Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 70 çул çитет. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчен тытăнса ыттисемпе пĕрле Пухтел ялĕн ывăл-хĕрĕ те Тăван çĕршыва хӳтĕлеме фронта тухса кайнă. Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем тата çула çитмен ачасем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăйне-халне шеллемен.
 
Пухтел шкулĕнче тыл ветеранĕ-семпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. Ялти 51 ватă «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медальне тивĕçрĕ. Вĕсен хушшинче Анастасия Степановна Мулендеева, Матрена Николаевна Кучанова, Клавдия Тимофеевна Рябова, Александра Николаевна Ахмерова, Дария Ермолаевна Адамова.
Анчах та шкулта йĕркеленĕ мероприятие пурте килсе çитеймерĕç, ватăсене килтен тухма йывăр. М.И. Козлов, В.Т. Козлова, П.К. Портнов, Е.А. Портнова, В.И. Тирменова, О.Н. Хамбикова, Н.Г. Шубин, М.И. Шубина, В.И. Шубин уява килсе çитрĕçех. Вĕсене ял администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Л. Пидиксеева тав турĕ, юбилей медалĕсене çакса ячĕ.
Тĕлпулура вăрçăри йывăрлăхсем тата тылри йывăр пурнăç пирки калаçу хускатрăмăр.
Павел Васильевич Лаптев
Пухтел ялĕнче çуралса ӳснĕ Совет Союзĕн Геройĕ Павел Васильевич Лаптев Ульяновск облаçĕ-нче çак хисеплĕ ята чи малтан илме тивĕçнисенчен пĕри.
П.В. Лаптев 1911 çулта çут тĕнчене килнĕ. 1925 çулта ялти çичĕ çуллă шкултан вĕренсе тухнă, 1933-1935 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. 1936 çулта Ульяновскри советсен парти шкулĕнче вĕреннĕ. 1939 çулта Харьковри артиллери училищин кĕске курсне пĕтернĕ. Кун хыççăн çар çынни пулса тăнă.
П.В. Лаптев 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчен – фронтра. Малтан вăл та ытти çарсемпе пĕрле каялла куçса пынă. Анчах çак вăхăтра та вăл нимĕç фашисчĕсене канăç паман. Тĕслĕхрен, 1942 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Смоленск çывăхĕнчи Ивищи ялĕ патĕнче вăл ертсе пынипе совет салтакĕсем çар операцине ăнăçлă ирттернĕ: нимĕçсене тапăннă, тăшманăн вун-вун пемелли вырăнне пĕтернĕ, çав шутра 9 миномет, 12 пулемет. Фашистсемпе пĕрре кăна мар тытăçса çапăçма та тивет вĕсен. Харсăр чăваш командирне Ивищи çывăхĕнче амантаççĕ пулин те вăл çапăçуран пăрахса каймасть, салтакĕсене команда парсах тăрать.
Çапăçу хирĕнче хăйне хăюллă та харсăр тытнăшăн, командование тĕрĕс илсе пынăшăн, тăшмана нумай пĕтернĕшĕн П.В. Лаптева 1942 çулхи çĕртмен 21-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕ ятне параççĕ.
Фашистсене Мускав çывăхĕ-нчен хăваласа ярсан П.В. Лаптева Хĕвеланăç фрончĕн çарне кăнтăр енне куçараççĕ. Фронтăн çĕнĕ участокĕнче Лаптев тăватă каç разведчиксемпе ирттерет, картта çине пур блиндажсемпе çар точкисене, тăшманăн çыхăну линийĕсене паллă тăвать. Çакна пула фашистсен оборона линине татма пултарать. Палăртнă вăхăтра Лаптев капитан дивизионĕ тупăсемпе пеме тытăнать. Сехет çурă тăшмана çунтараççĕ: 1500 фашиста, 13 орудие, 33 миномета, 90 пулеметпа çар хатĕрĕсен 5 складне пĕтереççĕ. Кун хыççăн пехота атакăна тăрать.
П.В. Лаптев хăюлăхĕ, çапăçури йывăр лару-тăруран тухса салтаксене вилĕмрен çăлса хăварма пĕлни пурне те хавхалантарнă. Ахальтен мар Пухтел ялĕн паттăрĕ Совет Союзĕн Геройĕ ячĕсĕр пуçне Ленин тата Хĕрлĕ Ялав, Суворов, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, Совет Союзĕн Геройĕ ячĕпе пĕрле паракан «Ылтăн Çăлтăр» тата ытти нумай медале тивĕçнĕ.
1944 çулта П.В. Лаптев командирсен ятарлă курсне пĕтерет, 1946 çулта саппаса тухать. Ульяновска пурăнма куçать. Анчах вăрçă унăн сывлăхне самай хавшатать, суранĕсем хăйсем пирки аса илтереççĕ. Вăл 43 çула кайсан, 1954 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче, çут тĕнчерен уйрăлать. Ăна Ульяновск хулин масарне пытараççĕ.
Пухтел ялĕнче паттăра асăнса обелиск лартнă, шкулти таврапĕлӳ музейĕнче ăна халалланă кĕтес тата сăн ӳкерчĕксен стенчĕ пур.
Совет Союзĕн Геройĕпе П.В.Лаптевпа Чăнлă районĕ кăна мар, область мухтанать. Унăн хушаматне хальхи вăхăтра виçĕ мăнукĕ тăсать.
Тылри пурнăç
Тылри халăхăн фронта пур енĕпе те тивĕçтермелле пулнă. Вĕсем «Ĕçре – çапăçури пек» девизпа ĕçленĕ. Ватăсемпе хĕрарăмсем, ачасем ĕçре паттăрлăх кăтартнă. Талăкра 3-4 сехет кăна çывăрнă. 12-14 çулхи ачасем çитĕннисемпе тан ĕçленĕ, пĕр ĕçрен те юлман. Ял çыннине пушшех те йывăр килнĕ, апла пулин те вĕсем фронта тыр-пулпа, аш-какайпа, ăшă алсиш-чăлхапа тивĕçтернĕ. Пур ĕçе те тӳлевсĕр тунă.
Йывăр çулсем пирки вăрçă пуçланнă чухне 13 çулта пулнă Мария Ивановна Шубина каласа пачĕ. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра вăл почтальон тивĕçне те пурнăçланă, уй-хирте те ĕçленĕ. Çынсене виç кĕтеслĕ çырăвĕсене вуласа панă. Хурлăхлă хыпарсене те унăнах пĕлтерме тивнĕ. Унăн калаçăвне куççульсĕр итлеме çук. Вĕсен ачалăхĕ çĕршыври чи йывăр вăхăта лекнĕ. Выляса кулассине, шкулта вĕренессине веçех вăрçă туртса илнĕ.
Тĕлпулăва шкул ачисен концерчĕ илемлетрĕ. Ветерансене уйрăмах пĕрремĕш класра вĕренекен Ульяна Ширтанова, Кристина Едифанова, Лиза Кучанова ташши килĕшрĕ. Виççĕмĕш класра вĕренекен Диана Едифановапа Кирилл Каримов кăтартнă сценкăна та хытă алă çупса йышăнчĕç. Аня Козлова каланă сăвва вара ватăсем куççульсĕр итлеймерĕç.
Эпир, мирлĕ саманара çуралса ӳснĕскерсем, ветерансем умĕнче пуç тайрăмăр.
Нина КУШТЫ,
 
Чăнлă районĕ,
Пухтел ялĕ.
 
: 760, Хаçат: 15 (1313), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: