Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Дмитрий Николаевич Гусев Ульяновск облаçĕнчи Карсун ялĕнче 1894 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Вырăс. 1932 çултанпа КПСС членĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă.
1917 çулта прапорщиксен шкулне пĕтернĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче подразделение ертсе пынă. 1919-1940 çулсенче стрелоксен батальонĕн, полкăн, каярахпа дивизи командирĕ пулнă. Штабсенче ĕçленĕ, М.В. Фрунзе ячĕллĕ çар академинче вĕрентнĕ. Финн вăрçине хутшăннă. 1940 çулта вăл генерал-майор звание тивĕçет, ăна Прибалтикăри çар округĕн штабĕн пуçлăхне çирĕплетеççĕ. Аслă вăрçă пуçлансан вăл 48-мĕш çарăн, 1941 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче — Ленинград фрончĕн штаб пуçлăхĕ пулса тăрать, Ленинградшăн пыракан çапăçусене хутшăнать. 1944 çулта ăна генерал-полковник звани параççĕ. Вăл вăрçă пĕтичченех 21-мĕш çарăн пуçлăхĕ пулать. Вăл ертсе пынипе унăн çарĕ Карели пымакне (перешеек) çавăрса илсе тăшмана çĕмĕрсе кĕрет. Унтан Висла-Одер, Берлин тата Париж операцийĕсене хастар хутшăнать. Çара ăста ертсе пынăшăн Дмитрий Гусев Совет Союзĕн Геройĕ ятне тата Ленин орденĕпе «Ылтăн Çăлтăр» медале тивĕçет.
Вăрçă хыççăн вăл Ленинградри çар округĕн командирĕнче тăрать. 1950 çулта Тĕп штабăн çар академинче курссем иртет. Ăна Хĕвелтухăç Çĕпĕр, каярахпа Забайкалье çар округĕсене шанса параççĕ.
1955 çулта отставкăна тухать. Ăна СССР Верховнăй Совечĕн депутатне суйлаççĕ. 1957 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Дмитрий Гусев вилсе каять. Ăна Мускаври Новодевичье масарне пытараççĕ. Ульяновскри Тури Террасăра ун ячĕпе пĕр урам хисепленсе тăрать.
 
: 597, Хаçат: 15 (1313), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: