Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарта апрелĕн 16-17-мĕшĕсенче регионсен хушшинче «Хальхи вулакан, телевизор куракан тата радио итлекен – вĕсен ăс-тăнне йĕркелесси тата паха хыпарсемпе, литературăпа тивĕçтересси» ятпа пысăк пуху иртрĕ.
Ăна Чăваш Республикин Журналистсен союзĕ Литература çулталăкне тата К.В.Иванов çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Пухăва Раççейри çичĕ регион чăвашĕсем килнĕ: Пушкăрт, Тутарстан, Мари Эл Республикисенчен тата Оренбург, Самар, Тюмень, Ульяновск облаçĕсенчен.
1-мĕш кун
Инçетрен килнисене чи малтан Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне экскурсие илсе кайрĕç. Кунта чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕн – Андриян Григорьевич Николаев космонавт летчикăн вилтăпри çинче пулчĕç вĕсем. Юлашки вăхăтра часавай хыçĕнчи пахчара паллă çынсем нумай йывăç лартнă иккен – вырăнĕ илемленнĕ.
Шупашкара таврăнсан Наци библиотекинче «Хальхи вăхăтра чăваш кĕнекине халăх хушшинче сарасси» ятпа çавра сĕтел иртрĕ. Пухăннисем умĕнче ЧР Журналистсен союзĕн пуçлăхĕ тата Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ В.П.Комиссаров, ун çумĕ Н.Яхатина, ЧР вĕренӳ министерствин пай пуçлăхĕ В.Бычков, Наци библиотекинчи пай пуçлăхĕ Г.Соловьева, Тюмень чăвашĕсен «Тăван» пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ тата çакăн ятлă хаçат редакторĕ И.Маслова, Ульяновск облаçĕнчи наука библиотекин – Кĕнеке керменĕн пай пуçлăхĕ Л.Утина тата ыттисем сăмах каларĕç.
Каçпа вара хăнасене Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Ф.Павловăн «Ялта» спектакльне кăтартрĕç.
2-мĕш кун
Наци библиотекинче Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш халăхĕн çӳпçи» ятпа кĕнекесен куравĕ ирттерчĕ. Унтан пысăк залра семинар пуçланчĕ. Калаçма пуçличчен И.Я.Яковлева сума суса ун палăкĕ умне тĕрлĕ регионтан килнисем чечек карçинкки лартса хучĕç. Пухăва журналистсем, библиотекарьсем, педагогсем, литераторсем, критиксем, патшалăх влаçĕн çыннисем тата ыттисем хутшăнчĕç. Чăваш Республикин министрсен кабинечĕн председателĕн çумĕ – информаци политикин тата массăллă коммуникацин министрĕ А.Иванов хальхи тапхăрта телевидени, радио, хаçат, Интернет, литература халăхра хыпар сарас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. В.Комиссаров вара обществăна аталантарас ĕçре вăхăтлă, паха та тĕрĕс хыпар кирлине пĕлтерчĕ. Çамрăксене воспитани панă çĕрте кирлĕ-кирлĕ мар хыпарсемпе усă курмалла марри çинчен калаçрĕ. Раççей регионĕсем чăваш кĕнекисене туянас ĕçри çитĕнӳсем çинче чарăнса тăчĕ. Шел, пирĕн область ку ĕçре кайра пырать, темиçе çул ĕнтĕ чăвашла кĕнекесем туянман. Кун пек лару-тăрура ачасене тăван чĕлхене мĕнле вĕрентмелле, епле юратма хăнăхтармалла/ Журналистсемсĕр, çыравçăсемсĕр пуçне çамрăксен ăс-тăнне йĕркеленĕ çĕрте библиотекăсен, шкулсен, клубсен тӳпи пысăк. Çавăнпа та вĕсен ĕçне тивĕçлипе йĕркелемелле.
Çаплах ЧР гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Ю.Исаев профессор, «Чувашия» патшалăх телерадиокомпани пуçлăхĕ А.Магарин, кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ В.Алексеев, журналистика ветеранĕ Д.Семенов, «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редактор В.Туркай, филологи наукисен докторĕ В.Родионов профессор, филологи наукисен докторĕ Ю.Артемьев профессор, А.Кибеч çыравçă, чăваш литературин шурсухалĕ В.Станьял, Тутарстан чăвашĕсен «Сувар» хаçачĕн редакторĕ К.Малышев, Пушкăрт чăвашĕсен «Урал сасси» хаçачĕн редакторĕ Ю.Михайлов, Ульяновск облаçĕ-нчи чăвашсен «Еткер» телекăларăмĕн редакторĕ О.Мустаев тата ыттисем хăйсен ĕçĕ тата çитменлĕхсем пирки калаçрĕç. Чи çивĕччи – кашни çĕрте çамрăксем сахалли е пачах çукки. Аслă ăру йĕрĕпе пырса ун ĕçне алла илесшĕн çунса тăракансем çукпа пĕрех. 20-30 çултан чăваш литератури, журналистики мĕнле шайра пулĕ/
Кăнтăр апачĕ хыççăн вара «Çыравçă тата журналист сăмахĕ» ятпа литературăпа кĕвĕ уявĕ иртрĕ. В.Алексеев, Р.Сарпи, Н.Ишентей, Ю.Артемьев, М.Карягина, С.Гордеева, Л.Сарине, О.Туркай тата ытти çыравçăсемпе поэтсем хăйсен сăввисене вуларĕç, литература пуласлăхĕ пирки калаçрĕç. Çаплах чăваш эстрада артисчĕсем хăнасене юрăсем парнелерĕç.
Юлашкинчен Чăваш кĕнеке издательстви кашни делегацие сумлă кĕнекесен пуххи парнелесе ячĕ.
 
: 794, Хаçат: 15 (1313), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: