Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1992 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен правительстви алă пусса çирĕплетнĕ саккунпа ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне паллă тăваççĕ. Çак куна ахальтен суйласа илмен, мĕншĕн тесен вăл чăваш халăхĕн Патриархĕн, халăха çутта кăлараканĕн И.Я. Яковлевăн çуралнă кунĕпе пĕрле килет.
 
Чĕмпĕрте 1992 çултанпа акан 25-мĕшĕнче И.Я. Яковлев уçнă чăваш шкулĕн картишĕнче уяв пулнă, писательсемпе поэтсем, журналистсемпе вĕрентекенсем пухăнса Патриархăмăр ĕçлесе пурăннă çурт умне чĕрĕ чечексем хунă, сăвăсем вуланă. 2007 çултанпа, И.Я. Яковлев палăкне уçнăранпа (2006 çулхи юпа уйăхĕнче уçнă), уява паллă тума тата çутта кăлараканăмăра тав тума халăх кунта пухăнать. Кăçал та йăла пăсăлмарĕ.
Митинга УОЧНКА председателĕ В.И. Сваев уçрĕ. Вăл пухăннисене тав турĕ. И.Я. Яковлев палăкĕ патне пыракан сукмак нихăçан та курăкпа витĕнмессе шаннине палăртрĕ, юлашки вăхăтра чăвашсем мĕнле ĕçсем туса ирттернине каласа пачĕ.
-Патриархăмăр чăвашсене Раççее шанса пурăнма тата унăн ĕçне малалла тăсма пиллесе хăварнă. Унăн шанăçне эпир тӳрре кăларатпăр пулĕ тетĕп, - терĕ.
Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.К. Столяров уявпа саламланă май чăвашсен халĕ пĕрле пухăнмалли уйрăм çурт пуррине (Л.Толстой урамĕнчи редакципе УОЧНКА вырнаçнă12-мĕш çурт), власть тытăмĕнче чăвашсен йышĕ çулсерен ӳссе пынине, пурнăçри пур тытăмра та – экономикăра, ял хуçалăхĕнче, политикăра – чăвашсен тӳпи пысăк пулнине палăртрĕ. Малашне те халăх пĕрлĕхне ан çухаттăр терĕ.
«Еткер» телекăларăмăн аслă редакторĕ О.Н. Мустаев çапла каларĕ:
-Кашни халăхăн хăйĕн Турри пур. Пирĕн вăл – И.Я.Яковлев. Анчах кашни халăхăн тăван чĕлхе кунĕ çук. Чăвашсен вара - пур. Çавăнпа эпир мăнаçлă халăх. Малашне те Патриархăмăрăн Халалне тĕпе хурса вăл туса пĕтереймен ĕçсене малалла тăсар, çамрăк ăру та чăвашлăх ĕçне ан пăрахтăр. Туслă ĕçлесе пурăнсан, «чăвашшăн чăваш чи хаклă юлташ» пулсан, «пиртен аслă халăх» пулмĕ çĕр çинче.
РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, поэт, писатель тата журналист А.Ф. Юман нумаях пулмасть И.Я. Яковлев çинчен кăларнă хăйĕн кĕнекипе паллаштарчĕ, сăввине вуларĕ.
Патриархăмăра сума суса палăк умне Игнатий игумен килсе çитрĕ. Вăл И.Я. Яковлев Турра хытă ĕненекен çын пулнине, чăвашсене христиан тĕнне ĕнентерес тесе пысăк ĕçсем тунине, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсем валли ятарлă чиркӳ çĕкленине тата унта служба ирттерме вĕренекенсемпе пĕрле кĕлĕсене чăвашла куçарнине каласа пачĕ. Пурне те Таса Сывлăш Апостолсем çине аннă ятлă чăваш чиркĕвне И.Я. Яковлев ячĕпе иртекен кĕлле чĕнчĕ.
Палăк умне чĕрĕ чечексем хунă хыççăн чăваш йăлипе пухăннисем ун тавра виçĕ хутчен çаврăнчĕç.
 
: 733, Хаçат: 15 (1313), Категори: Чaваш тeнчи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: