Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ирçелĕнче пурăнакан В.Л. Уйрановăн пиччĕшĕ Иван Сергеевич Уйранов вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Пиччĕшĕ мĕнле тупăнни пирки вăл çапла каласа парать.
 
-1978 çулхи юпа уйăхĕ. Эпир Славянск хулинчи Пĕтĕм союзри культура палăкĕсене сыхлас тĕлĕшĕпе ĕçлекен организацин яваплă секретарĕнчен Н.И. Титоваран çыру илтĕмĕр. Унта Краснодар крайĕнчи Славянск районĕнче рис акса тăвакан хирте ĕçленĕ чухне тăванла вилтăпри тупни пирки çырнă. Çакăнта Совет çарĕн 40 салтакне пытарнă, çав шутра И.С. Уйранова та. Унăн ятне, килти адресне çумĕнчи капсулта выртакан анкетинче тупса палăртни пирки пĕлтернĕ. Çыру авторĕсем И.С. Уйрановăн тăванĕсене çав салтаксен ӳчĕсене Рисовый поселокĕнчи парка тăванла масара куçарса чыслăн пытарма чĕнсе янă.
Декабрĕн 1-мĕшĕнче эпĕ Кубань çинчи Славянск хулине пырса çитрĕм. Ман хыççăнах И.С. Уйрановăн Ростов облаçĕ-нче пурăнакан тăван аппăшĕ О.С. Сюмгина хĕрĕпе тата кĕрӳшĕпе пĕрле килсе çитрĕç. Рисовый поселок шурлăхлă çырансене типĕтнĕ вырăнта ӳссе ларнă. Унта Культура çурчĕ, виçĕ хутлă вăтам шкул, столовăй, икĕ хутлă çуртсем. Унччен ку вырăнсенче хаяр çапăçусем пулса иртнĕ. Каçхине эпир рис лаптăкĕсем çинче ĕçленĕ чухне тăванла вилтăприне тупнă механизаторсемпе тĕл пултăмăр. Икĕ салтакăн вилтăприне вĕсем 20 çул каялла шурлăха типĕтес ĕçсем пынă вăхăтра асăрханă. Анчах ячĕсене тупайман пирки поселокри паркра пытарнă, палăк лартнă.
Декабрĕн 2-мĕшĕ. Хисеплĕ хуралта иртенпех пионерсем автоматсемпе пĕр хускалмасăр тăраççĕ. Çак вырăна çынсем пыраççĕ те пыраççĕ. Пире çамрăк йĕрлевçĕсем вырăнти 56-мĕш вăтам шкула чĕнсе илчĕç. Шкул музейĕнче тăванла вилтăпринче тупнă япаласене кăтартрĕç. В.С. Сюмгина пионерсене Иван Уйранов ĕçчен пулни, пурнăçа юратни, десантник пулнă май тăшман тылне разведкăна кайни çинчен каласа пачĕ. Эпĕ хамăр тавралăх, ял çинчен каласа патăм. Пионерсем пире асăнмалăх пĕчĕк парнесем пачĕç. Эпир вĕсемпе шырав ĕçĕсене малалла тăсас пирки калаçрăмăр.
10 сехетре хурлăхлă марш кĕввипе тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешсе пуçне хунă салтаксен урнисене юлашки çула ăсатма илсе тухрĕç. Вĕсен ӳчĕсене Аслă вăрçă ветеранĕсем тата совет салтакĕсем йăтса пычĕç. Вĕсем хыççăн поселокри мĕнпур ватă-вĕтĕ пуçне усса майĕпен утрĕ. Паркри митингра темиçе пин çын. Сăмах калакансем те нумай пулчĕç.
-Эпир Тăван çĕршыва хӳтĕ-лекенсен вилĕмсĕр паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытăпăр, хамăр ĕçпе çĕршывăн пуянлăхне хăватне ӳстерсе пырăпăр, пĕтĕм тĕнчери миршĕн кĕрешĕпĕр, – çак сăмахсем тупа тунă пек янăрарĕç.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 578, Хаçат: 14 (1312), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: