Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валентина Ефимова Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Канаш» хаçатĕнче çирĕм çул ытла ĕçлет, тăван халăх чăвашла хаçат-журнал тата кĕнекесем юратса вулатăр тесе нумай ырă ĕç тăвать, пысăк ӳсĕмĕсемпе савăнтарать. Ĕçĕ те яваплă ун – хаçатăн яваплă секретарĕ.
Çак кунсенче вăл 55 çул
тултарать.
 
– Валентина Алексеевна, пурте эпир ачалăхран тухнă.
– Çуралнă ял, тăван тавралăх тăтăш аса килет мана. Эпĕ Чăваш Енри Куславкка районне кĕрекен Илепер ялĕнче 1960 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Анне – Анфиса Ивановна – мана Мăнкун уявĕнче килте çуратнă. Вăл тăван колхозра (кайран совхоз пулса тăнă) фермăра, тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. Хуçалăхра хăмла ӳстерме тытăнсан анне унта мĕн канăва кайиччен вăй хунă. Эпир те, ачисем, ăна пулăшма çӳреттĕмĕр. Хăмла ӳстересси – питĕ йывăр ĕç. Атте Алексей Терентьевич хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре – конюхра, скотникра тăрăшнă. Çуллахи вăхăтра утă хатĕрленĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Ĕç ветеранĕсем.
Эпĕ вĕреннĕ чух пирĕн шкул пысăкчĕ. Шкулта лайăх вĕреннĕ. Пуçламăш класранах шкулти хора юрлама çӳренĕ, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. Сăвă вулама питĕ юрататтăм. Эпир вĕреннĕ вăхăтра писательсемпе поэтсем Аслă вăрçă çинчен кĕнекесем çырса кăларатчĕç. Çав темăпа эпĕ анне каласа панă тăрăх сочинени çырнăччĕ. Уншăн мана шкулти линейкăра мухтанăччĕ.
Астăватăп-ха, виççĕмĕш класра вĕреннĕ чух пĕр уявра юлташ хĕрачипе Иринăпа «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ/» юрра хамăр клубра шăрантартăмăр. Çавна çырса юлнă иккен.10 класс пĕтерсен, сывпуллашу каçĕнче, çавна пире итлеттерчĕç. Эпĕ ташлама юрататтăм, хамах тĕрлĕ ташăсем шутласа кăларма ăстаччĕ. Шкулпа куççульпех сывпуллашнă. Пирĕн шкулта тава тивĕçлĕ, пултаруллă, ырă кăмăллă учительсем вĕрентнĕ. Эпĕ спортпа та туслă пулнă. Хĕлле йĕлтĕ-рпе, çулла çăмăл атлетикăпа тĕрлĕ ăмăртусене çӳренĕ.
Шкул хыççăн тантăшăмпа музыка училищине вĕренме каясшăнччĕ. «Артист ĕçĕ йывăр, хисепсĕр!» – терĕ пичче. Итлерĕм. Шупашкарти экономика техникумне вĕренме кайма тĕв турăм. Пĕр самантра шухăша улăштарса Ульяновска çул тытрăм. Трамвай водителĕсене вĕрентсе кăларакан училищĕне кĕтĕм. Пĕр вăхăтрах Чулхулари геологи разведкин теникумне куçăмсăр мелпе вĕренме кĕрес тесе документсене ярса патăм. Экзаменсене ăнăçлă тытнă хыççăн кунтах юлтăмăр. Трамвай водителĕн ĕçĕ интереслĕ пек туйăнчĕ. Шăпа çапла пулса тухрĕ.
Çемьере пилĕк пĕртăванран эпĕ – чи кĕçĕнни. Паян пилĕксĕмĕр те Раççейăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнатпăр. Икĕ аппа тата икĕ пичче – сывă, çемьеллĕ, мăнуксемпе пуян. Куллен пĕр-пĕринпе çыхăну тытатпăр. Хальхи компьютер саманинче тăвансемпе курнăçăнса калаçма çав тери ансат. Ку маншăн пысăк савăнăç.
– Ун чухне хăçан та пулин хăвăн пурнăçна кĕнеке, çыру ĕçĕпе çыхăнтаратăп тесе шутланă-и эсĕ/
– Шутламан çав ĕнтĕ. Вуласса вуланă-ха, шкулта мана ытларах математика, физика предмечĕсене вĕренме çăмăлтарахчĕ.
Куславкка районĕ паллă çынсемпе пуян. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр: Ольга Ивановна Ырзем (Шестопалова) артистка, Куснар ялĕнчен* Никифор Мранька – «Ĕмĕр сакки сарлака» роман авторĕ – Пилешкассинчен, Марфа Дмитриевна Трубина çыравçă – Куснартан, Мария Дмитриевна Ухсай (Мухина) – прозаик, драматург, Якунькă ялĕнчен. Шкул картишĕнчен çырма урлă вĕсен пахчи курăнатчĕ. Вĕсем унта ларнă чух Ухсай Яккăвĕ сăвă вулани те илтĕнетчĕ. Тамара Ивановна Чумакова – чăвашсен пĕрремĕш юрăçи – Варасăр ялĕнчен. Час-часах пирĕн клуба концертпа килетчĕ.
– Ĕç биографийĕ ăçтан пуçланнă/
– Училищĕрен вĕренсе тухсан çичĕ çул ытла водительте вăй хутăм. Ялан çын хушшинче ĕçлеме çăмăл мар: кашнин хăйĕн кăмăлĕ, чун-хавалĕ. Анчах та хама пур лару-тăрура та чыслăн тытма тăрăшнă. Юлташсем нумай пулнă. Вĕрентекенĕме, куллен ăс паракана, Надежда Ивановнăна ырăпа асилетĕп. Питĕ сăпайлă, ăслă çынччĕ. «Валя, малалла вĕренмеллех санăн!» - тетчĕ.
– Ачусем – санăн икĕ çунату.
– Водительте ĕçленĕ чухнех пулас мăшăрпа – Тольăпа – паллашрăмăр. Çамрăк чух çилçунатлă, малкурăмлă, телейлĕ пулнă. Юратнă çынпа туслă чухне пĕрре те килте ларман. Яланах кинона, концерта, театра çӳренĕ. Толя ман пата икĕ çул чупрĕ. «Çитет чупса, атя пĕрлешетпĕр!» – терĕ. Çемье çавăртăмăр. Саша хĕр çуралчĕ. Мĕнле ят памаллине нумай шутларăмăр. Ун чух кинотеатрсенче те Саша ятлă хĕрачасем çинчен ӳкернĕ картинăсем пыратчĕç. Хуняма та Александра Васильевна ятлă. Эпир те вара Саша ят хурас терĕмĕр. Ывăла тӳрех Дмитрий ят патăмăр. Килте Митя тетпĕр. Ăна вара Толя вăрçăра пуçне хунă Митя куккăшĕн ячĕпе пултăр терĕ.
– Валентина Алексеевна, Ульяновскри типографирен сан пурнăçунти тепĕр тапхăр пуçланнă.
– Çапла. Ачасемпе общежитире пурăнаттăмăр. Çамрăк çемьене хваттер кирлĕ. «Печатный двор» типографие тăрăшуллă çынсем кирлине пĕлтерӳ-рен вуласа пĕлтĕм. "Ĕçлекенсене хваттер те параççĕ", - тенĕ йыхравра. Эпĕ унта вырнаçрăм. Типографире интереслĕ, интеллигентлă, ырă кăмăллă хĕрарăмсемпе – вăрçă ачисемпе, тыл ветеранĕсемпе – паллашрăм. Мана афиша пуçтаракан пулма сĕнчĕç – сăмахсăрах килĕшрĕм. Афишăн кашни сăмахĕнчи саспаллисене пĕрерĕн çыпăçтарса пуçтармаллаччĕ. Кунти маçтăр – Зинаида Михайловна – пурнăçра, çемьере питĕ кирлĕ сĕнӳсем паратчĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи йывăрлăхсене аса илсе хурланатчĕ. Наставник – Калерия Михайловна (хушаматне астумастăп) блокада вăхăтĕнче Ленинградран эвакуаципе килнĕскер, çав тери ырă кăмăллă, типографи ĕçĕсене мана веçех вĕрентрĕ.
– Шăпах кунта эсĕ Ульяновскра чăваш хаçачĕ тухма тытăнни пирки илтнĕ.
– Çапла. Эпĕ "Канаш" хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăнни 2014 çулхи июль уйăхĕнче 20 çул çитрĕ. Хаçатăн пĕрремĕш номерне мĕнле кăларнине лайăх астăватăп. Ун чух "Печатный двор" типографийĕн пĕр филиалĕ Ленин урамĕнчи Гончаров музейĕ-нче вырнаçнăччĕ. Эпĕ шăпах çавăнта вăй хураттăм. Хаçатăн пĕрремĕш редакторĕ В.Ф.Ромашкин "Канашăн" пĕрремĕш номерне кăларма пычĕ. Ĕçлекенсем хушшинче чăваш чĕлхине пĕлекенсене шырарĕ. Вăл вăхăтра хаçата линотип мелĕпе тата алăпа пуçтарса калăплаттăмăрччĕ.
Каярах А.Чебанов драматургăн "Праски инке хĕр парать" кĕнекине кунтах хатĕрлесе пичетлерĕмĕр. Редакци ун чух типографин пĕр пӳлĕмĕнче вырнаçнăччĕ. Унтан вĕсем Туслăх çуртне (халĕ Халăхсен культурисене çĕнетсе аталантаракан центр), Ленин урамĕнчи 95-мĕш çурта, куçса кайрĕç. 1994 çулхи июнь уйăхĕнче Светлана Домиковăна хăйсем патне РИК операторĕнче ĕçлеме куçарчĕç, тепĕр уйăхран мана та йыхăрчĕç.
Кăштахран Валериан Федорович яваплă секретарь пулма сĕннĕччĕ. Эпĕ опыт сахаллипе – килĕшмерĕм.
– Эсĕ кунран-кун пĕлĕвне туптакан, ниме пăхмасăр малалла ăнтăлакан çын. Хаçата пырсанах эсĕ хăвăн умна аслă пĕлӳ илме тĕллев лартнă.
– 1998 çулта Ульяновскри И.Я.Яковлев хваттер-музейĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн консультаци пунктне уçрĕç. Ун чухне Патриархăмăра асăнса ирттернĕ пысăк уява ЧПУ ректорĕ Л.П.Кураков хăй те килнĕччĕ. Çакăн хыççăн йĕркелӳçĕсем аслă пĕлӳ илме ĕмĕтленекенсене вĕренме пыма чĕнсе пирĕн хаçата пĕлтерӳ пачĕç. Эпĕ, тахçанах вĕренме шутланă çын, куншăн хам ăшра савăнтăм, кĕме шутларăм. Ĕçре никама каламасăр документсене кайса патăм, экзаменсене ăнăçлăнах тытрăм. Кĕнине пĕлсен питĕ савăннăччĕ. Ултă çул вĕренсе филолог дипломне илтĕм. Пĕлĕве туптани ĕçре пысăк пулăшу пулчĕ тесе шутлатăп.
– Валентина Алексеевна, эсĕ Анатолий Юман çинчен сулмаклă кĕнеке çырса кăлартăн. Çакнашкал пултаруллă çын, сăвăç-çыравçă çинчен тĕпчев ĕçне çырнă чухне мĕнлерех туйăмсем çуралчĕç сан чунунта/
– Ку шухăш ман университетра вĕреннĕ чухне тĕвĕленчĕ. Аслă курсра диплом ĕçĕн теми пирки калаçу пуçарсанах эпĕ чăваш литературипе хамăр ентеш А.Ф.Юман поэт-писатель çинчен çырма палăртрăм. В.А.Абрамов доцент, диплом ĕçĕн ертӳçи: "Ĕçĕре хăвăр тăрăхри писательсемпе поэтсем çинчен çырни пахарах пулать", – терĕ. Эпĕ куншăн савăнтăм, мĕншĕн тесен эпĕ А.Юман çинчен çуррине çырнăччĕ. Ĕçе «пиллĕ-клĕх» хӳтĕлерĕм. Анатолий Федорович диплом ĕçне çырма пуçăнас умĕн сонетсен кăшăлне çырса пĕтернĕччĕ. Ку маншăн пысăк хавхалану пулчĕ.
Анатолий Федоровичпа эпир халĕ те çыхăну тытатпăр. Вăл çав тери ăслă, пуян тавракурăмлă, ырă кăмăллă шурсухал. Нумай çырать, вырăсла та, чăвашла та чĕлхи пуян. Вăл хулара, облаçра иртекен уявсенче яланах хисеплĕ хăна. Эпир унпа мухтанатпăр. Унран вĕренмелли нумай пирĕн.
– Компьютера ăста пĕлекен çыннăн таврапĕлӳçĕсене кĕнеке кăларма пулăшнă чухне мĕнлерех туйăмсем çуралаççĕ/
– Редакцире ĕçленĕ май интереслĕ те пултаруллă çынсемпе нумай паллашма тӳр килчĕ. Вырăнти чăваш çыравçисемпе таврапĕлӳçисем кĕнекесем çырма тытăнчĕç. Пирĕн пата алçырăвĕсене илсе килме пуçларĕç. Света наборлатчĕ, эпĕ калăплаттăм.
Паяна ман алă витĕр 100 ытла кĕнеке тухрĕ. Эпĕ халĕ те çав авторсемпе тачă çыхăнура тăратăп. Апла пулин те пуринчен ытла мана хамăр хаçатпа ĕçлеме килĕшет. Юлашки вăхăтра çырас килнине туятăп. Тĕрлĕ çынпа тĕл пулса калаçни чăнах та пурнăç çине урăхла пăхма хистет. Пуçра çĕнĕ шухăшсем, çутă ĕмĕтсем çуратать. Манăн малашнехи ĕмĕт-тĕллев пысăк.
– Паян эсĕ хаçатăн яваплă секретарĕ. Вăл мĕнлерех пулни сан ăсталăхăнтан нумай килет. Саншăн «Канаш» мĕн вăл/
– Чăнах. «Канаш» хаçат сăн-сăпачĕ юлашки çулсенче самай улшăнчĕ. Халĕ тĕрлĕ тĕспе тухать вăл. Маншăн самай илемлĕрех пек. Коллектив туслă. Хаçатăн кашни номерне пăхса тухса тишкерептĕр. Вулакансем валли ăна лайăхрах та илемлĕрех тумалли çинчен нумай калаçатпăр. Ман ĕçтешсем интереслĕ, кашни хăйнеевĕр пултаруллăскер. Вĕсемпе ĕçлеме интереслĕ. Эпĕ кашнин алçырăвне кам çырнине – тӳрех уйăратăп.
Облаçра нумай чăваш пурăнать. Вĕсем чăвашла манни (тен, манман та пуль), хаçата сахалтарах çырăнни хурлантарать. «Канаш» хаçат пур чухне – чĕлхе çухалмасть. Тăван сăмах çынна çунат хушать.
– Шанчăклă юлташсем пурах сан.
– Паллах, пур. Юлташ нумай, анчах чи çывăххисем, мана ăнланаканнисем виççĕн çеç.
– Телейлĕ çын-и эсĕ/
– Тăвансен, ачасен, мăнуксен веçех лайăх пулсан чун савăнать – мана та лайăх. Тĕнчере, çĕршывра веçех йĕркеллĕ пулни пире те çак çĕр çинче тăрăшса ĕçлеме, пĕр-пĕрне ырă сунса туслă пурăнма хистет. Шел, упăшка чире пула çĕре ир кĕчĕ. Пултарулăх ĕçĕнче эпĕ çав-çавах унăн хавхалантарăвне туятăп.
– Сан пурнăçна паян çулсем икĕ «5» лартса хаклаççĕ...
– Çулсем иртеççĕ. Çыннăн чунĕ ватăлмасть тет тăхăр теçеткерен иртнĕ хуняма. Ку чăнахах та çапла иккен. Мăнуксемпе – эпĕ хам та ача. Ачасемпе – анне, юлташ, наставник. Ватăсене хисеплетĕп. Эпĕ хуть те мĕнле лару-тăрура та ыррине шанакан çын. Çĕннине пĕлесшĕн ăнтăлни, вĕренме юратни ĕçре те пулăшать. Урамра – XXI ĕмĕр. Самана таппинчен юлас марччĕ-ха. Мана пурнăçра веçех интереслентерет.
– Тавах калаçушăн! Вăрăм ĕмĕр сунатпăр сана. Телейлĕ, сывлăхлă пул!
 
 
Юбилей ячĕпе!
 
Валентина Ефимована халалласа
 
Çĕр вăрансан хĕл ыйхинчен
Эсир çуралнă тĕнчере.
Çурхи кун пек пулма ĕçчен
Турă пилленĕ пуль сире.
 
Пурнăç тени килет пĕрре,
Тĕрлĕ пулать кашни шăпа.
Чĕнейрĕ пуль шăпа сире
Пĕрле утмашкăн «Канашра».
 
Турă пилленĕ ĕмĕрте
Эсир суйланă тĕрĕс çул.
Хăвăр юратнă ĕçĕрте
Эсир ĕçлетĕр çирĕм çул.
 
Сирĕн паян çуралнă кун,
Ырă кун-çул кĕттĕр сире!
Уяв пек ирттĕр кашни кун
Хĕвел тĕрриллĕ тĕнчере!
 
 
Василий ЖУРАВЛЕВ.
 
: 327, Хаçат: 14 (1312), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: