Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Виктор Николаевич Каштанкин 1910 çулхи февралĕн 10-мĕшĕнче Ульяновск районĕнчи Аслă Ключище ялĕнче çуралнă.
Ултă çултанпах хуçалăх ĕçĕнче пулăшнă, вун улттăра трактор çине ларнă. 1927 çулта вăл Ленинграда пурăнма куçать, машинасем тăвакан заводра токаре вĕренет. 1929 çулта Каштанкин çара каять, çарпа тинĕс флотне лекет. 1932 çулта летчиксен çар шкулне пĕтерет, каярахпа – Ейскри çар тинĕс авиаци училищине тата командирсен авиаци шкулне. Финн вăрçине хутшăнать. Аслă вăрçă тытăнсан Балтика тинĕсĕнче нимĕç флочĕ-пе çапăçать тата Ленинград çывăхĕнчи тăшмансене хирĕç тăрать. «Ил-2» штурмовика алла илсен кăнтăр фронтра çапăçать. Самолетне персе тивертсен вăл нумай вăхăт госпитальте сипленет. Унтан тухсан Инçет Хĕвелтухăçĕнче çамрăк летчиксене вĕрентет. 1944 çулхи январь уйăхĕнче фронта таврăнать. 1944 çулхи мартăн 23-мĕшĕнче Каштанкин Нарва заливĕнчи нимĕç çар карапĕсен икĕ ушкăнне штурмланă çĕре хутшăнать. Çапăçура унăн самолетне персе тивертеççĕ, çунакан самолетне вăл тăшмансен хурал катерĕ çине ярать, çавăнта хăй те çунса каять.
Вăрçă тытăннăранпа вăл 36 хут çапăçу вĕçевне тухать. Тăшмансен 3 самолетне, 1 катерне, минометсен 3 батарейипе 7 дзотне тĕп тăвать. 1945 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнче тухнă СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн хушăвĕпе Виктор Каштанкин майора вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне параççĕ, Ленин тата Хĕрлĕ Ялав орденĕ-семпе наградăлаççĕ. Каштанкин ячĕпе Аслă Ключищĕри вăтам шкул тата Ульяновскри «Император» кĕперĕ çывăхĕнчи пĕр урам хисепленсе тăраççĕ.
 
: 566, Хаçат: 14 (1312), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: