен чĕри Чĕмпĕрте,
Аслă чăваш шкулĕнче.
Кĕнекесем çаптарчĕç,
Çын хушшине салатрĕç:
Кĕçке ĕнтĕ куçĕсем
Уçăлаççĕ чăвашсен.
Кĕçке курма пуçларĕç,
Тĕнче кура пуçларĕç.
Ку сăвва автор уяв каçĕнче вуласа панине А.Л.Лукин çапла аса илет: «К.В.Иванов тухрĕ те Иван Яковлевича чăннипех чăвашла сăвăпа саламларĕ. Вуласа пĕтерчĕ. Эпир çил-тăвăл пек алă çупатпăр. Пирĕн çил-тăвăл чинлă çынсене те ярса илчĕ. Вĕсем те нумайччен алă çупрĕç. И.Яковлевăн çутă куçĕсенчен икĕ шултра тумлам татăлса ӳкрĕ».
К.Иванов çак уяв тĕлнех хăй вĕрентекенĕн портретне çуллă сăрăпа ӳкернĕ пулнă (портрета хăçан туни паллă мар, çулне кăтартман). Поэт Яковлев çинчен ытти чухне те мухтаса калаçнă, унăн ятне çĕклеме тăрăшнă. Иванов шкул пуçне хисеплесе: «Анчах эпĕ ăна пысăк чинĕшĕн е званийĕшĕн мар, пысăк ăсĕшĕн, пултарулăхĕшĕн, чăваш ятне çĕртменшĕн юрататăп, ун умĕнче пуçа таятăп»,- тенĕ.
Тăван чĕлхепе вырăс чĕлхине лайăх пĕлнĕ пирки Иван Яковлевич пултаруллă çамрăка Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем валли вĕренӳ кĕнекисем хатĕрлес ĕçе явăçтарнă. 1909 çулта иккĕшĕ пĕрле «Букварь хыççăн вуламалли пĕрремĕш кĕнеке» пухса кăлараççĕ. 1912 çулта К.Иванов, çамрăк вĕрентекен, Иван Трофимова çĕнĕ йышши букварь хатĕрлеме пулăшать: ун валли тĕрлĕрен хайлавсем куçарать тата ӳкерчĕксем туса парать. Унпа вăл юрăсен пуххи тата куçарнă тĕрлĕрен кĕнекесене редакцилесе кăларма нумай вăй хурать. Çакă, паллах, шкулти вĕрентӳ ĕçне чылай çăмăллатнă.
Вĕсем пĕрле Библие
куçарса тӳрлетнĕ
К.В.Ивановăн пархатарлă тепĕр пысăк ĕçĕ вăл – Библие чăвашла куçарнă çĕре хутшăнни.1907-1912 çулсенче пуян чĕлхеллĕ тăлмач Константин Васильевич «Çĕнĕ халала», «Псалтире» юсаса кăларма пулăшать. Иккĕмĕш кĕнеки пирки И.Яковлев ятарласа çапла асăннă: «Эпĕ «Псалтире» юлашки хут Ивановпа пĕрле лайăх тӳрлетсе кăлартăм». Поэт йывăр чирлесе ӳкнĕ хыççăн тăван ялне кайнă чухне те Иван Яковлевич ăна «Авалхи халалăн» пуçламăш кĕнекисене редакцилеме парса янă. Иванов ку ĕçпе нумаях ларайман пулас. Вăл мĕн чухлĕ ĕçлени паллă мар. Юлташĕсемпе тăванĕсем аса илнĕ тăрăх, 1913 çулта сăвăç Библие кĕрекен «Юрăсен пуххине» те куçарнă. Çакăнтан «Нарспи» авторĕ Яковлевăн пысăк тĕллевне – Библие чăвашла куçарас ĕçе пурнăçа кĕртме сахал мар тăрăшни курăнать.
И.Яковлева К.Ивановпа танлаштарсан çакна калама пулать: вĕсем иккĕшĕ те педагогсем пулнă, иккĕшĕ те чăваш халăхне çутта кăларас ĕçе чи мала хунă. Эпир çакна вĕсем ачисене тăрăшса вĕрентнинчен, вĕренӳ кĕнекисем хатĕрленинчен куратпăр. Унсăр пуçне паллă çынсем ачасен пĕлĕвне литературăпа ӳнерлĕх урлă ӳстерме тата пуянлатма тăрăшнă. Ку ĕçре вĕсем халăх сăмахлăхĕпе те анлăн усă курнă. Паллах, И.Я.Яковлев К.В.Ивановран чылай аслăрах пулнине тата нумайрах ĕçленине кура вĕрентӳ ĕçне лайăхрах пĕлнĕ. Ун хастарлăхĕ ытларах ертсе пырассинче палăрать. Иванов пуринчен ытла литературăпа тĕрлĕ ӳнер ĕçне туртăннă. Унччен чăваш букварĕ ӳкерчĕксĕр тухнă пулсан Константин ăна ӳкерчĕклĕ кăларас ĕçе пуçарать, унта çĕнĕ сăвă-юрă ытларах кĕртме тытăнать. Вăл Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче фотокружок йĕркелет, шкулти пурнăçа сăн çапса нумай паха ӳкерчĕк туса хăварать. Вĕсем пире халĕ чăваш ялĕсем валли учительсем хатĕрлекен шкул мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине тата унта пурнăç епле иртсе пынине чĕррĕн кăтартса параççĕ.
Паллах, пурнăçра чашăк-тирĕк шакăртатмсăр пулмасть. Кашнин хăйĕн çитменлĕхĕ пур. Çавăнпа та çак икĕ çын хушшинчи çыхăнусем ялан шăкăл-шăкăл пулса пырайман. Шкулта ĕçлекен çамрăксем хăш чухне хăйсене ирĕклĕрех тытнă, йĕркене пăсни те пулкаланă: вĕсем эрех-сăра сыпкаланă, пирус туртнă. Çакă вара çирĕп йĕркешĕн тăракан Иван Яковлев кăмăлне кайман. Унăн тепĕр чухне вĕсене хыттăнах хăтăрса-ятласа илме тивнĕ. Çапах та пĕтĕмĕшле илсен шкулти хутшăнусем пысăк кил-йышри пек кăмăллă та йĕркеллĕ пулнă.
Пирĕн юратнă сăвăç çамрăкла çĕре кĕни И.Яковлева питĕ кулянтарнă. Ахальтен мар вăл кайран, темиçе çултан, хăйĕн маттур вĕренекенне ăшă сăмахсемпе аса илет: «Ку вăл кăмăллă, сăпайлă, пăхма илемлĕ, пур енчен те пуян ăс-халлă çамрăкчĕ. Унăн шухăшлас пултарулăхсăр пуçне илемлĕхе туяс талант та пурччĕ. Вăл поэт, çамрăк та чаплă тăлмач».
Пĕтĕмĕшле каласан И.Яковлевпа К.Иванов хушшинчи çыхăнусем пирĕншĕн кăтартуллă тĕслĕх. Унта эпир Яковлев Ивановшăн ашшĕ пек тăрăшнине, поэт хăйĕн вĕрентекенне ашшĕне пулăшнă пек пулăшнине, ăна ырă суннине, хисепленине лайăх куратпăр.
 
(«Хыпар» хаçатран.)
 
: 782, Хаçат: 13 (1311), Категори: К.В.Иванов султалаке

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: