Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш культура центрĕ тата УОЧНКА çулсерен чăваш Шурсухалĕсене йăлана кĕнĕ уява пуçтарать. Ватăсен кунне паллă тума ку хутĕнче вăрçă ветеранĕ Анна Тихоновна Кириллова, Нина Васильевна Ратаева таврапĕлӳçĕ, РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Елизавета Алексеевна Фурашова, Анатолий Фёдорович Ермилов (Юман) çыравçă тата сăвăç, Николай Семёнович Пидиксеев купăсçă пынă.
Шел пулин те, чылайăшĕ сывлăхĕсене пула уява пырайман.
Ватăсем çĕршыври лару-тăру çинчен калаçнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа панă, автономи ĕçне хакланă, сĕнӳсем панă. Уяв юрă-кĕвĕсĕр иртмен. Николай Семёнович хут купăсĕпе пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Анна Тихоновна çар юррисене аса илнĕ. Паллах, ăшă тĕлпулу вĕри чейсĕр пулман.
Автономи тĕпелне киличчен хисеплĕ ватăсене Мемцентрта тӳлевсĕр концерт кăтартнă. Уяв спонсорĕ – Хула Думин председателĕн çумĕ П. К. Столяров.
 
: 936, Хаçат: 40 (1132), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: