Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Совет Союзĕ фашистла Германие хирĕç 1418 талăк çапăçнă. Хаяр вăрçăра совет халăхĕ çĕнтернĕ. Анчах ку пысăк çухатусăр пулман: 27 миллион совет çыннин пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсенчен 10 миллионĕн – вăрçă хирĕнче.
 
Çĕнтерӳ 70 çул çитнĕ тĕле фашизма парăнтарса тăван килне таврăннă ветерансен речĕ сайралмаллипех сайралчĕ. Чи çирĕп сывлăхлисем кăна савăнăçлă уява кĕтсе илме пултараççĕ. Çакăн пек ветерансенчен пĕри – Ульяновск çумĕнчи Подгорнăй Каменка ялĕнче хĕрĕн çемйипе пурăнакан 92 çулхи Нина Ивановна Тимошкина.
Çемье историйĕ
Вăл 1923 çулхине Украинăри Черкасск облаçĕнче кун çути курнă.
-Ман атте Иван Лаврентьевич Сесюкин коммунист пулнă, парти хушнипе Украинăна кайнă, ахăртнех, выçлăх çулĕ чăвашсем валли тырă пуçтарнă пулĕ. Унта аннене, украин хĕрарăмне, юратса пăрахнă. Пĕрлешнĕ. Пилĕк ача çуратнă. Эпĕ асли. 1936 çулта аннепе аттен Чăваш çĕршывне, атте çуралнă Шăмăршă районĕнчи Асанкасси ялне, тарса килме тивет. Ун чухнех Хĕвеланăç Украина çыннисем питĕ усал пулнă. Аттене тапăннă. Куçса килнĕ чухне эп 13 çултаччĕ. Таврăнсан аттене колхоз председательне лартрĕç. Вăрçа тухса кайичченех çак ĕçре пулчĕ. Яла таврăнсан малтан çемьери пĕр ача вилчĕ, ун хыççăн тăван аннем чире кайса пĕр-икĕ çултан çĕре кĕчĕ. Атте тепре авланчĕ. Анчах ку хĕрарăм пире, ачасене, юратаканни пулмарĕ. Амаçури анне тепĕр ача çуратрĕ. Эп вĕсене пурне те пăхнă. Паянхи куна вара эпĕ кăна, чи асли, пурăнатăп, - каласа парать Нина Ивановна.
Хĕрача ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вулавăша ĕçлеме вырнаçнă. Вăрçă пуçланичченех унта вăй хунă.
Вăрçă
1941 çулта вăрçă пуçлансан çĕртмен 22-мĕшĕнчи правительство хушăвĕ-пе çар тивĕçне пурнăçламалли 14 ӳсĕмри çынсене (1905 – 1918 çулсенче çуралнисене) фронта илеççĕ. Колхоз председателĕ Сесюкин фронта тухса кайнисен пĕрремĕш ретĕнче пулать.
-Паллах, вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçлекенсем те пайтах кирлĕ пулнă. Вăйпитти арçынсене пурне те вăрçа илнĕ, ялта ача-пăчапа ватăсем кăна юлнă. Анчах эпир, виçĕ хĕр тантăш (эпĕ, Мария Кармакова тата Вера Григорьева) фронта кайсан Тăван çĕршыва пысăкрах усă кӳме пултаратпăр тесе шутларăмăр. Хамăр ирĕкпе военкомата кайса хут çыртăмăр. 1942 çулхи октябрь уйăхĕнче, 19 çул тултарсан, вăрçа тухса кайрăмăр. Пире пĕр кунта тухса кайса, пĕр çĕрте службăра тăрса киле те пĕрле таврăнма Турă пӳ-рчĕ. Фронта кайиччен малтан районта кĕрсе асăнмалăх сăн ӳкерттертĕмĕр. Военкоматра пирĕн вăрăм çӳçе касрĕç, форма пачĕç, урана – 42 размер кирза атти тăхăнтартрĕç. Канашран Хусана илсе кайрĕç. Унта икĕ уйăх вĕрентнĕ хыççăн Мускав çывăхне ăсатрĕç. Мускав çывăхĕнчи аэростат хупăрлавне сыхлакан пĕрремĕш дивизионăн зенитчиксен 2-мĕш отрядне çырчĕç. Вĕреннĕ чухне те, вăрçă вăхăтĕнче те эпир палаткăсенче пурăннă. Мускав çине бомба пăрахма нимĕç самолечĕсем каçпа вĕçетчĕç. Эпир çавсене сыхласа пĕр каç та çывăрса курман. Кăнтăрла çывăрттаратчĕç. Мускав енне самолетсем вĕçнине илтсен аэростатсене сывлăша çĕклеттĕмĕр. Хулана сыхласа сывлăша пĕр вăхăтра 300 аэростат çĕкленнĕ. Паллах, хăрушă пулнă, эпир те хăранă. Бомба пăрахнипе пĕрле службăра тăракан хĕрсенчен нумайăшĕ вилчĕ. Вĕçекен самолетсен кĕрлевĕ нумай çул хăлхаран тухмарĕ, - аса илет ветеран.
Юлташĕн паттăрла вилĕмĕ
Нина Ивановнан вара пĕр отрядри Мария ятлă хĕр вилни те куçран каймасть. Ку ĕç 1943 çулта пулса иртнĕ. Çак кун вăйлă çил вĕрнĕ. Çакна пула аэростатсем те силленнĕ. Пĕр аэростата тытса тăракан 8 канатран виççĕшĕ татăлнă. Ытти пилĕк каначĕ аэростат йывăрăшне чăтаймасăр çĕр çинчен тăпăлса тухнă. Çил аэростатпа пĕрле ун çинчи хĕре аякка сĕтĕрсе кайма тытăннă. Марийăн çăлăнма майĕ те пулнă. Ăна пурте: «Çĕр çине сик!» - тесе кăшкăрнă. Анчах хĕр никама та итлемен. Çӳлелле хăпарма парас мар тесе газпа тултарнă хăмпă пек аэростата çĕçĕпе чиксе шăтарнă. Унсăрăн аэростат ыттисене лекет, вырăнтан хускатать, вĕсем, газпа тултарнăскерсем, сирпĕнме пултараççĕ. Шăтăкран газ хăвăрт тухса аэростата çавăрттарса çĕрелле антарать те юлашкинчен хаплатса çурăлса каять. Мария та аэростатпа персе анать, вилмеллех суранланать. Хĕр хăй вилĕмĕпе ытти аэростатсене çăлса хăварать.
Паттăрлăх сăмаха тĕрлĕрен ăнланма пулать. Пĕрисемшĕн вăл миçе фашиста вĕлерни, миçе танка çапса аркатни е миçе самолета персе антарни. Марийăн вилĕмĕ – чăн-чăн паттăрлăх. Аэростат хӳтĕлевĕнче пулнă хĕрсем пĕр фашиста та вĕлермен, пăшал тытса атакăна чупман, разведкăна çӳремен, анчах Тăван çĕршыва тăшманран тасатас, Çĕнтерĕве çывăхлатас ĕçре вĕсен тӳпи пысăк.
Нина Ивановна Сесюкина (Тимошкина) мĕн вăрçă пĕтичченех 1-мĕш дивизире службăра тăрать. Мускав хыççăн вĕсем ытти хуласене хӳтĕ-леççĕ.
Çĕнтерӳ
Вăрçă чарăннине те лайăх астăвать вăл.
-Телефонпа шăнкăравласа пĕлтерчĕç: вăрçă пĕтнĕ! Эпир, хĕрачасем, савăннипе минтерсене çӳлелле ывăта пуçларăмăр. Унтан уçă сывлăша тухса пăшалпа петĕмĕр. Питĕ пысăк савăнăç пулчĕ! Çĕмĕрле хĕрĕпе Надя Дужниковапа ыталанса йĕретпĕр. Вăхăт иртсен пире саламлама Совет Союзĕн Маршалĕ Г.К.Жуков килсе кайрĕ. Сĕтел хушшинче хĕрсемпе пĕрле чей ĕçсе нумайччен калаçса ларчĕ. Кайран эпир Мускаври Çĕнтерӳ парадне хутшăнтăмăр. Унта каллех Г.К. Жукова тата К.К. Рокоссовские куртăмăр. Хĕрлĕ площадь урлă утса тухсан пире тӳрех машина çине лартрĕç. Кун хыççăн киле ячĕç. Çапла 1942 çулхи чӳк уйăхĕнчен тытăнса 1945 çулхи çĕртме уйăхĕччен фронтра пултăм. Çĕнтерӳпе тăван яла таврăнтăмăр. Телее, атте те вăрçăран килчĕ, - аса илет Нина Ивановна.
Чӳк уйăхĕнче ял каччи Николай Иванович Тимошкин фронтран яла çитет. Тулли кăкăр орден-медаль пулнă унăн. Чи сумлисем – "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденпа «Хастарлăхшăн» («За отвагу») медаль. Килнĕ çĕре тăван кил-çуртĕ-нче тăватă йăмăкĕпе аппăшĕ кăна юлать - ашшĕпе амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне кĕтсе илеймесĕрех куçĕсене хупаççĕ. Николай Иванович нумай шухăшламасть, Нина Сесюкина патне хăтана ярать. Çамрăксем кĕçех пĕрлешеççĕ.
Мирлĕ пурнăç
Тимошкинсен пĕрин хыççăн тепри 5 ывăл çут тĕнчене килет. Улттăмĕш ачине – аран кĕтсе илнĕ пĕртен-пĕр хĕрне Татьянăна - Нина Тимошкина юриех хăйне пăхма пултăр тенĕ пек 42 çулта çуратать. Халĕ вăл ун патĕнче пурăнать.
Вăрçă хыççăн та çăмăл пурнăç пулман. Мăшăрĕ те ашшĕ пекех нумай çул колхоз председателĕн йывăр лавне туртнă. Нина Ивановна колхозри тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ. Тимошкинсем виçĕ хутчен çурт лартнă. Юлашки çуртне лартсан вара мăшăрĕ унта пурăнса та кураймасть. Йывăр пулнипе юн пусăмĕ ӳссе каять, ĕмĕрлĕхех куçне хупать.
Мăшăрсăр пурнăç пĕр çунатлă кайăкăнни пек йывăрланать. Нина Ивановна пуçне усмасăр малалла талпăнать. Пенсире пулсан та колхоз ĕçне пăрахмасть. Ачисене вĕрентме тăрăшать. Юратнă çĕршывшăн йывăр вăхăтра пурнăçне шеллеменскер халь çĕршыва аталантарассишĕн тăрăшса ĕçлет. Ачисене ура çине тăратать.
Патшалăхран парне илмен
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ хальччен патшалăхран машина та, хваттер те илсе курман. Документсемпе чупман. Вăрçа хăй ирĕкĕпе кайнăскер патшалăх та хăй ирĕкĕпех шантарнă парнисене парĕ тесе шутланă. Кăлăхах. Паянччен кĕтсе илеймен.
-Машина парассине пĕлсен анне çар билетне илсе районти военкомата кайнă пулнă. Унта билетне илсе юлаççĕ, каялла тавăрса памаççĕ. Ыйтма кайсан – курман теççĕ. Хваттершĕн анне çӳремен. Сакăрвунă çул тултарсан Шăмăршă районĕнчен хамăр пата пурăнма илсе килтĕмĕр. Пропискăна тăратман. Ман хамăн çурт пур тетчĕ анне. Çапла тăван ялĕнче пурăнса анне патшалăх пулăшăвне тивĕçеймерĕ. Ултă çул каялла тин Подгорлă Каменкăра пропискăна тăратрăмăр. Турă хушсан анне хваттер кĕтсе илĕ-ха, - тет Татьяна.
Нина Ивановна Тимошкинашăн чи юратнă уяв - Çĕнтерӳ кунĕ. Çак уявра вăл медальсемпе тата орденсемпе çулсерен йывăрланса пыракан пиншакне тăхăнать. Унăн кăкăрне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕ, Жуков, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», Çĕнтерӳ юбилей медалĕсем, Ача амăшĕн икĕ медалĕ илемлетеççĕ. Нина Ивановнашăн вĕсенчен чи хакли 1946 çулта панă «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль. Нумаях пулмасть ветерана килне килсех «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитни» юбилей медалĕпе чысланă.
 
: 712, Хаçат: 15 (1313), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: