Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕçĕн Нагаткинра пĕртен-пĕр вăрçă ветеранĕ Федор Сяпуков юлнă.
Вăл сакăр вунă сакăр çулпа пырать.
 
Мăшăрĕ пульницаран таврăнасса кĕтсе шав чӳречерен пыра-пыра пăхрĕ. «Тунсăхланă, иккĕн -- иккĕнех, пĕччен пурнăç хăвăрт йăлăхтарать»,- шутларăм ветеранăн тарăн та кăмăллă асаилĕвне итленĕ май.
– Çара мана 1944 çулта шăп хам çуралнă кун, раштавăн 27-мĕшĕнче, илсе кайрĕç. Çав кун эп вун çиччĕ тултартăм. Аннепе Ульяновска тырă леçме кайнăччĕ. Яла çĕрле çеç çаврăнса çитрĕмĕр. Килте повестка выртать: кăвак çутăлла çар комиссариатĕнче пулмалла, вăрçа тухса каймалла тенĕ унта. Çавăнпа никама та систерсе ĕлкĕреймерĕмĕр. Çемьере пилĕк ачаран чи кĕçĕнни пулнă. Тетесенчен иккĕшĕ те, Петĕрпе Мишша, вăрçăра çапăçнă, Клавдия ятлă аккана Куйбышев хулине завод тунă çĕре илсе кайнă. Атте, Николай Яковлевич, автозавод çĕкленĕ çĕрте ырми-канми тăрăшнă. Анне, Агреппина Павловна, тылра паттăрлăх кăтартнă. Эпĕ те вăрçа кайма хăраман, çав çул-ӳсĕмри çамрăксем нимĕнрен те хăраман. Чăн-чăн патриотсем пулнă. Тăван çĕршыва тăшмансенчен хӳтĕлес тесе çунса тăнă. Ирхине йăмăкпа анне ăсатрĕç мана. Суслонгера çитрĕмĕр. Лагерьте сивĕ, нӳрĕ. Хамăр выçă. Минометчика вĕрентрĕç. Флотран васкавлă комисси килчĕ. Чи тĕреклĕ хул-çурăмлă, патвар яшсене суйласа илсе Владивостока ăсатрĕç. (Совет çарĕсен пĕр ушкăнне Японие хирĕç тăма хатĕрлемелле пулнă.) Пăрусем турттаракан сивĕ те шăршлă вакунра выçăлла-тутăлла 27 талăк кайрăмăр. Чукун çул станцийĕсенче тăнă чухне чи харсăррисем пасарсене тустарса тухатчĕç. Хырăм ялан выçăччĕ. Эпир Владивостока çитнĕ тĕле çĕр çине палаткăсем (40 яхăн) тăратса хунă. Флота юрăхлă тесе йышăнчĕç. Пилĕк уйăх Вырăс утравĕнче (Русский остров) торпеда катерне çӳретме вĕрентрĕç. Вĕренсе пĕтерсен Совет Гаванĕ хулинче çарта тăтăмăр. Хăвăрт çӳрекен торпеда катерĕсем Кăнтăр Сахалина ирĕке кăларнă çĕре хастар хутшăнчĕç. Шыв çийĕн сехетре 70 çухрăм ытла хăвăртлăхпа пыратчĕç. Кашнинче çичшер-сакăршар çын пулнă. Тутар шыв пырĕпе (Тутар проливĕ) Яппун çĕршывĕ хушшинче торпеда катерĕсен дивизионĕнчи 70122-мĕш çар чаçĕнче хĕсметре тăнă эпир. Темле пăтăрмаха та çакланнă, пĕрре мар вилĕме куçран пăхма тӳр килнĕ. Яппун флочĕ вăйлăччĕ (вĕçĕмсĕр канăçсăрлантаратчĕç пире), Тăван çĕршыва тăшманран хӳтĕлекен вырăс флотилийĕн десантникĕсен ялан сыхă пулмалла. Аслă вăрçă пĕтсен отпуска ячĕç. Пире, юлашки призыва çакланнисене, 1950 çул хыççăн тата тепĕр çул тытрĕç-ха. Эпир карапсем çинчи тĕп специалистсемччĕ. Пурĕ вара çичĕ çул пултăмăр çарта. Чăнлă районĕ-нчен эпир иккĕнччĕ. Тепри те Çĕнĕ Вольăранах -- Володя Цыганцов. Ăна Владивостоках хăварчĕç. Тантăша водолаз пулма суйласа илнĕччĕ. Пире шăпа ентешпе иксĕмĕре вăрçă вăхăтĕнче пĕр-ик хутчен те тĕл пулма пӳрнĕ. Пĕррехинче, хĕсметре тăма пуçланăранпа ултă çул та çитнĕччĕ пулас ун чух, Совет Гаванĕ хулара «хамăр ялсем» тесе ыткăнтăмăр пĕр-пĕ-рин енне, – терĕ «Японие çĕнтернĕшĕн» тата ытти медальсене тивĕçнĕ Федор Николаевич вăрçăри çулсене аса илсе.
Демобилизаци хыççăн Федор Сяпуков икĕ çул Милĕккасра (Димитровградра) МТС механикне вĕренет. Ăна, ĕнер çеç çартан таврăннă, Аслă Нагаткинти машинăпа трактор станцине ĕçлеме вырнаçнă паттăра, ял хуçалăх техникумне вĕренме янă. Пĕтерсе тăван тăрăха килсен ултă çул механик тивĕçĕсене пурнăçлать.
– 1959 çулта мĕнпур техникăна хуçалăхсене парсан мана тĕп инженера Кĕçĕн Нагаткина ячĕç, – аса илет ветеран. – Çак ĕçре эп пенсие тухичченех вăй хутăм. Патшалăх пысăк награда Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ – парса хакларĕ ман ĕçе. «Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле» юбилей медалĕ пур, Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем нумай. Анчах та чи пысăк сум, парне – ман йышлă çемье. Куçăм тулли виçĕ ывăлăн çемйисем. Аслă ача, Володя, Рязановăри ял хуçалăх техникумне пĕтерчĕ, электрик. Евгений Ульяновскри патшалăх ял хуçалăх институтĕ-нчен агронома вĕренсе тухрĕ, çăкăр, чĕкĕнтĕр ӳстерет. Александр – Ленинградра (паян Санкт-Петербург)çарта пулчĕ, биатлонист, спорт маçтăрĕ. Ăна хĕсметрех хăварнăччĕ. Каярах тăван çĕрех таврăнчĕ вăл. Паян виççĕшĕ те фермер. Мухтанмалли ӳсĕмсем тăваççĕ. Ултă мăнук, çичĕ кĕçĕн мăнук. Пурте ĕçе ăста. Мăшăрăм, Агафья Федоровна, чире пула 1994 çулта çĕре кĕчĕ. Вăл та Çĕнĕ Вольăранахчĕ.
Федор Сяпуков çирĕммĕш çул ĕнтĕ иккĕмĕш мăшăрĕпе, Юлия Ильинична Бруслинапа, пурăнать. Унăн те çемйи пысăк. Çурчĕ, пахчи пур. Тăрăшуллă çынсемшĕн, вăрçăпа ĕç ветеранĕ-семшĕн ĕçĕ çителĕклех. Пĕр-пĕрин ватлăхĕ канлĕ, пурнăçĕ лăпкă пултăр тесе пурăнаççĕ вĕсем. Вăрçă кирлĕ мар теççĕ.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 707, Хаçат: 14 (1312), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: