Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пуш уйăхĕнче Çĕнĕ хулари 86-мĕш шкулта Ульяновск облаçĕнчи Шыв ай флочĕн морякĕсен кунĕ иртрĕ.
 
Пухăннисен хушшинче пирĕн ентешсем те чылайччĕ. Вăл шутра – Анат Тимĕрçенте пурăнакан Валерий Сымкин аслă старшина та. Унăн кăкăрне «Тӳрĕ кăмăллă ĕç-хĕлшĕн», «Çар ĕçĕн маçтăрĕ» мухтав паллисем, «Раççей флочĕ 300 çул тултарни», «Лăпкă океан флочĕ 275 çул тултарни» юбилей медалĕсем, «Инçе çул çӳревшĕн» кăкăр палли илемлетеççĕ.
Ытлашши сăмах ваклама юратмасть Валерий Васильевич, çав тери сăпайлă çын. Тен, çапларах пулмалла та çар çыннин. Апла пулин те хăйĕн хĕсметри çулсем çинчен, унта мĕнле лекни çинчен кула-кулах аса илчĕ.
Пулас моряк Чăнлă районĕнчи Солнце поселокĕнче çуралнă, Аслă Нагаткинти вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
-Манăн атте хăй вăхăтĕнче пограничникра чикĕ сыхланă. Акă манăн та салтака кайма вăхăт çитрĕ. Мĕн суйласа илмелле-ха/ Эпĕ пĕррехинче аттене: «Икĕ çул пограничникра тăриччен виçĕ çул хĕсметре тăратăп», - терĕм. Чăнах та виçĕ çула каймалла пулчĕ... Комисси витĕр тухсан мана çар флотне кайма юрăхлă терĕç. Хамăн та ăшра тинĕс флотне каяс кăмăл пурччĕ,- йăл кулса каласа парать вăл.
Валерий Владивостока лекет. Малтанах дизельлĕ шыв ай киммин руль сигналçине вĕренсе тухать. Унăн тĕп тĕллевĕ – шыв çинчи лару-тăрăва сăнаса тăрасси, мĕн те пулин асăрхасан командира систересси. Каярах пирĕн ентеше виçĕ сигналçăран аслине çирĕплетеççĕ. Шыв айĕпе кăнтăр енчи тинĕссенче – Африкăна çитиех – çӳрет.
Виçĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Валерăна кимĕ çинчех хăварасшăн пулаççĕ, вăл килĕшмест. Чунĕ килнех туртать. Вăл яла таврăнать.
– Таврăнтăм та, манăн юлташсем пĕри те çук – йăлтах сапаланса пĕтнĕ. Хăшĕ авланнă, хăшĕ аякка ĕçлеме çӳрет. Çур çула яхăн пурăннă хыççăн çар комиссариатне кайрăм та тепĕр хут службăна яма ыйтрăм. Ку хутĕнче Мурманск облаçне – Североморск хулине – лекрĕм. Мичман званине пачĕç те каллех шыв ай кимми çине çирĕплетрĕç. Ку хутĕнче – атомли çине. Маншăн пурпĕрехчĕ – атомли- и вăл, дизельли-и/ Шыв айĕнче çӳреме хăнăхнă эпир. Тата вунултă çул çӳрерĕм тĕрлĕ тинĕссенче. Вăл хушăра отпуска темиçе хутчен те килсе кайрăм. 1983 çулта ял хĕрĕпе Лидия Рябовапа çырăнтăмăр,- каласа парать Василий Васильевич.
38 çулта вăл пенсие тухать. Вăй питти арçын хăйне кăмăллакан ĕç шыраса мăшăрĕпе Ульяновскра тĕпленет. Пĕр çар чаçĕнче хурал пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçлать, арăмĕ валли те çакăнтах ĕç тупăнать. Пĕрин хыççăн тепри икĕ ывăл çуралать. Оборона министерстви вĕсене хваттер туянма сертификат уйăрать. Сымкинсем виçĕ пӳлĕмлĕ хваттер туянаççĕ. Халĕ ывăлĕсем ӳснĕ ĕнтĕ. Саша Ульяновскри çыхăну училищинче вĕренет. Аслă сержант званине тивĕçнĕ. Дима вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрет. Иккĕшĕ те авланнă.
2010 çулта штата чакарсан çемье Анат Тимĕрçене – Лидия Михайловнан тĕп килне – пурăнма куçать. Ашшĕ-амăшĕ ку тĕле çĕре кĕнĕ пулнă, пӳрчĕ тăлăххăн ларнă.
-Эпир иксĕмĕр те ял пурнăçне кăмăллатпăр. Ĕçрен хăрамастпăр. Пӳрт ан хупăнтăр тесе кунта килсе тĕплентĕмĕр. Хуçалăха çирĕ-плетрĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрама пуçларăмăр. Çапла пурăнсах кайрăмăр темелле,- тет ентеш.
Унтан пирĕн калаçу каллех тинĕс çар флочĕ патне таврăнчĕ. Вăл çарти туслăх çинчен хавхаланса каласа пачĕ. Пĕрле хĕсметре тăнă Улхаш тата Тимĕрçен чăвашĕсене: Иван Пострелова, Сергей Сидулова, Анатолий Кашкарова – аса илчĕ.
– Пирĕн "дедовщина" таврашĕ пулман. Флотра чи кирли – пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх, - терĕ вăл.
Туслăх тенĕрен, вăл Чĕмпĕрти шыв ай флочĕн морякĕсен союзĕнче тăрать. Николай Власовпа (вăл ертӳçи), Александр Емелькинпа, Алексей Мордовкинпа тата ытти моряксемпе те тачă çыхăну тытать. Час-часах пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ, хĕсмет вăхăчĕсене аса илеççĕ.
– Хулара пурăннă хыççăн ялти шăплăхра кичем мар-и сире/-кăсăклантăм эпĕ.
– Çук. Кичем ларма вăхăт çук. Выльăх-чĕ-рлĕх, пахча таврашĕ вăхăта нумай илет. Хĕллехи кунсенче пулăра ларма юрататăп. Канмалли кунсенче Ульяновскра иртекен концертсене, Акатуйсене килсе çӳретпĕр. Шел, «Канаш» хаçата паян кунччен çырăнман. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхи çукчĕ. Эпĕ «Капкăн» журнал вуласа çеç чăвашла майĕпен вулама вĕрентĕм. Паянтан чăваш хаçатне те вулама тытăнатăп ĕнтĕ, – терĕ вăл кăмăллăн кулса.
 
: 775, Хаçат: 15 (1313), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: