Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чĕмпĕр Ен çыравçи Анатолий Юман мана «Канаш» хаçатăн 2015 çулхи 11-мĕш номерне çырупа ярса пачĕ. Унта малашне чăваш хаçатĕнче вырăсла хăтавсем (статьясем) пичетлесен вырăнлă пулĕ-и тесе ыйтнă.
Ку япалана эпир Шупашкарти таврапĕлӳçĕсемпе сӳтсе яврăмăр. Никам та хирĕçлекен пулмарĕ. Чăвашла калаçакан, анчах чăваш чĕлхипе çырулăхне çирĕп алла илейменнисем вара ку шухăша ырласа йышăнчĕç. Вĕсем тăван хаçатсене вулаççĕ, чылай чухне тишкерӳ хăтавĕсене лайăх ăнланаймасăр такăнаççĕ. Çавăнпа вырăсла çырни кирлĕ терĕç тата тишкерӳллĕ, халăх ĕçĕшĕн пĕлтерĕшлĕрех хăтавсене вырăсла пичетлени усăллăрах пуласса каларĕç. Хаçатра вырăсла çырни пуррине 1-мĕш тата юлашки енсенче курăмлă кăтартса хăварни вырăнлă пуласса систерчĕç.
Вырăсла мĕнтелсем (материалсем) пичетлесен чăваш хаçатне вырăссем е ытти халăх çыннисем çырăнса илессе шанни, ман шутпа, тӳрре килмĕ. Вырăсла вулас тесен хаçачĕ-журналĕ ахалех нумай. Çакна малтанах пĕлсе тăмалла. Çавăнпа хаçата виçесĕр вырăслантарса яни сиен кӳме пултарĕ.
Чăвашла йывăррăн вулакан çитĕннĕ çынсене тата чăвашла вулама хăнăхакан ачасене хаçата анлăрах явăçтарни вара питĕ пархатарлă пулĕччĕ. Чăвашла пичетленекен кăсăк мĕнтелсемпе юнашарах вырăсла резюме, аннотаци, йывăр сăмахсене куçарнине е пĕр-пĕр вичкĕн сыпăка вырăсла кĕртсен мĕнле-ши/
Эсир пĕчĕккисем çинчен тата ачасем валли самай тикĕс çыратăр. «Тетте», «Шевлепе асамат» пек чăвашла-вырăсла журналсенчен тĕслĕх илсе «хаçатри журнал» тусан мĕнлерех/ Вара хаçатăр вырăс шкулĕсенчи чăваш ачисемшĕн вĕренӳ мĕнтелĕ пекех пулса тăрĕччĕ.
 
Шупашкар.
 
: 589, Хаçат: 14 (1312), Категори: ахрам

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: