Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чун уççи эсĕ, «Еткерĕм»,
Епле лайăх эс пурри.
Киленсех паян итлерĕм
Илемлĕ чăваш юрри.
Василий Журавлев сăввинчи çак йĕркесемпе пуçланчĕ Ульяновскри «Губернаторский» Культура керменĕнче «Еткер» телекăларăмăн 25 çулхи
уяв каçĕ.
1989 çулта Ульяновск КПСС обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Ю.Ф. Горячев наци политикине ăслă илсе пынă. Вăл пулăшнипе облаçра тăватă наци телекăларăмĕ тата наци хаçачĕ тухма тытăннă: чăвашла, тутарла, нимĕçле тата мордвалла.
«Еткерĕн» малтанхи тăватă кăларăмне Ульяновск облаçĕнчи «Атăл» телерадиокомпанийĕн журналисчĕ Римма Шепелькова вырăсла ертсе пынă. Чăвашла пĕрремĕш кăларăмĕ вара 1989 çулхи юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче тухнă. Çав вăхăтран тытăнса паянхи кунччен ăна Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Олег Николаевич Мустаев аслă редактор йĕркелесе ертсе пырать. Уяв каçне пуçтарăннă тулли зал умĕнче пĕрремĕш сăмах ăна пачĕç.
-Эпĕ Чĕмпĕр çĕрĕ çинче уçăлнă чăваш кăларăмне ертсе пыма килнĕ улттăмĕш журналист. Мана Ульяновска Чăваш патшалăх университетĕнче историпе филологи факультетĕнче пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра ячĕç. Унччен килнĕ чăваш журналисчĕсене кунти ĕç условийĕсем тивĕçтермен. Малти пулма, çĕнĕрен ĕçе йĕркелесе яма никама та çăмăл мар. Вăл вăхăтра хальхи пек мероприятисем нумай йĕркелемен, куна тума ятарлă çынсем те, организацисем те пулман. Эрнере пĕрре 45 минут тухакан кăларăма тултарма йывăрччĕ. Çавăнпа та мероприятисене хам йĕркелеме пуçларăм, унтан кăтартаттăм. Çак тĕллевпех «Еткер» фонд туса хутăм. Хам тавра хастар чăвашсене пухрăм. Обществăлла организаци пулса тăрсан чăваш чиркĕвне çĕнĕрен чĕртсе ярассине пур енлĕн пулăшнă, кашни çул чăвашсене авалхи Пăлхар çĕрĕ çине илсе кайнă, вĕренӳ министерствинче И.Я. Яковлевăн должноçне (чăваш шкулĕсен инспекторĕ) тавăрнă, Чăваш патшалăх университечĕн консультаци пунктне уçма сĕннĕ, пур енлĕн пулăшнă, автономи йĕркеленĕ чухне учредитель пулнă тата ытти те. Хальхи вăхăтра ĕçлеме çăмăлтарах, чăвашсене пĕрлештерсе тăракан организаци – УОЧНКА пур. Ульяновск область правительстви ĕçре пур енлĕн пулăшать. Чăвашсем халĕ хастар, кĕçех хамăрăн наци ялĕ пулĕ. Ытти халăхсем наци çурчĕн никĕсне чавиччен пирĕн çурт çĕкленчĕ. Чĕмпĕр çĕрне эпĕ пуç таятăп, ăна аталанса, чечекленсе пыма сунатăп, - терĕ Олег Мустаев.
Ульяновск область правительстви ятĕнчен «Еткер» телекăларăма массăллă коммуникацисен департаменчĕн пуçлăхĕ В.А. Лучников саламларĕ, С.И. Морозов кĕпĕрнаттăрăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ.
Саккунсем кăларакан Пуху ятĕнчен А.Г.Еленкин депутат сăмах илчĕ.
Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕн çумĕ С.А. Каликова юбилей ячĕпе саламланă май республика тулашĕнче, Чĕмпĕр тăрăхĕнче пушшех те, чăвашлăх çӳллĕ шайра аталаннинче «Еткер» кăларăмпа фондăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ. Вăл Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн саламне вуласа пачĕ:
«Эсир облаçри наци культурин пĕтĕм уявне йĕркелесе ирттернĕ çĕре хастар хутшăнатăр, çапла майпа ентешсене ырлăхпа савăнăç кӳретĕр. Сире чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе мешехисене, культура еткерне чĕртсе тăратас тата сыхласа хăварас енĕпе тăвакан пархатарлă ĕçĕршĕн чунтан тав тăватăп. Эсир – кӳршĕ регионта эфира тăван чĕлхепе тухакан чăваш наци программисен пĕртен-пĕр редакцийĕ», - тенĕ унта.
Ульяновск хули пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ П.К. Столяров, «Чăваш Ен» наци телерадиокомпанийĕн директорĕ А.Н. Магарин, Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ К.Г. Яковлев, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ В.И.Сваев «Еткер» кăларăма, унăн редакторне Ульяновск облаçĕнчи чăвашсене хавхалантарса пынишĕн тав турĕç. Кăларăм ытти регионсенче та сумлă вырăн йышăннине, воспитани тĕлĕшĕнчен пысăк ĕç туса пынине палăртрĕç.
ЧР культура, наци политикипе архив ĕçĕн министерстви ятĕнчен В.Г. Тяпкин сăмах каларĕ. В.П. Ефимов министрăн хушăвне пурнăçласа «Еткер» кăларăмăн обществăлла корреспондентне, «Канаш» хаçатăн информаци пайĕн пуçлăхне Е.Н. Мустаевана чăваш культурине аталантарас çĕрте нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.
Уява Шупашкартан килсе çитнĕ сумлă делегатсенчен пĕри – «Хыпар» издательство çурчĕн директорĕ, В.В.Путинăн шаннă çынни, Чăваш халăх поэчĕ В.В. Туркай, паллах, сăмахне сăвăран пуçларĕ, сăвăпа вĕçлерĕ. Раççейре паян та наци политикине тĕрĕс илсе пынине палăртрĕ. Чăваш сăмахне эфира кăларакан ĕçтешне малашне те çитĕнӳсем сунчĕ.
«Еткере» юбилей ячĕпе саламлама кăмăл тунă кашни çынна сăмах пама май килмерĕ уявра. Апла пулин те Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ çыннине В.Н. Тарават çыравçа, Çĕнĕ Малăкла район пуçлăхне И.Н.Мухутдинова, Чăнлă районĕнчи Садки ялĕнчен килсе çитнĕ Е.Н. Лянкинана, Шупашкарти çамрăксен театрĕн администраторне Е.В. Николаевана итлеме кăмăллă пулчĕ.
«Еткер» телекăларăм адресĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн Ю.А.Поповăн, ЧР Журналистсен пĕрлĕхĕн председателĕн В.П.Комиссаровăн, Чăваш драма театрĕн тĕп режиссерĕн В.Н. Яковлевăн салам телеграммисем çитнĕ.
Икĕ сехет çурă пынă уяв Шупашкартан килнĕ 13 артистăн илемлĕ концерчĕпе вĕçленчĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче фойере Чăнлă районĕ-нчи Çĕнĕ Улхашри Т.А. Серебрякован чăваш кĕписемпе капăрĕсен, «Русь» фирмăн футболкăсен куравĕсем ĕçлерĕç. Çĕнĕ хулари «Палнай» ушкăнăн пултаруллă артисчĕсем пухăннă халăха юрă-ташăпа савăнтарчĕç, ташлаттарчĕç.
 
: 375, Хаçат: 15 (1313), Категори: юбилей

Комментарисем:

Brandice (2016-06-30 21:42:22):
Why let the dog sufferĕ I do not want to sound too insiesntive or offend any animal rights activist but probably it would be best to just ask the vet to end the dogs miseryĕ If notĔ ask your vet about iron suppliments or even a blood transfusion although I do not know if it will helpĕ

Mildred (2016-07-02 02:37:19):
Kneowldge<Ӳa> wants to be freeĔ just like these articles!

Jennah (2016-07-02 08:54:55):
WhoaĔ whoaĔ get out the way with that good inanomftiroĕ http,ӲӲvtkfkffrĕcom [urlçhttp,ӲӲedrbuuys ldĕcom]edrbuuysld[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲxnhezes yrĕcom]xnhezesyr[Ӳlink]

Buffy (2016-07-04 20:57:39):
Callnig all carsĔ calling all carsĔ we're ready to make a dealĕ http,ӲӲpblylcfĕcom [urlçhttp,ӲӲlanvyiue wgĕcom]lanvyiuewg[Ӳurl] [linkçhttp,ӲӲwtlxhlo mfuĕcom]wtlxhlomfu[Ӳlink]

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: