Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
О.Г.Вириялова 15 çултах тăван ялĕнче – Кивĕ Чакăра – колхоз ĕнисене сума тытăннă. Ушкăнра 16 ĕне, вĕсене куллен виçĕ хут алăпа сумалла. Уншăн уйăха 50-60 тенкĕ укçа тӳленĕ.
 
– Атте – Гаврил Васильевич – инвалидчĕ, вăрçăран хăрах урапа таврăннă. Анне – Мария Федоровна – тĕрлĕ ĕçсенче вăй хуратчĕ, мишер ялĕсенче кирпĕч çапса çӳретчĕ. Эпир те, вĕсен тăватă ачи, колхоз ĕçне 12-13 çултах кӳлĕннĕ, вир, куккурус, чĕкĕнтĕр çумланă, улăм пуçтарнă. Анне мана 10-11 çултах тĕрлеме вĕрентрĕ. Краççын лампи çутипе тăрмăшса лараттăмăр вара. Ун чух краççынĕ те çителĕклĕ марччĕ-ха, ăна питĕ перекетлесе тыткалатчĕç,- аса илет Ольга Гавриловна.
Хĕр 22 çулта пĕрле вĕреннĕ Петр Вириялова качча каять. Кăштах пурăнсан вара çемье Тутарстанри Çĕпрел районĕ-нчен тухса кайма шутлать. Вирияловсем Майна районĕнчи Юшански ялĕнче ĕç тупаççĕ. Петр Александрович шофера вырнаçать, мăшăрĕ – каллех ĕне фермине. Вĕсен ку ялта виçĕ хĕр çуралать.
-Кунта ĕç укçи чылай аванрахчĕ, сумĕ те пурччĕ. Ĕçлекен, тăрăшакан çынна хисеплетчĕç. Мана район центрне ял хуçалăх ĕçченĕсен слетне яланах илсе каятчĕç, парнесем, наградăсем паратчĕç. Хам та тăрăшнă ĕнтĕ. Ялан малти вырăнсенче пыраттăм. Килте те пысăк хуçалăхчĕ, темиçе ĕне тата ытти выльăх-чĕрлĕх тытаттăмăр. Килтен ĕçе чупаттăм, ĕçрен – киле. Виççĕмĕш хĕре çуратсан виçĕ уйăхранах ĕçе тухрăм. Ачана сăпкана хураттăм та ӳкесрен йĕри-тавра çыхкалаттăм. Хам ĕçе кайса киличчен аслăраххисем – 7-8 çулхисем – пăхса тăратчĕç. Хăш чухне ачана кӳмене (коляска) хурса хампа пĕрле ĕçе илсе каяттăм, – тет чăваш хĕрарăмĕ Ульяновск облаçне куçса килнĕ хыççăнхи вăхăта аса илсе.
1986 çулта вара çемье Ульяновск хулине килсе тĕпленет. Кил хуçи хĕрарăмĕ автозавода вырнаçать, штамповщица ĕçне алла илет. Çавăнтанах тивĕçлĕ канăва каять. Унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ – 43 çул, вĕсенчен 21 çулне дояркăра вăй хунă. Ольга Гавриловнана Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ ятне панă.
Шел, 10 çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕнĕ. Килĕнче пĕччен пурăнать, анчах вăл пĕччен мар: çичĕ мăнук ĕнтĕ ун. Ĕмĕрĕпех йывăр ĕçре вăй хунипе алли те ыратать -- çапах та чăваш хĕрарăмĕ ачалла вĕреннĕ тĕрĕ ĕçне пăрахмасть, хуллен тĕрлет. Çак ĕçе вĕрентнĕшĕн амăшне тав тăвать. Пурнăçра хăйне хастар тытма тăрăшать, чăваш уявĕсене хутшăнать. Çăварнире такмак каласа ташлани те пур. «Канаш» хаçата тахçантапах çырăнса илет ĕнтĕ, калавсем вулама кăмăллать. Кăçал вăл хаçат лотерейне хутшăнса парне те выляса илчĕ.
Ырă кăмăллă хĕрарăм Ульяновскри «Наци ялĕнче» çĕкленсе ларнă чăваш музейĕ валли хăй 50 çул каялла тĕрленĕ алшăллине парса ячĕ. Пирĕн редакцие вара: «Канаш» хаçата вулакантан», – тесе тĕрлесе çырнă салфетка парнелерĕ. Унтан такмакласах каларĕ:
Салфеткине тĕрлерĕм,
Ниçта хура пĕлмерĕм.
Чунăм хĕпĕртенипе
Сире парнелес терĕм.
Халĕ ку салфетка пирĕн редакци пӳлĕмне илемлетет. Тавах сире, Ольга Гавриловна, ырă кăмăлăршăн!
 
: 751, Хаçат: 14 (1312), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: