Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсарти пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта район
шайĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерӳ 70 çул çитнине тата Упамсарти пĕртен-пĕр Совет Союзĕн Геройне Матвей Степанович Чернова халалланă.
 
Фойе
Хаклă хăнасене чăваш тумĕ тăхăннă шкул ачисемпе учительсем çăкăр тăварпа тата кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. Çак мероприятие мĕнпур шкул ачи хутшăнчĕ. Альбина Долгова директор малтанах шкулпа паллаштарчĕ. Ку шкула 1987 çулта туса лартнă. Район администрацийĕ пулăшнипе тата конкурссенче çĕнтернĕ грантсен укçипе мĕнпур стендсене çĕнетнĕ, йăлтах хальхи вăхăтпа шайлашса тăраççĕ. Кашни стенд умĕнче – çамрăк экскурсовод. Малтанах ветерансене халалланă стенд умĕнче чарăнтăмăр.
Ялтан 208 çын вăрçа тухса кайнă, 107-шĕ çеç таврăннă. Ку тĕле икĕ ветеран тăрса юлнă: Александра Ивановна Ерукова (кĕçех 90 çул тултарать) тата Алексей Семенович Елифанкин ( вăл çӳреймест).
Иван Яковлевич Яковлев Вĕрентекенĕмĕре тата Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ ентешĕ-сем çинчен калакан стенд сумлă вырăн йышăнать. Унтан 11 çын вĕренсе тухнă, ĕмĕрĕпех çак шкулта вăй хунă.
Пĕрремĕш хутра пуян музей вырнаçнă. Ăна Р.Г. Чернова ертсе пырать. 2012 çулта музей облаçри музейсен хушшинче 1-мĕш вырăн йышăнса 10 пин тенкĕ грант çĕнсе илнĕ. Пĕр стендне – ял историне халалланă (ял никĕсленнĕренпе кĕçех 305 çул пулать) тата ку шкултан вĕренсе тухса хисепе тивĕçнĕ çынсене. Таврапĕлӳçĕсем «История села Нижняя Якушка» ятпа кĕнеке кăларма хатĕрленеççĕ.
Светлана Федорова чăваш чĕлхи кабинечĕпе паллаштарчĕ. Кунта та чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ çĕнĕ стендсем. Альбина Долгова пĕлтернĕ тăрăх, килес вĕренӳ çулĕнче шкулта чĕлхемĕре предмет майĕпе вĕрентме пуçламалла. Ку ĕçе Ольга Янкова илсе пырĕ.
Облаçри инноваципе вĕренӳ центрĕнчи этнокультура уйрăмĕн специалисчĕ Вера Архипова тата УОЧНКА ертӳçи Владимир Сваев «Чи лайăх чăваш чĕлхи кабинечĕ» конкурса тăратнă документсене тĕплĕн пăхса тухрĕç.
Уяв
Уяв программине И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата вăл уçнă Чĕмпĕр чăваш шкулĕ çинчен каланипе пуçларĕç, видеофильмпа çирĕ-плетсе пычĕç.
Унтан район пуçлăхĕ Ильяс Мухутдинов саламларĕ. Вăл ку тăрăхри нацисем 300 çул ытла пĕр çемьери пек туслă пурăнни пирки каларĕ. Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ветеранĕ-сен паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Чăваш ывăлĕпе – Совет Союзĕн Геройĕпе Матвей Степанович Черновпа – мухтанни пирки пĕлтерчĕ. Уява килнĕ пĕртен-пĕр ветерана Александра Ерукована чечек çыххи парнелерĕ.
Шкул ачисем паттăрла пуçне хунă ентешĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕç.
Матвей Степанович Чернов
Вăл 1914 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче чухăн чăваш çемйинче çуралнă. 1920 çулта унăн амăшĕ вилсе каять, тепĕр çултан – ашшĕ. Пилĕк ача тăлăха тăрса юлать. 1926 çулта Матвей пĕрремĕш класа каять, тăватă класс пĕтерет. Ăна Ваççа Аниççи вĕрентнĕ. Вăл ачаранах ӳкерме, йывăçран теттесем ăсталама юратнă.1940 çулта ялти чи тăрăшуллăскере тракториста вĕренме яраççĕ. Çара кайиччен вăл колхозра вăй хурать. 1942 çулта вăрçа тухса каять. Кĕçĕн сержант стрелоксен 219-мĕш дивизин 375-мĕш полкĕн 1-мĕш ротинче çапăçать. Матвей Чернов Латви çĕрĕсене ирĕке кăларнă çĕрте палăрать. 1944 çулхи июль уйăхĕнче вĕсен умне тĕллев лартаççĕ – тăшмансем çирĕпленнĕ вырăна çĕмĕрсе кĕмелле. Вунă салтак (вăл шутра Матвей Чернов та) вут-çулăм витĕр 210 метр çӳллĕш сăрта çавăрса илет. Çӳллĕ вырăнтан аялти çулсене йĕрлесе тăрать, тăшмансене каялла чакма памасть – йăлтах тĕп туса пырать. Анчах вĕсене тăшмансем çавăрса илеççĕ. Вунă салтак тан мар çапăçура юлашки патрон юлмиччен хирĕç тăрать. Кăкăрĕнчен тата икĕ уринчен юн кайнине пăхмасăрах М.Чернов автомачĕпе тăшмансене çунтарать. Çак çапăçура (1944 çулхи июлĕн 19-мĕшĕнче) ентешĕмĕре вилмеллех амантаççĕ. Вунă çынран Василий Андронов çеç тăрса юлать. Вуннăшĕ те Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçет. Матвей Чернов Латви Республикинчи Лудза хулинче канлĕх тупать. 1944 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче ăна 3-мĕш степеньлĕ Мухтав орденне, 1945 çулхи мартăн 24-мĕшĕнче – Совет Союзĕн Геройĕ ятне парса чыслаççĕ. Паттăрсем вилнĕ çĕре обелиск лартаççĕ, Матвей Черновăн вилтăпри çине – палăк. Вăл Рига хулин Хисеплĕ çынни пулса тăрать. Çĕнĕ Малăклара та ентешне палăк лартнă, Чернов ячĕпе унти вăтам шкул хисепленсе тăрать.
Матвей Степанович вăрçа кайиччен авланнă. Эрне те пурăнайман çамрăксем – Матвея вăрçа илсе кайнă. Екатерина Михайловна Чернова ĕмĕрĕпех упăшкине кĕтнĕ. Урăх качча кайман. Тăхăрвунă çултан иртиччен пĕр-пĕччен пурăннă.
Хăнасен саламĕсем
Ульяновск облаçĕнчи наципе культура автономин ертӳçи Владимир Сваев Чăваш чĕлхи кунне Аслă Çӳнтерӳпе çыхăнтарнин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртса çапла каларĕ.
-Вăрçă темине пирĕн облаçри пĕртен-пĕр чăваш хаçачĕ – «Канаш» кашни номертех çутатса тăрать. Çавăнпа та, хисеплĕ ентешĕмĕрсем, çак хаçата çырăнмасăр ан юлăр,-терĕ вăл. Владимир Ильич автономин сулмаклă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Районти шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсене, культура ĕçне хастар хутшăнакансене Тав хучĕсем парса чысларĕ, кĕнекесем тата И.Я.Яковлев портречĕпе Халалне парнелерĕ, çак ĕçе тӳрĕ кăмăлпа туса пыракансене чĕререн тав турĕ.
УОЧНКАн Мелекесс районĕ-нчи уйрăмĕн хастарĕ Ирина Иванюкова чĕлхемĕрĕн пуянлăхĕпе илемлĕхĕ пирки чĕрене витермелле каларĕ. Хăй вăхăтĕнче чăвашла калаçма чарни чĕлхемĕрĕн аталанăвне мĕнлерех сиен кӳни пирки пăшăрханса калаçрĕ. Çепĕç сассипе Николай Карлин кĕвĕленĕ «Ветерансен вальсĕ» юрра парнелерĕ.
Шкул ачисем Упамсартан вăрçа кайса пуçĕсене хунă кашнин ентешĕн ятне асăнчĕç. Курак Хăвинче нумай çул вĕренӳ ĕçĕнче вăй хунă Валентина Ванюкова Яков Ванюков вăрçăран янă юлашки çырăвне вуласа пачĕ. Залра ларакансен куçĕ-сем шывланчĕç. Вилнисене асăнса ура çине тăрса пĕр минута шăпланчĕç.
Районти вĕренӳ уйрăмĕн заведующийĕ, вырăнти автономи председателĕ С.А. Сандрюков хăй чăваш пулнипе наци йăли-йĕркине, чĕлхине чĕререн юратнине пĕлтерчĕ, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçе ытларах тимлĕх уйăрма шантарчĕ.
Концерт
Концерт программине районти шкул ачисен тата юрă ушкăнĕсен вăйĕпе хатĕрленĕ. Артистсем Петĕр Хусанкай çырнă «Таня», Ваççа Аниççи Матвей Чернова халласа çырнă «Атăл каччи» сăвăсене чĕрене тивмелле вуласа пачĕç. Çĕнĕ Малăкларан килнĕ «Илемпи» ушкăн вăрçăпа çыхăннă юрăсене шăрантарчĕ. Залра ларакансем те вĕсемпе пĕрле юрларĕç.
Упамсарти ташă ушкăнĕ (облаçри «Путене» фестивалĕн лауреачĕсем) чăваш ташшисене çаптарчĕç.
Эврелĕнчи «Телей» ушкăнăн ертӳçи Петр Улюкин купăс каласа хурлăхлă салтак юррине юрларĕ.
Салаванри вăтам шкул ачисен ушкăнĕ (ертӳçи Н.Н. Осипова) чăваш ташшипе тата юрăсемпе савăнтарчĕ.
Эрселĕнчен тата Курак Хăвинчен килнĕ шкул ачисем кулăшла сценкăсем лартса пачĕç. Малаел шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Валентина Юшанцева авалхи чăваш юрри парнелерĕ.
Юлашкинчен пухăннисем вальс кĕввипе çаврăнчĕç.
 
Çĕнĕ Малăкла районĕ.
 
: 551, Хаçат: 15 (1313), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: