Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
аяр та хăрушă вăрçă çулĕсем иртсе кайнăранпа 70 çул çитет. Çак хăрушлăх таппине сирсе яракан паттăрсем хушшинче пирĕн ентешсем те нумай пулнă. Вĕсенчен пĕри Андрей Федорович Уйранов.
А.Уйранов 1922 çулта Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1941 çулхи çĕртме (июнь) уйăхĕн 22-мĕшĕнче, вăрçă пуçланнă кун – Чĕмпĕрти И.Я.Яковлев уçнă чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Тепĕр кун киле кĕрсе тăмасăрах хăй ирĕкĕпе фронта тăван çĕршыва сыхлама тухса кайнă. Киеври М.В. Фрунзе ячĕллĕ артиллери училищине пĕтернĕ. Пĕрремĕш Украина тата Карели фрончĕсенче хастар çапăçнă. Взвод командирĕ, батарея командирĕн пулăшаканĕ, бригада командирĕн адъютанчĕ, батарея командирĕ пулнă. Аслă лейтенант. 1946 çулта çартан таврăннă.
1946-1956 çулсенче Ульяновск облаçĕнчи Вырыпаевка тата Иваново ялĕсенчи шкулсенче учительте ĕçленĕ. 1957 çултан пуçласа 1980 çулччен – Аслă Ключищĕри вăтам шкулта историпе çар ĕçĕн предмечĕсене илсе пынă. 1967 çулта Ульяновскри И.Н. Ульянов ячĕллĕ педагогика институтне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ.
Вăрçăри çапăçусенче хăюлăх, хастарлăх кăтартнăшăн А.Ф.Уйранов «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Будапешта илнĕшĕн», «Венăна илнĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр, Александр Невский тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕсен кавалерĕ.
А.Ф. Уйранов 1980 çулхи çу (май) уйăхĕнче вилнĕ, ăна Аслă Ключище масарне пытарнă. Юлашки çула ăсатма çын нумай пуçтарăннă.
- Килмесĕр пĕр çын та ялта юлман пулĕ/ – интересленнĕ тăванĕсенчен пĕри.
- Епле юлăн, вăл Тăван çĕршывшăн, пирĕншĕн çапăçса çакăн чухлĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ вĕт,- хуравланă пытарма пынă вăтам çулхи арçын.
Кунта Ульяновскра вĕренекен çар училищисенчен те курсантсем нумай пулнă, шкултан ĕçтешĕпе сывпуллашма учительсемпе вĕренекенсем те пуçтарăннă... Масар çинче вырăнти военком тăрăшнипе митинг туса ирттернĕ. Çакăн пек пысăк хисеп туса юлашки çула ăсатнă пирĕн ентеше – А.Ф.Уйранова.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен.
 
: 680, Хаçат: 15 (1313), Категори: Асла Сентеру-72

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: